Чăваш халăх юмахне вулăр та сăрласа илемлетĕр
09 августа 2023
Кĕçĕн çулхи вулакансем валли тĕрлĕ кăларăм кун çути курать: илемлĕ хайлавсем, пĕлĕве тарăнлатаканнисем, вăйăсемпе пуяннисем тата ыттисем те пур. Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче «Çĕр çинче мĕн вăйлă? Что сильнее всего на свете?» сăрласа илемлетмелли юмах вырăсла тата чăвашла пичетленчĕ.Вырăсла Ольга Васильева куçарнă, ÿнерçи – Екатерина Васильева, пухса хатĕрлекенĕ тата редакторĕ – Ольга Федорова.
Кĕнеке умсăмахĕнче халап историйĕпе кĕскен паллаштарнă: «...Ку юмаха 1951 çулта Никита Романович Романов этнограф – чăваш пурнăçĕпе йăли-йĕркине тĕпчекен – Чăваш АССРĕнчи (халĕ – Чăваш Республики) Муркаш районĕнчи Шарпаш ялĕнче çырса илнĕ. Çак хайлава ăна Опраньох ятлă мучи каласа панă...»
Юмах çапларах пуçланать: «Ĕлĕк пĕр патшан çĕр çинче пуринчен те мĕн вăйлине пĕлес килнĕ. Кам тĕрĕс калать, çавна вăл çур патшалăхне пама пулнă...» Кĕçех ун патĕнче тăхăр çын пуçтарăнать, кашниех хăйĕн сăмахĕ тĕрĕс тесе ĕнентересшĕн. Камăн сăмахне суйласа илĕ-ши патша?
Çавăн пекех кĕнекене сăрласа илемлетмелле. Ÿнерçĕ ку ĕçе пуçланă та ĕнтĕ, киçтĕкĕпе кашни страницăна тĕрлĕ тĕспе тĕккелесе тухнă, ачасен вара унăн сĕнĕвне тĕпе хурса çак пултарулăх ĕçне вĕçлемелле – кăларăм тата та илемленсе кайĕ. Ăнăçу пултăр!