Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Ольга Федорова «Ирхи тӗпел» телекӑларӑмӑн хӑни пулчĕ

31 июля 2024

Утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче, ытларикун, Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕн çумĕ Ольга Федорова Марина Карягина йӗркелесе тата ертсе пыракан «Ирхи тӗпел» телекӑларӑмӑн хӑни пулчĕ.

Калаçу ача-пăча литератури тата çамрăк авторсем тавра йĕркеленчĕ: камсем вӗсем, ҫамрӑк ҫыравҫӑсем? Ҫак йышра каччӑсем пур-и? Хальхи вӑхӑтра ачасем чӑвашла вулаҫҫӗ-и? Ҫамрӑк ҫыравҫӑсене вӗсем пӗлеҫҫӗ-и?..
Тÿрĕ эфирта чăваш литературин классикĕсене те тимлĕх уйăрчĕç. Кӑҫал Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ май Чӑваш кӗнеке издательствинче икĕ кӑларӑм кун çути курĕ. Вĕсем çинчен те каласа пачĕ Ольга Леонидовна.