Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Чăваш Енри авторсен йышĕ – Раççей Правительствин премийĕн лауреачĕ

05 октября 2023

Октябрĕн 4-мĕшĕнче, Учитель кунĕ умĕн, Михаил Мишустин премьер-министр Раççей Федерацийĕн Правительствин вĕренÿ облаçĕнчи премине илме тивĕç пулнисене хисеплĕ лару-тăрура чысланă. Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче Чăваш Республикинчи авторсен коллективĕ те пур – Н.Н. Чернова тата Л.В. Николаева. Вĕсем çак пысăк наградăна хула шкулĕн пуçламăш класĕсем валли хатĕрленĕ «Чăваш чĕлхи» тата «Литература вулавĕ» (авторĕсем – В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова, Л.В. Николаева) вĕренÿ кĕнекисемшĕн тивĕçнĕ.
Н.Н. Чернова – педагогика наукисен кандидачĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕренÿ ĕçченĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн доценчĕ, вĕренÿ тытăмĕнче 40 çул ытла вăй хурать. Л.В. Николаева – Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, 30 çул ытла Шупашкар хулинчи шкулсенче кĕçĕн классене вĕрентнĕ, халĕ Мускав облаçĕнчи шкулта тăрăшать. Вĕренÿ кĕнекисемсĕр пуçне вĕсем ĕç тетрачĕсем, методика кăтартăвĕсем, дидактика материалĕсем те çырса хатĕрленĕ.
Пирĕн чăннипех те маттур авторсене пысăк награда илнĕ ятпа тата Учитель кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр! Çĕнĕ çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх, хавхалану сунатпăр!

Алина МАЙОРОВА


Галерея

IMG-20231005-WA0000