Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Чăваш çыравçисен хальхи литература пирки çавра сĕтел иртрĕ

15 декабря 2022

Раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче çыравçăсем çавра сĕтел хушшине пуçтарăнчĕç.

Тĕлпулăва Чăваш Республикинчи Професиллĕ писательсен союзĕ йĕркелерĕ, ăна Улькка Эльмен тата Ара Мишши прозаиксем ертсе пычĕç. Калаçу хальхи чăваш литератури тавра йĕркеленчĕ, паллă сăмах ăстисем, критиксем проза, поэзи тата драматурги жанрĕсене пăхса тухрĕç. Çыравçăсем кашнинпех тухăçлă ĕçлеççĕ, кĕнекисем те тăтăшах пичетленеççĕ, апла пулин те сÿтсе явмалли ыйтăвĕ чылай пухăннă.
Ирина Кириллова филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, литература тĕпчевçи чăваш драматургийĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ, хальхи вăхăтра тухăçлă ĕçлекен драматургсене палăртрĕ. Вĕсен йышне Арсений Тарасова, Александр Пăрттана, Владислав Николаева кĕртрĕ. «Драматургсем хайлавĕсене çырсан малтан театра кайса параççĕ, кĕнекисем вара чылай кайран тухаççĕ. Хальхи драма хайлавĕсенче кулленхи пурнăç (быт) тĕпре, интеллигенци ыйтăвĕсене çутатакан пьесăсем сахаларах. Çакă театра çÿрекенĕн кăмăлне тивĕçтерес тенипе те çыхăннă пулĕ», ‒ терĕ вăл.
Драматургĕсем пур, хайлавĕсене театра тăтăшах çитереççĕ пулин те, чылай чухне вĕсене сцена çине кăларма йывăррине асăнчĕ Наталия Сергеева режиссер, К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ. Сцена çинче яланах пĕр-пĕр ĕç пулса иртмелле, унта шухăшлав, асаилÿсем валли вырăн çук. Чăваш театрĕн тепĕр йывăрлăхĕ – ялта ÿсекен ачасем чăвашла ăнланманни, çавăнпа труппа ялсене спектакльпе кайсан куçарăвне те пĕрле илмелле. Анчах сăвăлла вырăсла куçаракансене тупма çăмăлах маррине пăшăрханса каларĕ вăл.
Проза çине куçсан унта паянхи ял çыннин сăнарĕ çитменнине пĕлтерчĕ Юрий Артемьев критик тата профессор. «Мĕнпе пурăнать ял çынни? Мĕн çинчен шухăшлать вăл? Пур-и унăн ĕмĕчĕ? Прозăра ял çыннине кăтартмасăр ăна хамăр пата туртса илейместпĕр. Литературăра ял сывлăшĕ пулмалла», – терĕ вăл.
«Миçе ялта халь пурнăç пур? Чăвашла калаçаççĕ-и унта пурăнакансем»? – Юрий Михайлович шухăшĕпе килĕшмерĕ Сергей Павлов чăваш халăх çыравçи.
«Эппин, çук ял çинчен çырмалла», – çийĕнчех тупăнчĕ критикăн хуравĕ.
«Паянхи çыравçăн кирек епле темăна та хальхи куçпа пăхса çутатмалла», – палăртрĕ Сергей Лукиянович.
Унăн шухăшĕпе килĕшсе Анатолий Кибеч чăваш халăх çыравçи çак темăна малалла тăсрĕ: «Халĕ проза валли те, сăвă валли те пуян материал çав тери нумай. Хайлавне ÿркенмесĕр ларса çырмалла çеç. Тепĕр тесен, лайăх прозăран та чаплă спектакль тума пулать», – терĕ вăл.
Хальхи чăваш поэзине Ольга Скворцова филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, литература тĕпчевçи тĕплĕн тишкерчĕ: «Поэзире шырав пулмасан вăл аталанаймасть. Кунта ăс, чĕлхе илемĕ, чун-чĕре хĕлхемĕ тĕпре. Вăл çеç те мар, чăваш поэчĕн тăван чĕлхе хăйне евĕрлĕхне туймалла. Чи малтанах ĕмĕрлĕх хаклăхсем кирлĕ. Жанр тĕлĕшĕнчен хальхи поэзи пуян, анчах лиро-эпикăллă хайлавсем çук. Çакă, тен, вулакан ыйтманнипе те çыхăннă пулĕ».
Паллах, кирек мĕнле жанрпа çырсан та, хуть те мĕнле хайлав шăрçаласан та вĕсене вулакан патне çитермелле, эппин, пичетлемелле. Кашни çыравçăн чи пысăк ĕмĕчĕ кĕнеке кăларасси пулĕ. Вăл енĕпе Чăваш кĕнеке издательстви тухăçлă ĕçлет. Тĕлпулура О.Л. Федорова редактор издательство ĕçĕ еплерех йĕркеленсе пыни çинче чарăнса тăчĕ: «Хальхи паллă çыравçăсемпе тухăçлă ĕçлетпĕр, пирĕнтен уйрăлса кайнă писательсен пултарулăхне те манмастпăр, эткерçĕсемпе çыхăнса хайлавĕсене пичетлеме тăрăшатпăр. Вĕсен пуян та сăнарлă чĕлхине литературăра пĕрремĕш утăмсем тăвакан авторсен ăша хывмалла. Çамрăксене те хапăлласах йышăнатпăр, вĕсенче литературăн малашлăхĕ-çке. Вулакансем вара çыравçăсенчен пысăк калăпăшлă хайлавсем, романсем, кĕтеççĕ. Кĕнекери сăнарсемпе хăвăртах уйрăлас мар тесе повеçе кунсерен пĕр-ик страница çеç вулатăп тенине те илтме тÿр килчĕ. Хулăн произведенисем вулас, сăнарсен пурнăçĕпе ытларах пурăнас килет теççĕ тĕлпулусенче».
«Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн çумĕ Дмитрий Моисеев çыравçăсене хаçат-журналта пичетленме май пурри çинчен каларĕ: «Çамрăксен хаçатĕнче» те, «Чăваш хĕрарăмĕнче» литература страницисем пур, вулакансем номертен номере пыракан пысăк хайлавсем кĕтеççĕ. «Тăван Атăл» литература журналĕ те илемлĕ хайлавсене яланах тарават.
Эппин, Турă панă пултарулăхпа писательсен туллин усă курмалла – çырмалла. Лайăх хайлав кирек хăçан та хăй вулаканне тупать.


Галерея

IMG_20221214_173536 IMG-42fc6707869ee8a4a2c83872fdd77000-V IMG_20221214_160753 IMG_20221214_163539