Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Чăваш çыравçисем литература пикникне пуçтарăнчĕç

28 июня 2023

Чăваш Республикин наци вулавăшĕ çумĕнче ĕçлекен «Варкăш» литература клубĕ çуллахи каникула кайнине пĕлтернĕччĕ маларах. Çапах та чăваш поэчĕсемпе прозаикĕсем алă усса лармаççĕ – вулакансемпе тĕл пулаççĕ, республика тулашĕнчи тата тăван енри мероприятисене хутшăнаççĕ.

 

Чăваш Республикинчи профессионал писательсен союзĕ йĕркеленнĕренпе кăçал 100 çул çитнине çапларах хастар паллă тăваççĕ калем ăстисем. Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче вĕсем Чăваш наци библиотекин картишĕнче литература пикникне пуçтарăнчĕç.
Тӳлек çанталăк, ешĕл те илемлĕ тавралăх хавхалантарнă чухне сăвă вуламасăр епле тӳсĕ поэт? Варкăшçăсем те кăмăлĕсене ирĕке ярса хайлавĕсене уççăн янраттарчĕç. Чăваш сăмахĕ таврана саланчĕ. Галина Матвеева хăйĕн сăввисемпе кăна мар, куçарăвĕсемпе те паллаштарчĕ – Андрей Растворцевпа Роберт Паль произведенийĕсене вырăсларан куçарнă вăл. Марина Карягина Евгений Евтушенкăна суйласа илнĕ. Вырăссен паллă поэчĕн йĕркисем чăвашла та сулмаклă, хăватлă илтĕнчĕç. Нина Пăрчăкан вара хăйĕн сăввисене хăех вырăсла куçарать. Вăл пухăннисене юптару вуласа пачĕ. Хăйсен пултарулăхĕпе çавăн пекех Арсений Тарасов, Зоя Сывлăмпи, Светлана Асамат, Лидия Сарине, Раиса Воробьева, Мальвина Петрова, Ольга Австрийская савăнтарчĕç.
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Надежда Кириллова Митта Ваçлейĕн сăввине каларĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ музей ертӳçи Антонина Андреева – Лидия Сариненне, Светлана Асамат чăваш халăх поэчĕ – Юрий Айдашăнне, «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ Нина Царыгина прозаик – Ольга Австрийскаянне. Ăçта сăвă, унта – юрă. Светлана Асамат хĕтĕртнипе поэтсем кĕç юрă тăсса ячĕç. Светлана Васильевна, çавăн пекех Лидия Сарине, Зоя Сывлăмпи, Нина Пăрчăкан тата Антонина Андреева «Сас» пултарулăх ушкăнĕ йĕркеленĕ-мĕн. Надежда Кирилловăпа Арсений Тарасов та юрламасăр тӳсеймерĕç. Ĕçтешĕсем вĕсене тăвăллăн алă çупса тав турĕç.
Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕн çумĕ Ольга Федорова пурне те поэзи уявĕпе саламларĕ. «Эпĕ сăвă çырмастăп, çавăнпа паян хама урок вĕренсе килмен шкул ачи пек туятăп. Анчах поэтсен сăввисене киленсе итлерĕм. Кашнин пултарулăхĕ хăйне евĕрлĕ. Пĕрисем çепĕç лирикăпа чуна тыткăнлаççĕ, теприсем – хăюлăхĕпе. Чи пĕлтерĕшли – кашни хайлав хăйĕн вулаканне туптăр», – терĕ Ольга Леонидовна.
Тутлă апат-çимĕçсĕр мĕнле пикник пултăр-ха? Улма-çырлапа, кукăль-икерчĕпе, печени-канфетпа, техĕмлĕ чейпе сăйланнă май варкăшçăсем литература ыйтăвĕсене малалла сӳтсе яврĕç, плансене палăртрĕç.

 


Галерея

пикник (1) 7 10 8 6 5 4 1 2 3 9