Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Чăн тĕне ĕненекенсем валли – çĕнĕ кĕнеке

24 января 2023

Турă Амăшне 150 хут кĕлтумалли йĕрке» кăларăм пичетленсе тухрĕ.

 

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Чăн тĕне ĕненекенсем валли «Пилĕк кĕлĕ. Турă Амăшне 150 хут кĕлтумалли йĕрке» кăларăм пичетленсе тухрĕ. Ăна Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Савватий пиллĕхĕпе кăларнă. Пухса хатĕрлекенĕ – В.Г. Григорьев, редакторĕ – В.В. Степанов. Тиражĕ – 5000 экземпляр.

«Пилĕк кĕлĕ» – Турă Амăшĕн чун-чĕре асапĕсене аса илсе Ăна тав тумалли кĕлĕсем. Вĕсене Ростов архиерейĕ Димитрий святой çырнă. Кĕлĕсене кулленех тимлĕн вулани Чăн тĕнпе пурăнакансене пысăк усă кÿрет.

«Турă Амăшне 150 хут кĕлтумалли йĕркене» çынсене VIII ĕмĕртех Турă Амăшĕ хăй панă. Анчах çынсем ун çинчен маннă. Çак йĕрке çинчен тепĕр хут Сароври Серафим святой аса илтернĕ. Турă Амăшĕн пурнăçĕнче питех те паллă, асран каймалла мар ĕçсем 15 пулса иртнĕ. Çавна шута илсе Ăна кĕлтумалли йĕркене 15 пая пайланă. Кашни пайрах вара «Эй Турра çуратнă Хĕр, савăн…» кĕлле 10 хутчен каламалла.

Чи малтанах «Эй Турра çуратнă Хĕр, савăн…» тесе 10 хут каласан Турă Амăшĕ çуралнине асăнмалла (ача амăшĕсен хăйсен ачисемшĕн кĕлтумалла).

Иккĕмĕш ăстрăма Турра çуратнă Таса Хĕр чиркĕве кĕнине асăнса каламалла (Чиркÿрен уйрăлса, çухалса кайнисемшĕн кĕлтумалла).

Виççĕмĕш ăстрăма Турра çуратнă чăн Таса Хĕре Архангел ырă сăмах каланине асăнса вуламалла (хуйха-суйха лекнисемшĕн кĕлтумалла).

Тăваттăмĕш ăстрăма Турă Амăшĕ тÿрĕ те таса пурнăçлă Елисаветăпа курса калаçнине асăнса каламалла (уйăрăлса кайнисемшĕн е хыпарсăр çухалнисемшĕн Турă Амăшне йăлăнса кĕлтумалла).

Пиллĕкмĕш ăстрăма Христос çуралнине асăнса каламалла (чунăмăрсем çĕнелсе çуралччăр, Христосра тăрса çĕнĕ пурнăçпа пурăнмалла пултăрччĕ тесе кĕлтумалла).

Улттăмĕш ăстрăма Иисус Христос Туррăмăра хирĕç тухса илнине асăнса каламалла (хамăр вилсессĕн чунăмăрсене Турă Амăшĕ Хăй кĕтсе илтĕрччĕ те сывлăшри асапсем витĕр Хăй илсе тухтăрччĕ тесе кĕлтумалла).

Çиччĕмĕш ăстрăма Турă Амăшĕ Турă-Ачапа Египете тухса тарнине асăнса каламалла (усал-тĕсел таврашĕ хамăра тапăнасран, инкек-синкекрен хăтарма йăлăнса кĕлтумалла).

Саккăрмĕш ăстрăма Турă Амăшĕ вун иккĕри Иисус Ачана Иерусалимре шыранине асăнса каламалла (çакă пурнăçра Христоспа пĕрле пуласчĕ те тĕнче ĕçĕсенчен аякра тăрасчĕ тесе кĕлтумалла).

Тăххăрмĕш ăстрăма Галилея çĕрĕнчи Кана хулинче тунă хăвата асăнса каламалла (ĕçе пуçăннă чух пулăшу пултăрччĕ, çитменнинчен хăтартăрччĕ тесе кĕлтумалла).

Вуннăмĕш ăстрăма Таса Хĕр Туррăн Хĕресĕ умĕнче тăнине асăнса каламалла (хуйхă-суйхăра пулăштăрччĕ тесе кĕлтумалла).

Вун пĕрмĕш ăстрăма Христос Вилĕмрен Чĕрĕлнине асăнса каламалла (чунăмăрсене чĕрттĕрччĕ, çăлăнăç ĕçĕсене тăрăшса туса пурăнма вăй-хал патăрччĕ тесе кĕлтумалла).

Вун иккĕмĕш ăстрăма Иисус Христос Туррăмăр Çÿле çĕкленнине асăнса каламалла (чунăмăрсем çĕр çинчи ĕçсенчен çĕкленсе çÿлелле туртăнса тăччăр тесе кĕлтумалла).

Вун виççĕмĕш ăстрăма Сионри Таса пÿлĕме – Апостолсемпе Турă Амăшĕ çине – Святой Сывлăш аннине асăнса каламалла.

Вун тăваттăмĕш ăстрăма Туррăн тасаран Таса Амăшĕ вилнине асăнса каламалла (канлĕ пурăнăç ыйтса ырă вилĕмпе вилме йăлăнса кĕлтумалла).

Вун пиллĕкмĕш ăстрăма Хăйĕн Амăшне çĕр çинчен Пĕлĕт çине куçарса кайнă хыççăн Турă Ăна мĕнлерех чаплă мухтава кĕртнине асăнса каламалла.

Купить эту книгу (кунта пуссан ку кӗнекене илме пулать)