Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Çĕнĕ вĕренӳ кĕнеки кун çути курчĕ

31 мая 2023

Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вĕренӳ учрежденийĕсен 10-11-мĕш класĕсенче тăван чăваш чĕлхине вĕренме Чăваш кĕнеке издательствинче çĕнĕ вĕренӳ кĕнеки пичетленсе тухрĕ.

Унăн авторĕ – филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Ю.М. Виноградов, рецензенчĕсем – филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕсем Т.В. Денисова, А.П. Долгова тата филологи ăслăлăхĕсен докторĕ А.М. Иванова.
10-мĕш класра 5 пысăк тема, 11-мĕш класра 2 тема пăхса тухма палăртнă. Ку темăсем ачасемшĕн çĕнĕлĕх мар. Вĕсене 2-9-мĕш классенче вĕреннĕ. Халĕ вара, 10-мĕш тата 11-мĕш классенче, ку таранччен мĕн вĕреннине аса илсе çирĕплетсе хăвараççĕ.
Вĕренӳ пособийĕнче тĕрлĕрен ĕç сĕннĕ: ушкăнпа тумалли, Интернетпа усă курса тумалли, творчествăллă ĕçсем, проект ĕçĕсем т. ыт. те. Кĕнеке вĕçĕнче питех те кирлĕ «Усăллă канашсен энциклопедине» вырнаçтарнă. Унта панă схемăпа, проектпа ĕçлессин, текстăн кĕске планне тăвассин йĕркисемпе вĕренӳ çулĕ тăршшĕпех усă курма пулать. Кунта çавăн пекех поэзи текстне ăнлантармалли, тематика конспектне çырмалли, «Сăмахăн портречĕ» проект тумалли йĕркесем, 11-мĕш класра чăваш чĕлхипе тытмалли экзаменăн тытăмĕпе содержанийĕ тата ытти усăллă канашсем пур.
Вĕренӳ пособине Федерацин патшалăх вĕренӳ стандарчĕпе килĕшӳллĕн хатĕрленĕ.

Алина МАЙОРОВА,
кĕнеке редакторĕ

Купить эту книгу (кунта пуссан ку кӗнекене илме пулать)