Çамрăк авторсем студентсемпе тĕл пулчĕç
14 мая 2024
Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш кĕнеке издательствин çамрăк авторĕсем – Лариса Петрова, Ирина Кошкина тата Ольга Австрийская – И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн иккĕмĕш тата тăваттăмĕш курсĕсен студенчĕсемпе тĕл пулчĕç.Уçă практика занятине филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Николай Осипов доцент ертсе пычĕ. Паянхи чăваш литературин аталанăвĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути куракан коллективлă сборниксен, Чăваш Республикин Наци библиотеки çумĕнчи «Варкăш» литература клубĕн тӳпи пысăк пулнине палăртрĕ вăл. Университетри мероприятине пурте тĕплĕн хатĕрленнĕ. Николай Николаевич тимленипе тăваттăмĕш курс хĕрĕсем паянхи çамрăк прозаиксен калавĕсемпе паллашнă, ятарлă презентацисем, докладсем хатĕрленĕ. Тĕлпулура студенткăсем çыравçăсен пурнăçĕпе пултарулăхне тишкерчĕç, хайлавсенчи тĕп темăсемпе проблемăсене палăртрĕç, хăйсене хумхантаракан ыйтусен хуравĕсене илтме пултарчĕç.
Любовь Сафьянова Лариса Петровăн «Куçукпа Хураçка. Потеряшка», «Çул кайăкĕ» коллективлă сборниксене кĕнĕ калавĕсене пăхса тухнă. Студентка поэтессăн çемйинче хальччен çыракансем пулнипе кăсăкланчĕ. Лариса Николаевнăн асламăшĕн пиччĕшĕ Николай Пахомов чăнах та сăвăсем шăрçаланă-мĕн, хăшне-пĕрне композиторсем юрра та хывнă. Эппин, çак пултарулăх ăна та куçнă-тăр. Л. Петровăн сăввипе кĕвĕленĕ юрра Ирина Лампасова шăрантарать. Аудиторире пухăннисем ăна итлесе пăхма пултарчĕç. Унсăр пуçне автор «Тĕнче хитре» сăввине вуласа пачĕ.
Ирина Кошкинăн «Уйăх юлташне çăлни» пĕрремĕш кĕнекине Кристина Данилова хак пачĕ, иккĕмĕш курссене кăсăклантарса ярас тĕллевпех мĕнпур вăрттăнлăха уçмарĕ. Ирина Станиславовнăн калавĕсем «Пирĕшти патне янă çыру», «Куçукпа Хураçка. Потеряшка», «Çул кайăкĕ» коллективлă сборниксене те кĕнĕ. Автор каланă тăрăх, чылайăшĕн никĕсĕнче – пурнăçра чăн пулнă ĕçсем, сăнарсен прототипĕсем те пур. «Эльбрус çывăхĕнчи тĕлпулу», сăмахран, Кавказ тăрăхĕнчи çулçӳрев хыççăн çуралнă, чи çăмăллăн çырăннисенчен пĕри.
Ирина Егорова Ольга Австрийскаян «Чăлах пуканесем» пĕрремĕш кĕнекине тишкерчĕ, тĕп калав çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Автор каланă тăрăх, тăтăшах пĕр тĕлĕк курăнни çырма хистенĕ ăна. Калавра хускатнă темăна – çуралман ачасен тертлĕ шăпи – каярахпа курс ĕçĕнче те аталантарнă. Шухăшсене чăвашла е вырăсла уçса пама çăмăлрах, редактор пулни хайлавсем çырнă чухне чăрмантарать е пулăшать – çак тата ытти ыйтусен хуравĕсем кăсăклантарчĕç аудиторие.
Виктория Чернова Дмитрий Моисеевăн «Ют пахчари хăмла çырли» кĕнекине, Диана Федотова Нина Царыгинăн «Çил-тăманлă ĕмĕт» кăларăмне шĕкĕлчерĕç. Шел те, авторсем тĕлпулăва хутшăнаймарĕç, апла пулин те хăнасем вĕсен юлташĕсем пулнă май хăш-пĕр ыйтăва хуравлама тăрăшрĕç. Тен, çывăх пуласлăхра Д. Моисеевпа Н. Царыгина та студентсемпе курнăçĕç-ха, ун чухне вара хуравсем тата туллирех пулĕç.
Уçă практика занятийĕ кăмăллă лару-тăрура иртрĕ. Вăл студентсене те, çамрăк авторсене те савăк самантсем парнелерĕ.
Ольга ИВАНОВА