«Асрах асамĕ çав самантăн...» кĕнекене пахаларĕç
20 сентября 2024
Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци вулавăшĕнче А.С. Пушкин паллă вырăс поэчĕн «Я помню чудное мгновенье... Асрах асамĕ çав самантăн...» кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ.Кăларăм кăçал Чăваш кĕнеке издательствинче икĕ чĕлхепе – вырăсла тата чăвашла – кун çути курнă, чăвашла Василий Кошкин-Кервен куçарнă. Унта А.С. Пушкинăн суйласа илнĕ сăввисемпе «Евгений Онегин» сăвăлла романĕнчи пейзаж çаврăмĕсем кĕнĕ.
– Тăван ялта – Патăрьел районĕнчи Упамсара – Юрий Прокопьевич Васильев учитель вырăс чĕлхипе литературине вĕрентетчĕ. Ачасем поэзие лайăх туйччăр тесе пире, шкул ачисене, Александр Пушкина куçарттаратчĕ. Çавăнтан куçару ĕçне кĕрсе кайрăм пуль. Шкул çулĕсенчех эпĕ Петĕр Хусанкайпа тĕл пулнă, унпа юнашар ларса курнă. Вăл мана хавхалантарнă, пултарулăхăма ырланă. Эпĕ ачаранпах çырнă. Поэзин чуна тивмелле, унта яланах шухăш, туйăм тата рифма пулмалла. Куçару та çавăн пекех. Пирĕн чăваш чĕлхи пуян. Пушкина куçарнă чухне сăмах тупаймасăр пĕрре те асапланмарăм. «Няньăна» сăвва чăвашлатнă чухне «Подруга дней моих суровых, Голубка дряхлая моя!» йĕркесене куçариччен малтан Пушкинăн аса илĕвĕсемпе тĕплĕ паллашрăм – çакă мана сăвăç пурнăçĕнче няня мĕнле вырăн йышăннине туйса илме пулăшрĕ, – каласа пачĕ Василий Гаврилович куçаруçă çулĕ çине тухни пирки. – Чылай çул иртсен студентсене вĕрентме тÿр килчĕ. Дисциплинăсенчен пĕри чăваш чĕлхиччĕ. Занятисенче эпĕ Александр Пушкинăн сăввисемпе час-часах усă кураттăм, вĕсене чăвашла куçарса вуласа параттăм. Куçарусене çамрăксем кăмăллăн йышăнатчĕç.
Василий Гаврилович Михаил Лермонтовпа Сергей Есенинăн хайлавĕсене чăвашла куçарма ĕмĕтленнине каларĕ.
Валерий Алексеев паллă журналист унăн ĕçне çапларах пахаларĕ:
– Куçару ĕçĕ асаплă. Ман шутпа, куçару автор çырнă текстпа тан. Хăш чухне вулакансем куçаруçăсенчен автортан та ытларах ыйтаççĕ, çавăнпа Василий Гаврилович та питĕ çине тăрсах ĕçлерĕ. Лайăх куçару эталон – автортан кая мар, авторпа танлашнă текст – пулса тăрать. Çак таранччен Петĕр Хусанкай куçарăвĕсем эталон шутланнă. Çавăнпа Василий Гаврилович кĕнекине парнелесен унăн куçарăвĕсемпе паллашма васкарăм. Вĕсем Хусанкайран та, Пушкинран та кая мар пек туйăнчĕç.
Валерий Николаевич кĕнекене Чăваш Республикин Патшалăх премине тăратма сĕнчĕ.
Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕн çумĕ Ольга Федорова авторпа Ольга Иванова редактор кăларăмпа ĕçленин вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕ.
– Вĕсем ĕçлени куç умĕнче пулчĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе тăрăшрĕç. Куçарăвĕ, чăн та, питĕ лайăх пулса тухнă. Ĕçленĕ хушăра Ольга Михайловна хăш-пĕр сăввисемпе паллаштаратчĕ, киленсе итлеттĕм. Кĕнеки пичетленсе тухсан ăна хаваспах алла тытрăм. Пушкин чăвашла çырнăнах туйăнса кайрĕ мана: сăвă кĕвви, шухăшĕ, янăравлăхĕ – пĕтĕмпех оригинала çывăх, – терĕ вăл.
В.Г. Кошкинăн ăсталăхне Владимир Васильев историк, публицист, истори наукисен кандидачĕ те пысăк хак пачĕ.
– Куçару ĕçне эпĕ кăткăс операци тăвакан хирург ĕçĕпе танлаштарăттăм. Пушкина куçарнă чухне те, хирург пултарулăхĕ пекех, пысăк ăсталăх кирлĕ, унсăрăн гение пăсса хуратăн. Гение ăста куçаракан хăй те гений пулса тăрать. Эпĕ вара «Василий Гаврилович – пултаруллă, гениллĕ куçаруçă» тесе çирĕплетсех калатăп! – хĕрÿллĕн вĕçлерĕ шухăшне Владимир Александрович.
Кĕнеке тухнă ятпа курçаруçа çыравçăсем, преподавательсем, ентешĕсем саламларĕç, кăларăм икĕ чĕлхепе тухни питĕ кирлĕ пулнине палăртса тав турĕç, малашне те куçару ĕçĕнче те, хăйĕн пултарулăхĕнче те çитĕнÿсем тума сунчĕç.
Сантăр Хучаш юрăç вара Василий Гаврилович куçарăвĕсене тĕпе хурса юрăсем çырнă, уявра вĕсене юрласа кăмăла çĕклерĕ. Чăваш наци вулавăшĕ çумĕнчи «Эткер» фольклор ушкăнĕ (ертÿçи – З.К. Яковлева) халăх юррисене шăрантарса хăтлава илем кÿчĕ.