Асра юлакан тĕлпулу
09 октября 2024
Чăваш кĕнеке издательствин редакторне, Раççей Федерацийĕнчи Журналистсен тата Писательсен союзĕсен пайташне Галина Антоновăна (литературăри псевдонимĕ — Галина Матвеева) иртнĕ ытларикун Канаш районĕнчи Ушанарти библиотекăра ăшшăн кĕтсе илчĕç.Çыравçăпа тĕл пулма Ушанарта, Малти Тукайра, Çĕнĕ Чалкассинче тата Иккĕмĕш Хурамалта пурăнакансем — литературăна юратакансем — пуçтарăннă. Галина Алексеевна хăйĕнпе кĕскен паллаштарчĕ, Тăван çĕршывăн аслă вăрçипе ятарлă çар операцийĕ çинчен çырнă тата куçарнă произведенийĕсене вуласа пачĕ. Вĕсем «Çил çинчи турат» кĕнекере пичетленнĕ.
Тĕлпулăва пынисем хушшинче сăвă çыракансем те пулчĕç. Лидия Николаевна Яковлева педагог тата сăвăç хăйĕн çĕнĕ хайлвĕсемпе паллаштарчĕ, хăнана «Çулăмра та çунман туйăмсем» кĕнекине асăнмалăх парнелерĕ.
Тата тепĕр кĕтмен парне те пулчĕ çыравçă валли: Галина Матвеева тĕлпулăва килессине пĕлсен çамрăк чухне университетра унпа пĕрле вĕреннĕ Тамара Семеновна Егорова, кӳршĕ ялта пурăнаканскер, палланă-пĕлнĕ çын пултарулăхне сăнасах пыраканскер, ĕç пăрахсах Ушанара пынă. Вĕсем пĕр-пĕрне 47 çул курман иккен.