Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Аслă Куснарта Марфа Трубинан çуралнă кунне уявларĕç

20 сентября 2023

Трубина Мархвин хайлавĕсене чăваш ачи мĕн пĕчĕкрен вуласа ӳсет тесен те йăнăш мар. «Шĕшкĕ» юмахри йывăçăн хурлăхлă шăпи çамрăк вулакана шухăша ярать, çутçанталăка упрама вĕрентет. Кăшт ӳсерехпе «Хăнаран» калавпа паллашать яш-кĕрĕм. Ĕçкĕ-çикĕ мĕнлерех пысăк инкек патне илсе çитерме пултарни çинчен чуна пырса тивмелле çырнă Марфа Дмитриевна. Унăн «Ача чухненхи» автобиографиллĕ повеçне епле манăн-ха тата! Çыравçăн кашни хайлавĕ сăнарлă, асра юлать, шухăша ярать.

Трубина Мархви 1888 çулхи авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Шупашкар уесĕнчи (халĕ Куславкка районĕ) Куснарта çуралнă. Ялти пуçламăш шкулта пĕлӳ илнĕ хыççăн 1903–1909 çулсенче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Ĕмĕрĕ тăршшĕпех хăй çуралса ӳснĕ тăрăхри ялсенче учительте ĕçленĕ, «Чăваш АССР шкулĕн тава тивĕçлĕ учителĕ», «РСФСР шкулĕн тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ятсене, Ленин орденне тивĕçнĕ.

Литература ĕçне Марфа Дмитриевна Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ чухне пуçăннă, чăваш халăх юррисене якатса çырнă, фольклор материалĕ чылай пухнă, шкул ачисемпе пĕрле ал çыру журналĕ кăларса тăнă.

Трубина Мархви – чăвашран тухнă малтанхи хĕрарăм çыравçă. Кăçал вăл çуралнăранпа 135 çул çитрĕ. Çавна май авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекипе Чăваш Республикинчи Профессиллĕ писательсен союзĕ йĕркеленипе прозаиксемпе поэтсем, вĕрентекенсемпе библиотекарьсем писатель-педагогăн тăван ялне çитсе килчĕç, Аслă Куснарти вăтам шкул вĕренекенĕсемпе тĕл пулчĕç. Уява шкул директорĕ Владислав Шмелев уçрĕ. Кунта нумай çул вăй хунă Марфа Трубинана вĕренекенсем манмаççĕ, ун ĕçне асра тытаççĕ. Шкулти музейра та ăна халалланă кĕтес пур. Пысăк портретран пирĕн çине тарăн шухăшлă, çирĕп кăмăллă çыравçă-педагог витĕр курасла тинкерет. Экспонатсем унăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштараççĕ. Кунтах Марфа Дмитриевнăн килĕнче ларнă сĕтел-пукан, кĕнеке шкапĕ упранаççĕ. Сăмах май каласан, шкул хăй те Марфа Трубинан урамĕнче вырнаçнă. Çывăхрах – çыравçă пурăннă йывăç пӳрт. Шел пулин те, тĕрлĕ сăлтава пула вăл хупă тăрать, унта музей йĕркелеме май çук.

Чăваш наци библиотекин «Чăваш кĕнеки» центрĕн ертӳçи Галина Соловьева Марфа Трубинан 1950-мĕш çулччен тухнă кăларăмĕсене электрон вулавăша вырнаçтарнине, вĕсене ирĕклĕнех тупса вулама май пуррине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех Аслă Куснар вăтам шкулне кĕнекесем парнелерĕ. «Чăваш Республикинчи профессионал писательсен союзĕ» общество организацийĕн председателĕ Улькка Эльмен нумаях пулмасть Чăваш наци библиотекинче Марфа Трубинана халалланă çавра сĕтел иртни çинчен каласа пачĕ. «Эсир тĕлĕнмелле хитре вырăнта пурăнатăр! Кунтан мĕн чухлĕ пултаруллă çын тухнă. Трубина Мархвин хайлавĕсенче Куславкка тăрăхĕнчи вырăнсем, çынсем сăнарланса юлнă. Мĕн тери паха ку. Тен, хăçан та пулин сирĕн хушăран та паллă çыравçă тухĕ», – терĕ Ольга Геннадьевна вĕренекенсене.

Светлана Асамат чăваш халăх поэчĕ асамат кĕперĕ çичĕ тĕслĕ пулнине асра тытса шкул библиотекине хăйĕн çичĕ кĕнекине халалларĕ. Кашниех автографпа. Арсений Тарасов прозаик, «Тăван Атăл» журнал редакторĕ: «Çамрăк ăру мĕнле пуласси вĕрентекенрен нумай килет, – терĕ. – Александр Артемьев калашле, лайăх писательсем чиркӳллĕ те пасарлă ялсенчен тухаççĕ. Эп çак шухăшпа килĕшетĕп. Марфа Трубина та чиркӳллĕ ялта çуралса ӳснĕ. Харсăр хĕрарăм пулнă пуль вăл тетĕп. Кăткăс тапхăрта çут тĕнчене килме, вĕренме, çĕкленме тивнĕ унăн», – палăртрĕ Арсений Алексеевич.

Чăваш кĕнеке издательствин ача-пăча тата илемлĕ литература редакторĕ Ольга Иванова уява пуçтарăннисене Иван Яковлевăн «Сармантей. Сармандей», Зинаида Ивановăн «Пчелка. Пыл хурчĕ», Галина Анисовăн «Бабочка и пчела. Лĕпĕшпе вĕлле хурчĕ», «Манăн туссем. Мои друзья», Ольга Австрийскаян «Я – маленькая точка во Вселенной... Пĕчĕкçĕ шевле» хайлав пуххийĕсемпе паллаштарчĕ. «Трубина Мархвин «Шĕшкĕ» юмахне шкул программинчен кăларнă терĕç пулин те арçын ачасемпе хĕрачасем ăна библиотекăран илсе вулама пултараççĕ. Чăваш кĕнеке издательстви ăна 2018 çулта чăвашла тата вырăсла «Шĕшкĕ. Орешина» ятпа пичетлесе кăларчĕ. Çак кăларăмра произведени пĕрремĕш хут вырăсла тухрĕ. Ăна Зоя Романова ятарласа куçарнă. Халĕ унпа вырăс ачисем те паллашаяççĕ», – терĕ Ольга Михайловна.

Николай Максимов прозаикшăн Куславкка тăрăхĕ ют мар: иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче район хаçатĕнче вăй хунă вăл. Вун икĕ роман, çирĕм ытла калав-повесть авторĕ пухăннисене хăйĕн пултарулăхĕ çинчен кĕскен каласа пачĕ. «Марфа Дмитриевнăн чылай хайлавĕ хăйĕн профессийĕпе, ял-йыш кăмăл-туйăмĕпе çыхăннă. Çивĕч ыйтусем хускатнăран вĕсем паянхи кун та чуна пырса тивеççĕ», – пĕтĕмлетрĕ Николай Николаевич.

Людмила Сачкова прозаик Марфа Трубина çуралнăранпа 110 çул çитнĕ тĕле радиокăларăм хатĕрлеме Аслă Куснара пĕчченех килнине аса илчĕ, паянхи тĕлпулуччен те çыравçăн калавĕсене тепĕр хут вуласа тухнă. «Марфа Дмитриевна кĕçĕннисем валли те, аслăрах классенче вĕренекенсем валли те хайланă. Ман шутпа, вăл ачасене кăмăл-сипет енчен воспитани парас ыйтусемпе тĕллевлĕ çырнă. Ачасен куçне уçакан произведенисем темелле. Авторăн чĕлхи яка, ăнланмалла. Писатель ăста пулни, çутçанталăка сăнама юратни, пурнăç тупсăмне шырани курăнать. Ача чухнех тем те пĕлме ăнтăлнă вăл. Паллах, ун пек çын çыравçă пулмах çуралнă», – терĕ Людмила Николаевна.

Владимир Мишшан поэт хăйĕн сăввисене вуласа пачĕ. Геронтий Никифоров Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Чăваш наци конгресĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Марфа Трубина ячĕллĕ библиотека – çемье вулавĕн центрĕ тата «Хыпар» Издательство çурчĕ ирттернĕ «Асăнмалăх, савăнмалăх» викторина çинчен каласа кăтартрĕ, ăна шăпах Марфа Трубинан пурнăçĕпе пултарулăхне халалланă-мĕн. Ăмăртăва тăват çĕр аллă ĕç килнĕ, сакăр вун çиччĕшĕ мала тухнă. Çĕнтерӳçĕсен йышĕнче – Аслă Куснарти вăтам шкулта тимлекен Эльвира Ревизова та.

Уява Куснар шкулĕн вĕренекенĕсен юрри-ташши илемлетрĕ. Ксения Павлова Трубина Мархвин «Пукане» сăввине вуларĕ, Ярослав Федотов – «Пусăра» ятлине. Мария Казакова куракансене «Улми лайăх-и?..» юрăпа савăнтарчĕ. Сцена çине ачасен хорĕпе ялти фольклор ушкăнĕ те тухрĕç.

Шупашкартан килнĕ делегаци çавăн пекех Марфа Трубинан вилтăприйĕ çине çитсе килчĕ, çыравçа асăнса та пуç тайса чечек хучĕ.

 

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Автор сăнӳкерчĕкĕсем


Галерея

3 6 5 10 9 8 1 4 7