Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Асăнтармалли кĕнеке» кун çути курчĕ

30 января 2023

Чăн тĕне ĕненекенсем валли Чăваш кĕнеке издательствинче тăтăшах тĕрлĕ кăларăм пичетленет. Çак кунсенче «Асăнтармалли кĕнеке» кун çути курчĕ.

Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Савватий пиллĕхĕпе тухнăскерне В.Г. Григорьев пухса хатĕрленĕ. Редакторĕ – В.В. Степанов. Тиражĕ – 5000 экземпляр. Ку асăнтару кĕнекине кăларнă чухне Хусанта 1900 çулта пичетленнĕ «Поминание» кăларăмпа усă курнă.
Кĕлтăвасси – этем шухăшласа кăларнă йăла мар, Турă, Иисус Христос, Хăй çынсене «Эй Çÿлти Аттемĕр...» кĕлле вĕрентсе хăварнă. Таса, тÿрĕ пурăнăçлă Апостолсем пĕр-пĕриншĕн кĕлтума хушнă. «Турра ялан кĕлтăвăр, кĕлĕре чух сыхă пулăр, тав тăвăр. Пирĕншĕн те кĕлтăвăр», – тенĕ Святой Павел Апостол (Кол. 4:3). «Сывалас тесен çылăхăрсене пĕрне-пĕри каласа парăр та пĕр-пĕриншĕн кĕлтăвăр: тÿрĕ çын тăрăшса кĕлтуни нумай пулăшать», – тенĕ Иаков Апостол (Иаков, 5:16).
Чĕррисене килте те, чиркÿре те асăнмалла. Чиркÿре асăнтарни питĕ усăллă, вăл чĕрĕ çынна çак çĕр çинче сывлăх кÿрет. Мĕншĕн кăнтăрлахи кĕлĕ (Литурги) валли пилĕк просфора янтăлаççĕ? Мĕншĕн Литурги кĕлли пур кĕлĕрен те аслă? Çак тата ытти пĕлтерĕшлĕ ыйту хуравне кĕнекере тупма пулать.
Ваттисем пирки те манмалла мар. Вилнисене килте асăнни аван, вĕсемшĕн чиркÿре асăнтарса пай кăларттарни вара тата усăллăрах. Вилсен çыннăн ÿчĕ çĕрсе тăпра пулать, чунĕ нихăçан та пĕтмест – ку тĕнчерен леш тĕнчене анчах куçса каять, ĕмĕр-ĕмĕрех унта пурăнать: е ырăлăх курса, е асапланса. Ÿкĕнмесĕр çут тĕнчерен уйрăлнисене çав тери хĕн килет. Пĕр вилсен çылăхсене ÿкĕнсе каçарттарма çук çав. Çавăнпа сыввисен-чĕррисен вĕсен çăлăнăçĕшĕн хытах тăрăшма тивет. Вилнĕ çынсенĕн чунĕсене çылăхĕсенчен тасатасшăн асăнтараççĕ.
«Христос тĕнĕпе пурăнакансен ырă йăла пур: вăл тĕнпе пурăнакан çын каç выртас умĕн те, ирхине тăрсан та Турра кĕлтăвать. Çав ир те, каç та кĕлтунă чух эсир хăвăрăн вилнĕ тăванăрсене яланах асăнăр, кĕлтăвăр вĕсемшĕн.
Вилнĕ çыншăн ку тĕнчере кĕлтунă тăрăх Турă леш тĕнчере тем чухлĕ ырăлăх кăтартать ăна», – çырнă кĕнекере.
Кунта чĕррисемшĕн, чирлисемшĕн вуламалли кĕлĕсем, вилнисемшĕн вулакан Канон кĕнĕ. Çавăн пекех виле пытармалли, вилнĕ çыншăн килте кĕлтумалли (Лития), вилнисемшĕн Псалтирь вуламалли йĕркесемпе паллаштарнă. Чăн тĕне ĕненекенсем сывлăхшăн тата вилнисенĕн канлĕхĕшĕн асăнтармалли ятсене çак кăларăмрах çырса хума пултараççĕ. Ăна валли ятарлă страницăсем уйăрса панă.

Купить эту книгу (кунта пуссан ку кӗнекене илме пулать)