✏ В серии «Занимательная десятка» издана книга «Великие битвы наших предков»
В серии «Занимательная десятка» издана книга «Великие битвы наших предков»
В Чувашском книжном издательстве выходят книги в разной серии: «Кивелми кĕнеке» (Нестареющая книга), «Эткер» (Наследие), «Алран алла» (Из рук в руки), «Чăваш Енĕн чаплă çыннисем» (Замечательные люди Чувашии) и др. Этот список недавно пополнился новым названием – «Кăсăклă теçетке» (Занимательная десятка). На днях вышла в свет первая книга в этой серии – «Великие битвы наших предков. Пирĕн несĕлсен аслă вăрçисем» Владимира Степанова. Адресована она детям старшего школьного возраста. Редактор научно-популярного издания – Ольга Иванова, художник – Дмитрий Литаврин. Тираж новинки – 1000 экземпляров.
Серия «Занимательная десятка» знакомит с любопытными событиями, явлениями, фактами, связанными с историей и культурой чувашского народа, а также природой и географией республики. Книга Владимира Степанова рассказывает о 10 великих битвах в истории человечества, в которых участвовали предки чувашей. Эти всемирно известные сражения происходили в разные эпохи и в разных местах Евразии и повлияли на ход истории человечества. Предки чувашей в тех битвах участвовали под разными именами, лишь во времена покорения Москвой Казанского ханства они стали известны под этнонимом «чуваши».
В предисловии к изданию автор пишет: «Книга «Великие битвы наших предков. Пирĕн несĕлсен аслă вăрçисем» рассчитана прежде всего на детей старшего школьного возраста и студентов. Актуальность тематики заключается в том, что в ней освещены моменты, на которые в школьных учебниках внимание уделяется мало или вовсе не обращается. О них немного знают и взрослые. Поэтому очерки любопытны всем, кто интересуется историей вообще».
Какие же статьи ждут читателя? Это «Китайский гамбит», «Вторжение в Европу», «Битва народов», «Столетняя арабо-хазарская война», «Баранья битва», «В великих походах Бату», «Война с Железным Хромцом», «В походах великого князя Литовского Витовта», «Борьба за восстановление Нижегородского княжества», «Падение Казанского ханства». Особенностью повествования является то, что здесь не идет поиск сенсаций, новых громких толкований. Книга оперирует признанными фактами и на их основе показывает захватывающие эпизоды многовекового исторического пути родного народа.
В конце издания особо любознательных читателей ждет статья на чувашском языке «Чĕлхе витĕр çул курăнать». Владимир Степанов написал его, опираясь на труды известного ученого, тюрколога, доктора филологических наук Николая Егорова. Интересна также вкладка с иллюстрациями. Она подготовлена из работ фотохудожников и художников – портретов-реконструкций, репродукций картин и др.
Владимир Степановăн «Пирĕн несĕлсен аслă вăрçисем» кĕнеки кун çути курчĕ
Чăваш кĕнеке издательствин кăларăмĕсем тĕрлĕ ярăмпа пичетленеççĕ: «Кивелми кĕнеке» (Нестареющая книга), «Эткер» (Наследие), «Алран алла» (Из рук в руки), «Чăваш Енĕн чаплă çыннисем» (Замечательные люди Чувашии) т. ыт. те. Нумаях пулмасть ку список çĕнĕ ятпа пуянланчĕ – «Кăсăклă теçетке» (Занимательная десятка).Çак кунсенче Владимир Степановăн «Великие битвы наших предков. Пирĕн несĕлсен аслă вăрçисем» истори очеркĕсен пуххийĕ кун çути курчĕ. Унăн редакторĕ – Ольга Иванова, ӳнерçи – Дмитрий Литаврин. Аслă классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ кăларăм 1000 экземплярлă тиражпа тухнă.
Раççей халăхĕсен йышĕнче чăвашсем хăйсен пуян историйĕпе палăрса тăраççĕ, вĕсен культуринче авалхи Китай, Иран, Месопотами истори йĕрĕсем – куç тулли. Анчах та халăхăн историпе культура эткерне эпир халĕ те кирлĕ таран çутатман-ха, хакламан-ха. «Кăсăклă теçетке» ярăмри пĕрремĕш кĕнеке чăваш этносĕн кун-çулне анлăн тĕпчес тата курăмлатас ĕçре хăй тӳпине хывать. Вăл чăваш халăхĕн историйĕпе, культурипе çыхăннă кăсăклă ĕç-пуçпа паллаштарать, пирĕн несĕлсем хутшăннă аслă çапăçусем çинчен каласа парать. Тĕнчипе паллă çак тытăçусем иртнĕ саманасенче Евразин тĕрлĕ кĕтесĕнче кĕрлесе иртнĕ, этемлĕх историйĕн аталанăвне витĕм кӳнĕ. Чăваш несĕлĕсем ку вăрçăсенче темĕнле ятпа та юлнă, Хусан ханлăхне Мускав парăнтарнă тапхăрта çеç «чăваш» этнонимпа паллă пулса тăнă.
Умсăмахра автор çапла çырать: «...кĕнекене аслă ӳсĕмри шкул ачисем тата студентсем валли çырнă. Тематика кăсăклăхĕ вара – кĕнекере шкул учебникĕсенче питех шута илмен е пачах тимлемен самантсене çутатса панинче. Вĕсем çинчен çитĕннисем те питех пĕлмеççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ çак кĕнеке историпе интересленекенсемшĕн пур енĕпе те илĕртӳллĕ». Тĕрленчĕксенче тĕлĕнтермĕш шырани, фактсене шăв-шавлăн урăхла ăнлантарни çук. Автор кăларăмра килĕшнĕ-йышăннă фактсемпе усă курнă, вĕсене тĕпе хурса тăван халăхăн нумай ĕмĕрлĕ истори çул-йĕрĕн чуна тыткăнлакан саманчĕсене çутатнă.
Истори очеркĕсен пуххи вĕçĕнче вулакана «Чĕлхе витĕр çул курăнать» статья кĕтет. Владимир Степанов ăна паллă ăсчахăн, тюркологăн, филологи наукисен докторĕн Николай Егоровăн ĕçĕсене тĕпе хурса çырнă, кăсăклă пĕтĕмлетӳсем патне пырса тухнă. Кĕнекене иллюстраци пайĕ пуянлатать. Унта паллă фотоӳнерçĕсемпе художниксен ĕçĕсем – реконструкциленĕ портретсем, истори пулăмĕсене сăнлакан картинăсен репродукцийĕсем т. ыт. те – кĕнĕ.