Зоя Никонорова кĕнеки «Хахатан çĕршывне» йыхравлать

Çĕр çинче тĕрлĕрен çĕршыв пур. Кашниех хăйне евĕр, илемлĕ, пуян историллĕ. Анчах та эсир Хахатан çĕршывĕ пирки илтнĕ-и? Тĕрĕс, ăна карттă çинче тупаймăр, мĕншĕн тесен вăл...
Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Зоя Никоноровăн «Хахатан çĕршывĕнче» инсценировка-юмахĕ пичетленсе тухрĕ. Редакторĕ – Ольга Федорова, ÿнерçи – Светлана Бритвина (Светлана Тонина), тиражĕ – 1000 экземпляр. Хайлава автор вырăс ача-пăча çыравçин Лидия Думцевăн «Сказка о Веселом Горнисте» юмахне тĕпе хурса çырнă.
Хайлаври ĕç-пуç Хахатан çĕршывĕнче пулса иртет. Мĕнлерех çĕршыв-ши вăл, вулакан халиччен илтменскер? Вăл – кулăш çĕршывĕ. «Хахатан çĕршывĕнче питĕ пĕчĕк те савăнăçлă çынсем пурăнаççĕ. Çавăнпа та вĕсене хахатансем теççĕ. Хăйсем пĕчĕккĕ, кăранташ пысăкăш çеç...» – çапларах паллаштарать кĕнекери сăнарсемпе Юмахçă. Савăнăçлăскерсем пур ĕçе те юратса, хавас кăмăлпа тăваççĕ. Эппин, вĕсен нихăçан та хурланмалли сăлтав тупăнмасть тесе шутлатăр пулĕ эсир.
Кĕнеке страницисене малалла уçар-ха... Çук-мĕн, савăнăçа, туслăха чăтма пултарайман патша та пур иккен унта. Ахахан Хура патша тесе чĕнеççĕ ăна. Хахатансем савăнса ĕçленине курсан ниçта кайса кĕрейми вĕчĕхнĕ вăл. Хахатансен туслăхне мĕнлерех аркатма пулать-ши тесе чылай пуç ватать, шутласан-шутласан мелне тупатех: «Ара, вĕсем хушшинче те кĕвĕç чунлисем пулма пултараççĕ, çавсемпе пĕр чĕлхе тупас, вара, вара... Ĕç каять. Ха-ха!»
Кĕçех, чăнах та, хахатансен хаваслă çĕршывĕ тĕксĕмленсе ларать, кулни-савăнни те илтĕнми пулать. Нивушлĕ курайманлăхпа кĕвĕçÿ çĕнтерчĕ? Кам пулăшĕ-ши кулма пăрахнă хахатансен савăнăçне каялла тавăрма? Куна вара вулакансем хайлавпа паллашсан пĕлĕç. Светлана Бритвина калăпланă ÿкерчĕксем сăнарсене асра тытма пулăшĕç.
Автор пирки
Зоя Сергеевна Никонорова 1934 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Элĕк районĕнчи Мăн Карачура ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкулта, Ассакассинчи çичĕ çул вĕренмелли, Калининăри вăтам шкулсенче, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕнче пĕлÿ пухнă. Вун тăватă çул Чăваш патшалăх пукане театрĕнче артист пулса ĕçленĕ, тĕрлĕ сăнар калăпланă.
1956 çулта Пукане театрĕнче çеç мар, радиора та ĕçлеме пикеннĕ, «Хатĕр пул!» радиожурнала ертсе пынă. Çав вăхăтра инсценировкăсем çырма пуçланă, хăшне-пĕрне радиоинсценировка туса итлекен патне çитернĕ. 1967 çулта З.Никоноровăна Чăваш телекуравне ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Унта малтан режиссер ассистенчĕ, унтан режиссер пулнă.
Чылай çул иртсен Зоя Сергеевна Пукане театрне тепĕр хут таврăннă, педагог пулса ĕçленĕ, куç курманнисен Л.Толстой ячĕллĕ республика библиотекинче вăй хунă – чăваш тата вырăс çыравçисен хайлавĕсене вуласа магнит пленка çине çырса илнĕ, вĕсемпе куç курманнисен общество членĕсене тивĕçтернĕ. Чăваш Республикин Хисеп грамотине, СССР Патшалăх телерадио Хисеп грамотине тивĕçнĕ.
Недавно в Чувашском книжном издательстве издана сказка-инсценировка Зои Никоноровой «Хахатан çӗршывӗнче» (В стране Хахатании). Редактор – Ольга Федорова, художник – Светлана Бритвина (Светлана Тонина), тираж – 1000 экземпляров. Пьеса написана по мотивам сказки русской писательницы Лидии Думцевой «Сказка о Веселом Горнисте».
Хахатания – это страна, где живут добрые маленькие человечки – хахатаны. Они дружные, любую работу выполняют с чистой совестью. Казалось бы, ничто не сможет рассорить их друг с другом. Но, как оказывается, у каждой радости есть завистники. В Хахатинии тоже не обошлось без этого...