Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Юрий Сементерĕн «Параппанлă Митраппан» кĕнеки кун çути курчĕ

Юрий Сементерĕн «Параппанлă Митраппан» кĕнеки кун çути курчĕ

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Юрий Сементерĕн «Параппанлă Митраппан» сăвă пуххийĕ кун çути курчĕ. Унăн редакторĕ – Ольга Иванова, ÿнерçи – Екатерина Васильева. Тиражĕ – 1000 экземпляр. Кĕнеке алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2020 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Конкурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2011 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче йышăннă постановленипе килĕшӳллĕн йĕркеленĕ. Кăларăма кĕçĕн çулхи ачасем валли çырнă сăвăсем кĕнĕ.
Юрий Сементер (1941) чăваш халăх поэчĕ ачасем валли чылай кĕнеке кăларнă. Вĕсем Шупашкарта та, Мускавра та тухнă. Юрий Семенович, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ библиотекăна шефа илнĕскер, садика çÿрекен шăпăрлансемпе те, шкулта вĕренекенсемпе те тăтăшах тĕл пулать; поэзи конкурсĕсене, чăваш чĕлхи кунĕсене, кĕнеке эрнисене, вырăнти авторсен юбилей каçĕсене йĕркеленĕ çĕре хастар хутшăнать. «Параппанлă Митраппан» сăвă пуххине хатĕрлеме те автора ачасемех хавхалантарнă.
Мĕнлерех сăвăсем кĕнĕ-ха кăларăма? Мĕн çинчен вĕсем? Чураппан ятлă чăваш ялĕнче маттур арçын ача пурăнать иккен. Митраппан тесе чĕнеççĕ ăна.
Миçере вăл? Пиллĕкре.
Ырри çеç ун ĕмĕтре:
Таврари ентешсене,
Ваттине те вĕттине

Ĕçпеле, сăмахпала
Пулăшма тăрăшмалла.
Ак мĕнле кăмăлпалан
Çитĕнет çав Митраппан.
Пĕртте тунсăхласа лармасть вăл: выляма та, савăнма та, аслисене пулăшма та вăхăт тупать. Пур çĕрте те унпа пĕрле – юратнă параппанĕ. Пăнтăр-пăнтăр тусĕпе Мускава та парăнтарать Митраппан, «Пуринчен те лайăххи» ятлă ылтăн медале тивĕçет.
Кĕнеке часах пĕчĕк вулакансем патне çитĕ. Вĕсем Митраппана хапăлласа йышăнасса, унпа туслашасса шанатпăр.
Вышел в свет сборник стихов Юрия Семендера «Параппанлă Митраппан»

Недавно в Чувашском книжном издательстве вышел в свет сборник стихов Юрия Семендера «Параппанлă Митраппан» (Митраппан и барабан). Его редактор – Ольга Иванова, художник – Екатерина Васильева. Тираж новинки – 1000 экземпляров. Книга адресована детям младшего школьного возраста. Рукопись издания стала победителем конкурса рукописей для детей и юношества в 2020 году. Конкурс проходит по Постановлению Кабинета Министров от 16 июня 2011 года.

Народный поэт Чувашии Юрий Семенович Семендер (1941) написал для детей немало книг. Они выходили и в Чебоксарах, и в Москве. Шефствуя над библиотекой имени Михаила Сеспеля, он постоянно встречается там и с дошкольниками, и с учащимися, участвует в проведении детских конкурсов поэзии, дней чувашского языка, недели книги, юбилейных вечеров местных авторов. Сборник «Митраппан и барабан» родился в результате тесного общения поэта с детьми.

Мальчик дошкольного возраста Митраппан из чувашской деревни Чураппан в ритмичном звуке своего барабана находит чудодейственную силу влияния во всех делах: и в воспитательной работе в садиковой группе, и в помощи старшим, и в солдатском строю, и в собственном становлении. Он мечтает попасть в кадетский корпус, а потом стать надежным защитником Родины.

Неустанно работая над собой, юный барабанщик добивается успехов в деревне, районе, республике, потом становится обладателем медали «Лучше всех».

Надеемся, книга понравится маленьким читателям, а Митраппан станет для них настоящим верным другом.