Ячĕсем — асра, кĕнекисем — алăра
Ячĕсем — асра, кĕнекисем — алăра
Çак кунсенче Вăрнар районĕнче харăсах икĕ çыравçă ячĕпе тĕлпулусем пулса иртрĕç.
Хăйĕн геройĕсен пурнăçне, ĕçне-хĕлне, шухăш-кăмăлне Анатолий Викторович Емельянов çыравçă витĕр курса-пĕлсе тăнă. Мĕншĕн тесен хăй вĕсемпе юнашар пурăннă, ĕçленĕ. Ĕç биографине А.Емельянов ветеринари фельдшерĕнчен пуçланă. Ветеринари техникумĕ хыççăн партин Ленинградри аслă шкулĕнчен, А.М. Горький ячĕллĕ Литература институчĕн курсĕнчен вĕренсе тухнă. Райком секретарĕнче, Чăваш АССР Культура министрĕнче, республикăри Кĕнеке кăларас, сутас ĕçсемпе полиграфи управленийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕскершĕн, темиçе хутчен Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутатне суйланнăскершĕн пурнăç хăй тепĕр пысăк университет вырăнне пулнă. А.Емельянов пĕр вăхăт Чăваш писателĕсен союзĕн ĕçне правлени председателĕ пулса йĕркелесе пынă. Ертсе пымалли вырăнсенче ĕçленĕ май çĕр тĕрлĕ ыйту татса пама тивнĕ пулин те пурнăç çине вăл çыравçă куçĕпе те пăхнă, вулакан чунне паян та тыткăнлакан произведенисем ăсталаса хăварма пултарнă. Анатолий Викторович хăйне шанса лартнă вырăнсенче те, литература анинче те тухăçлă ĕçлесе патшалăх наградисене тивĕç пулнă. Паян ун ятне каласан эпир тӳрех «Çавал сарăлсан», «Чапшăн пурăнмастпăр», «Çырма Куçми», «Кĕмĕл çил», «Шăнкăрав курăкĕ», «Хура кăрăç» тата ытти кĕнекисене аса илетпĕр.
Пурăннă пулсан кăçалхи январĕн вуннăмĕшĕнче Анатолий Викторович 90 çул тултарнине уявламаллаччĕ. Шел, 2000 çулта вăл çак тĕнчерен уйрăлса кайнă. Анчах чăваш халăх писателĕн ячĕ те, ĕçĕсем те манăçман. Паян та вăл вулакансем юратакан авторсен йышĕнче.
А.Емельянов прозаик, поэт, публицист çуралнăранпа 90 çул çитнĕ ятпа малтанах вăл вĕреннĕ Хапăсри вăтам шкулта, унтан — районти тĕп библиотекăра тĕлпулусем пулса иртрĕç. Манмаççĕ вăрнарсем паллă ентешне, мăнаçланаççĕ унпа, савăнаççĕ, ун произведенийĕсене халĕ те юратса вулаççĕ. Паллă çыравçăн юбилейĕ ячĕпе йĕркеленĕ тĕлпулусене Профессиллĕ писательсен союзĕн председателĕ Улькка Эльмен, Людмила Сачкова, Лидия Филиппова, Анатолий Кибеч тата Галина Антонова (Матвеева) çыравçăсем хутшăнчĕç. Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ пулнă май Галина Антонова пĕлтĕр А.Емельяновăн «Хура кăрăç» кĕнекине çĕнĕрен кăларни çинчен каласа пачĕ, ăна Хапăсри вăтам шкул библиотекине парнелерĕ. Районти библиотекăна вара «Вутчуль» ятлă кĕнекене пачĕ. Ку кĕнекене тăван республикăн çĕр çулхи аталанăвне тапхăрăн-тапхăрăн сăнласа кăтартакан произведенисем кĕнĕ. А.Емельяновăн «Тимĕрçĕ Прухур» калавĕ колхозлă ял пурнăçне ăшшăн сăнласа кăтартать.
Çыравçăсенчен пĕри те пушă алăпа пыман, вĕсем шкул библиотекине те, районти тĕп библиотекăна та хăйсен кĕнекисемпе пуянлатрĕç.
Район хаçачĕн редакторĕ С.В. Чикмякова Улькка Эльмен çыравçа литературăри çитĕнӳсемшĕн тата «Çĕнтерӳ çулĕ» хаçат вулаканĕсене хăйĕн хайлавĕсемпе паллаштарсах тăнăшăн район хаçачĕн Анатолий Емельянов ячĕллĕ премие парса чысларĕ.
Районти тĕп библиотекăри тĕлпулăва харăсах икĕ çыравçă ячĕпе йĕркеленĕ. Петр Алексеевич Тихонов (Ялгир) Хĕрлĕ Чутай районĕнче çуралнă пулсан та вăрнарсемшĕн ентеш пекех çывăх, мĕншĕн тесен вăл чылай çул хушши çак районта ĕçленĕ, ку тăрăха савса сахал мар сăвă шăрçаланă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă сăвăç, драматург, куçаруçă çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Çак ятпа библиотекăра видеопрезентаци хатĕрленĕ. Петр Алексеевич та нумай кĕнеке авторĕ. Ун сăввисемпе çырнă юрăсене халăх паян та юратса юрлать. Уявра вĕсене районти Культура çурчĕ çумĕнчи халăх хорĕ чуна çĕклентермелле шăрантарчĕ.
Çыравçăсем районти Краеведени музейне те кĕрсе курчĕç. Кунта Анатолий Емельянов пурнăçĕпе ĕçне кăтартса паракан япаласене йышăнма пуçланă. Пурăна киле çыравçă ячĕпе сумлă стенд йĕркеленессе шанас килет. Тĕлпулусем вăхăтĕнче тепĕр ырă сĕнӳ çĕкленчĕ: Хапăсри вăтам шкула Анатолий Емельянов ятне парасчĕ. Писатель чăннипех те тивĕçлĕ çак чыса.
Сăнӳкерчĕксенче: тĕлпулусенчи самантсем.
Галина АЛЕКСЕЕВА.