Вышла в свет книга «Пěчěк акǎшсен ташши»
На днях в Чувашском книжном издательстве в серии «Эткер» (Наследие) вышла в свет книга «Пěчěк акǎшсен ташши» (Танец маленьких лебедей). Редактор-составитель издания – О.М. Иванова, художник – А.И. Алексеев. Тираж новинки – 1000 экземпляров.
В сборник вошли рассказ Василия Игнатьева «Пěчěк акǎшсен ташши» (Танец маленьких лебедей) и повести Леонида Маяксем «Лива», Александра Волкова «Пěчěк ялǎн пысǎк çылǎхě» (Большой грех маленькой деревни). Они включены в список 100 книг, рекомендованных для прочтения Национальной библиотекой Чувашской Республики. Эти произведения в свое время печатались в литературных журналах, вызывали жаркие дискуссии. Они до сих пор пользуются популярностью среди читателей.
Главными героями произведений являются парни и девушки, юность которых выпала на вторую половину прошлого века. Но их радости и горести, чаяния и метания близки и современной молодежи. Какие же мысли не дают им покоя? «Молодость без любви, как утро без солнца», – гласит пословица. Первая любовь порою бывает безответна и безнадежна, особенно, если юноша только что окончил десятый класс, а девушка – студентка третьего курса. Так, герой рассказа «Пěчěк акǎшсен ташши» влюбляется в прекрасную дочь лесника Лиду, но не смеет признаться ей в своих чувствах. Бессонные летние ночи, короткие встречи и разговоры, уроки игры на пианино – этими событиями навеки запомнятся ему дни, проведенные в лесничестве.
Всякая молодость резвости полна. Восемнадцатилетние парни киномеханик Палюш и моторист Муççа – герои повести «Лива» – ездят по деревням и показывают сельским жителям кино. Они никогда не унывают, быстро находят выход из сложившейся сложной ситуации. Но когда дело касается любви, и им приходится нелегко. Как подобрать нужные слова, что таится в сердце другого человека? Вопросов полно, все без ответа. Лива – смелая, целеустремленная девушка. Она привыкла гордо поднимать голову перед лицом чужих мнений. Ее не волнует, кто и что о ней судачит с утра до вечера. Не каждый способен оценить ее светлую душу, ведь многие замечают лишь то, что хотят увидеть. Палюшу посчастливится встретиться с Ливой. Сможет ли он понять девушку?
Нельзя сказать, что герой повести «Пěчěк ялǎн пысǎк çылǎхě» Игорь родился под счастливой звездой. В Новогоднюю ночь он возвращается из города в деревню. Юноша соскучился по родным. Однако что он видит после долгой разлуки? Родители где-то пьянствуют, младшие братья также где-то гуляют, сестренки голодные, в доме не прибрано, холодно... Если бы это было горем одной семьи... В условиях разрухи, безнадежности, массового пьянства живут тысячи людей. Размышления героев заставляют задуматься. Сердечная боль автора передается и читателю.
Сборник адресован детям старшего школьного возраста, но он будет интересен и взрослой аудитории.
«Пĕчĕк акăшсен ташши» кĕнеке пичетленсе тухрĕ
Çĕршыва, тĕнчене кирек мĕнле улшăнусем кисретсен те çын телей патне ăнтăлма нихăçан та пăрахмасть. Шикленсен те, иккĕленсен те малаллах пăхать. Ĕмĕрхи темăсем — пурнăçпа вилĕм, юратупа курайманлăх, тĕрĕслĕхпе суя, савăнăçпа хурлăх… — писательсене те пултарулăх шыравне тухма хистеççĕ. Пĕртен-пĕр тĕрĕс çула мĕнле суйласа илмелле, унран пăрăнмасăр епле утмалла? Çамрăклăхри йăнăшсем малашнехи кун-çула витĕм кӳреççĕ-и? Пурнăçра йăлтах хамăртан килет-и е шăпаран иртеймĕн тени тĕрĕсрех? Çак тата ытти ыйтусем «Пĕчĕк акăшсен ташши» кĕнекери хайлавсен авторĕсене те алла ручка-кăранташ тытма хистенĕн туйăнать. Асăннă кăларăм Чăваш кĕнеке издательствинче «Эткер» ярăмпа нумаях пулмасть пичетленсе тухрĕ. Ăна пухса хатĕрлекенĕ тата редакторĕ — О.М. Иванова, ӳнерçи — А.И. Алексеев. Тиражĕ — 1000 экземпляр.
Хайлавсен пуххи Василий Игнатьевăн «Пĕчĕк акăшсен ташши» калавĕпе тата Леонид Маяксемĕн «Лива», Александр Волковăн «Пĕчĕк ялăн пысăк çылăхĕ» повеçĕсемпе паллаштарать. Вĕсем Чăваш Республикин Наци библиотеки сĕннĕ «Вуламалли 100 кĕнеке» списока кĕнĕ.
Кашни произведенин хăйĕн илемлĕ тĕнчи. Анчах вĕсенче пĕрпеклĕхсем те çук мар. Тĕпрен илсен, хайлавсенчи тĕп сăнарсем — яшсемпе хĕрсем. Мĕн шухăшлаттарать-ха вĕсене? Юратăва пула канăçа çухатаççĕ мар-и? Пирвайхи асамлă туйăм хăпартлану кăна мар, тертленӳ те илсе килет çав тепĕр чухне. Каччи вуннăмĕш класс кăна пĕтернĕ, хĕрĕ вара консерваторин виççĕмĕш курс студентки пулсан — пушшех те. «Пĕчĕк акăшсен ташши» калаври йĕкĕт шăпах çапларах лару-тăрăва лекет. Çинçе пилĕклĕ кăтра çӳçлĕ лесник хĕрне Лидăна килĕштерет вăл. Анчах пуçĕнче капланса килекен шухăшсене пĕлтерме, чунне уçма хăяймасть. Ыйхăсăр каçсем, кĕске тĕлпулусемпе калаçусем, пианинăпа «Пĕчĕк акăшсен ташши» кĕвве калама вĕренни… — çапларах пулăмсемпе асра юлаççĕ каччăшăн вăрман хуçалăхĕнче ирттернĕ кунсем.
Леонид Маяксемĕн «Лива» повеçĕнчи вун саккăрти Палюш киномеханикпа Муççа моториста та ытла çăмăл шухăшлă тесе калаймăн. Ялтан яла кино кăтартса çӳреççĕ вĕсем. Каччăсем пăрлă Пăла юхан шывĕ урлă кивĕ кимĕпе каçма тăнине те икĕ енлĕ хаклама пулать. Пĕр енчен, вĕсем, чăн та, ăссăрла хăтланаççĕ, тепĕр енчен, ял халăхĕ умĕнчи яваплăха туйниех теветкеллĕ çак утăма тума хистет. Вилĕм умĕнче тăрсан та хăйсем пирки мар, кинолентăна çăлса хăварасси çинчен шухăшлаççĕ туссем.
Ăçта çамрăклăх — унта юрату. Кинел ялĕнчи Лива çинчен тем калакан та пур. Хĕр никама та итлемест, пуçа усма, çын сăмахне хăлхана чикме хăнăхман вăл. Пике ăшă чун-чĕреллĕ пулнине Палюшăн та ăнланса илме тӳр килет: «Тĕпчерĕм те пĕлтĕм: хальхи Ливăпа малтанхи Лива — шăнкăрчпа çерçи. Эпĕ курса паллашнă Лива — тусанлă çул çине вăркăнтарнă чечек, ку вара — ырă шăршă саракан, тавралăха илем кӳрекен роза; малтанхи Лива — ят ярса намăсланнă, юрату тути-масине çухатнă шухă та вараланчăк хĕр; хальхи вара — макăрма, юратма пĕлекен таса чун-чĕреллĕ пике».
Александр Волковăн «Пĕчĕк ялăн пысăк çылăхĕ» повеçĕнчи Игорь те телей çумăрĕ айĕнче çӳрет тееймĕн. Çĕнĕ çул каçĕ… Каччă хуларан тăван яла таврăнать. Вăл пуриншĕн те тунсăхласа çитнĕ. Анчах мĕн курать-ха çамрăк çын? Ашшĕ-амăшĕ ĕçкĕре, шăллĕсем таçта, йăмăкĕсем выçă, пӳртре сивĕ те тирпейсĕр… Ку — пĕр çемьен инкекĕ кăна мар, вуншар-çĕршер кил-йыш çапла пурăннине систерет автор. Ялсем юхăнни, халăх ĕçке ерни ун чунне ыраттарать, ку пăшăрхану вулакана та куçать.
Хайлавсенче иртнĕ ĕмĕрте пурăннă яшсемпе хĕрсен кун-çулне сăнласа панă пулин те вĕсен савăнăçĕ-пăшăрханăвĕ, чун туртăмĕ-шухăшлавĕ паянхи çамрăк вулаканшăн та çывăх, ăнланмалла.