Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Вышла в свет книга Николая Сидорова «Пĕрремĕш учитель»

Вышла в свет книга Николая Сидорова «Пĕрремĕш учитель»

На днях в Чувашском книжном издательстве вышла в свет книга Николая Сидорова «Пĕрремĕш учитель». Она адресована детям старшего школьного возраста. Редактор – О.М. Иванова, художники – В.Н. Гончаров, И.Е. Калентьева. Тираж – 1000 экземпляров. Рукопись издания стала победителем конкурса рукописей для детей и юношества в 2019 году. Конкурс проходит по Постановлению Кабинета Министров от 16 июня 2011 года.
В книгу вошли пьесы, освещающие некоторые моменты из жизни просветителя чувашского народа И.Я. Яковлева, выдающегося китаеведа Н.Я. Бичурина, классика чувашской литературы К.В. Иванова. Они внесли огромный вклад в дело просвещения русского и чувашского народов: Иван Яковлевич открыл в Симбирске чувашскую учительскую школу ‒ первое чувашское национальное учебное заведение по подготовке учителей для начальных школ, Никита Яковлевич открыл в городе Кяхте китайскую школу, Константин Васильевич – автор бессмертной поэмы «Нарспи», также учил детей в школе.
Книга названа по пьесе, посвященной деятельности Ивана Яковлева, но самое объемное произведение в ней – «Никита Бичурин (Иакинф атте)». Автор освещает довольно большой исторический период: действия в драме происходят в 1785–1853 годах. В начале пьесы будущий синолог еще ребенок. Детство, юность, зрелый возраст и старость, годы испытаний и повседневные тяготы Никиты Бичурина… – все это драматург описывает живо и волнительно. Он включил в драму исторические справки, тем самым предоставив читателю возможность самому судить об описываемых событиях и действующих лицах.
Пьеса «Пĕрремĕш учитель (Иван Яковлев)» рассказывает об Иване Яковлеве и его первых учениках, «Слакпуç ачи (Константин Иванов)» – об известном чувашском поэте. Кроме Константина Иванова в произведении читатель встретится с его братом Квинтилианом, матерью Алтатти и слакбашской девушкой Марье.
Пьесы написаны на основе исторических фактов. Они могут быть использованы для постановок в школьных театрах.


Николай Сидоровăн «Пĕрремĕш учитель» кĕнеки пичетленсе тухрĕ

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Николай Сидоровăн «Пĕрремĕш учитель» кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ. Ăна аслă классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ. Редакторĕ – О.М. Иванова, ÿнерçисем – В.Н. Гончаров, И.Е. Калентьева. Тиражĕ – 1000 экземпляр. Кĕнеке алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2019 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Конкурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2011 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче йышăннă постановленипе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.
Кĕнекене кĕнĕ пьесăсенче чăвашсен паллă çыннисен ‒ Н.Я. Бичуринăн (Иакинф атте), И.Я. Яковлевăн, К.В. Ивановăн ‒ пурнăçĕнчи хăш-пĕр саманта çутатса панă. Асăннă çынсем вырăс тата чăваш халăхĕсене пĕлÿ патне çул уçса парассишĕн сахал мар тăрăшнă: Никита Бичурин синолог Кяхта хулинче вырăс-китай шкулне йĕркеленĕ, чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев вĕрентекен Чĕмпĕр хулинче чăвашсен пĕрремĕш шкулне уçнă, чăваш литературин классикĕ, «Нарспи» поэма авторĕ Константин Иванов çав шкулта ачасене вĕрентнĕ.
Кăларăма Иван Яковлева халалланă пьеса тăрăх ят панă пулин те чи калăпăшлă хайлав кунта – «Никита Бичурин (Иакинф атте)». Автор историн сулмаклă тапхăрне çутатса парать: драмăри ĕçсем 1785–1853 çулсенче пулса иртеççĕ. Хайлав пуçламăшĕнче пулас паллă синолог ача кăна-ха, Шĕнерпуç халăхĕ Ырлăх катине чÿк тума пуçтарăнать. Çакна прихут хыçĕнчи сăртран Петĕр аттепе Иаков атте (Никита ашшĕ, тиечук) сăнаса тăраççĕ. «Мĕнле халăх полчĕ? Пĕр кон чиркĕве çÿрет, тепĕр кон Киремете чоклет», – мăкăртатать Петĕр атте. «Халăх йăли-йĕркинчен аслă пулаймăн», – ял-йыш хутне кĕрет тиечук. Кĕтмен çĕртен юланутçăсем вĕçтерсе çитеççĕ те ватти-вĕттине пăхмасăр пурне те лашапа таптаççĕ, нухайккасемпе çаптараççĕ. Çак асар-писер тискерлĕхе Никита хăй куçĕпе курать… Тепĕр пулăм та унăн ирĕк кăмăлне пысăк витĕм кÿнĕн туйăнать. Иаков атте ашшĕне çуралнă кунпа Китайра туса кăларнă чей сервизĕ парнелет. Анчах Никита асăрхамасăр ăна перĕнет те, хаклă савăт-сапа чăл-пар! ванать. Каллех шăв-шав, харкашу! «Эпĕ Китая кайăп. Çавăнта туянăп… китай чĕлхине вĕренĕп, çыннисемпе туслашăп, халăхне юратăп», – сăмах парать арçын ача ашшĕне. Вăхăт иртнĕçемĕн унăн ĕмĕчĕ чăннипех те пурнăçланать.
Иакинф аттен чылай тĕрĕслевпе йывăрлăх витĕр тухма тивнĕ. Драмăра йăлтах курăмлăн, чуна пырса тивмелле сăнланнă. Николай Сидоров хайлавра истори справкисем илсе панă. Вĕсем сăнарсем пурăннă тапхăра лайăхрах ăнланма, куç умне кăларма пулăшаççĕ, пьесăри çынсемпе çывăхрах паллаштараççĕ. Çавăнпа та вулакан ытти кĕнекесенче е интернетра шырамасăрах хушма информаци тупма пултарать кунта.
«Пĕрремĕш учитель (Иван Яковлев)» пĕр курăмлă пьеса Аслă Вĕрентекенĕмĕр тата унăн пĕрремĕш вĕренекенĕсем çинчен каласа парать. «Слакпуç ачи (Константин Иванов)» пьесăри ĕçсем 1906 çулта Слакпуçĕнче пулса иртеççĕ. Сăнарсен йышĕ пысăк мар: Кĕçтентин поэт, унăн шăллĕ Квинтилиан, амăшĕ Алтатти тата Слакпуç хĕрĕ Марье.
Хайлавсене драматург истори пулăмĕсене тĕпе хурса çырнă. Вĕренекенсем пьесăсене вуласа тухма кăна мар, шкул сцени çинче лартма та пултараççĕ.



АВТОР ПИРКИ
Николай Иванович Сидоров 1963 çулхи çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи Йăнтăрччă ялĕнче çуралнă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнче вĕреннĕ. Тăвай район хаçатĕнче яваплă секретарь пулса ĕçленĕ. Чăваш драматургийĕнче 1980-мĕш çулсен вĕçĕнче палăрнă. Профессиллĕ театрсенче тĕрлĕ çулта лартнă пьесисем: «Шупашкарти савни» камитсен ярăмĕ, «Çитăр качаки», «Суйлакана Суйпике», «Вĕçкĕн Ваççан çиччĕмĕш арăмĕ», «Пуçа килсен – пуçана», «Гражданла брак», «Туй хыççăн арăм шырамаççĕ», «Манăн арăм Хуанита» тата ытти камитсем, «Хÿхĕм хĕрĕн хÿхлевĕ», «Çăлтăр сÿннĕ каç» трагедисем, «Юнашарах телей çÿрет», «Упăшкипе арăмĕ», «Ют йăвари куккук», «Çулçă тăкăнать», «Атте мана шур пÿрт лартса парас тет», «Вун çиччĕре çунать чĕре», «Тухса каяс умĕн» тата ытти драмисем. Чăваш театрĕсем унăн 50 ытла пьесине куракан патне çитернĕ.
К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ сцена çине кăларнă «Хÿхĕм хĕрĕн хÿхлевĕ» трагедишĕн Чăваш Республикин Патшалăх премине тивĕçнĕ (1999). СССР Писателĕсен союзĕн членĕ (1989). Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ (1995), Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ (1996).