Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Вышел в свет сборник песен «Пире тăван кĕтсе тăрать»

Вышел в свет сборник песен «Пире тăван кĕтсе тăрать»

Чуваши издавна любили петь. На любой случай жизни у них была своя песня. Праздник иль страда, счастье иль горе – всегда помогала, поддерживала песня. Она и тоску развеет, и ноющее сердце успокоит, и радость умножит. Не зря говорили: «С песней и труд спорится. Песней душа растет. Где песня льется, там легче живется. Какая думка, такая и песня…»
На днях в Чувашском книжном издательстве вышел в свет сборник песен «Пире тăван кĕтсе тăрать» (Родные в гости приглашают). В издание вошли популярные чувашские народные песни и произведения чувашских композиторов. Его составитель – Геннадий Кириллов, редактор – Валерий Алексеев, художник – Светлана Бритвина. Тираж – 3000 экземпляров. Многие из песен вошли в репертуар известных чувашских исполнителей, художественных коллективов и эстрадных групп. Книгу открывают Государственный гимн Чувашской Республики и чувашская народная песня «Алран кайми».
Сборник состоит из семи разделов. «Чăваш çĕрĕ-шывĕ» включает в себя песни, посвященные Чувашской земле, родным просторам, деревне: «Чăваш çĕрне килсе курсамăр», «Янташлăх юрри», «Тăван ялăм», «Пĕчĕк юханшыв»… В разделе «Тăван хуламăр — Шупашкар» на первый план выходит город Чебоксары, его величие и красота. Здесь можно найти песни «Шурă Шупашкар», «Юрату сӳнмест чĕрере», «Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ?», «Шупашкар каçĕсем», «Шупашкара кил» и др.
Цикл «Чунăма чи çывăх тăвансем…» собрал песни об отце и матери, родных и близких, о семейных застольях и праздниках: «Пĕррехинче çурхи лăпкă каç», «Тĕнче тытăмĕ — анне», «Аннене анне тееççĕ», «Ман аттен çуралнă кунĕ», «Аттепе анне пулсассăн», «Атте лаша панă пулсан», «Эп телейлĕ хĕрарăм», «Пире тăван кĕтсе тăрать», «Кукаçипе куками», «Кăрчама», «Мĕн çитмест-ши пирĕн пурнăçра?», «Вĕç-вĕç, куккук», «Çичĕ чӳрече». Многие из них стали широко известными, поэтому чуваши воспринимают их как народные. Однако у них есть авторы. В книге к произведениям даны имена поэтов и композиторов. Читателю будет интересно узнать авторов любимых песен.
Разделы «Ан пурăнăр пĕр кун та юратмасăр…», «Ай-хай юрату — çамрăк чуншăн ырату…», «Мĕншĕн-ши эп сана пит юратрăм?..» воспевают любовь и дружбу, улыбку сменяют слезы, нежность соседствует со страстью, встреча дарит разлуку. Заключительный раздел «Пурăннă чух савăнмалла» подводит читателя к мысли, что надо ценить жизнь и радоваться ее моментам. Здесь можно найти такие песни, как «Ĕмĕр сакки сарлака…», «Сас паракан пулмарĕ», «Пулăпăр-ха пĕрле», «Линкка-линкка», «Илемлĕ, илемлĕ» и др.


«Пире тăван кĕтсе тăрать» юрă пуххи пичетленчĕ

Чăваш çынни ĕмĕрех юрлама юратнă. Йывăр ĕçре хавхаланса, кал-кал вăй хума пулăшнă юрă, уявра савăнăç парнеленĕ. Чĕрене хуйхă-суйхă касать-и, тунсăх пусать-и, пĕчченлĕх аптăратать-и — пĕр юрă çаврăмĕ ĕнĕрлесенех çăмăлрах пек. Кĕвĕ-çемĕ пирĕн халăх пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине ваттисен сăмахĕсем те çирĕплетеççĕ: «Лайăх юрă вилĕмсĕр. Юрă — чун уççи. Юрă вилнĕ çынна та чĕртнĕ тет. Лайăх юрă сассипе макăракан ача та макăрма чарăнать…»
Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче «Пире тăван кĕтсе тăрать» кăларăм пичетленсе тухрĕ. Унта шăпах халăх хушшинче анлă сарăлнă юрăсем кĕнĕ. Кĕнекене Геннадий Кириллов пухса хатĕрленĕ, редакторĕ — Валерий Алексеев, ӳнерçи — Светлана Бритвина. Тиражĕ — 3000 экземпляр.
Юрă-такмак пуххине кĕнĕ хайлавсене пĕччен те, ушкăнпа та юрлама юрать. Нумайăшĕ паллă юрăçсен, художество коллективĕсен тата эстрада ушкăнĕсен репертуарне кĕнĕ. Кăларăм «Тăван çĕршыв» Чăваш Республикин Патшалăх гимнĕпе тата «Алран кайми» чăваш халăх юррипе пуçланать. Кĕнеке пĕтĕмĕшле çичĕ пайран тăрать. «Чăваш çĕрĕ-шывĕ» сыпăк тăван кĕтесе, Чăваш çĕрне, çуралнă яла халалланă юрăсене пĕрлештерсе тăрать: «Чăваш çĕрне килсе курсамăр», «Янташлăх юрри», «Тăван ялăм», «Пĕчĕк юханшыв»…
«Тăван хуламăр — Шупашкар» пайра тĕп хуламăрпа мăнаçланни, унăн илемĕпе киленни мала тухать. Кунта «Шурă Шупашкар», «Юрату сӳнмест чĕрере», «Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ?», «Шупашкар каçĕсем», «Шупашкара кил» тата ытти юрăпа паллашма пулать.
«Чунăма чи çывăх тăвансем…» ярăмра атте-аннене сума-суни, тăвансемпе уяв кĕрекинче савăнни, тĕлпулушăн хĕпĕртени тĕпре. Чылайăшĕ халăхра анлă сарăлнă ĕнтĕ. Вĕсене эпир радиопа та, телевизорпа та тăтăшах илтетпĕр, сăмахĕсене тахçанах астуса юлнă. Кам пĕлмест-ши, сăмахран, «Пĕррехинче çурхи лăпкă каç», «Тĕнче тытăмĕ — анне», «Аннене анне тееççĕ», «Ман аттен çуралнă кунĕ», «Аттепе анне пулсассăн», «Атте лаша панă пулсан», «Эп телейлĕ хĕрарăм», «Пире тăван кĕтсе тăрать», «Кукаçипе куками», «Кăрчама», «Мĕн çитмест-ши пирĕн пурнăçра?», «Вĕç-вĕç, куккук», «Çичĕ чӳрече» тата ытти юрăсене? Хăшне-пĕрне халăх юрри пекех йышăнаççĕ чăвашсем. Кĕнекере сăвă тата кĕвĕ авторĕсене палăртнă, çавăнпа юратнă юрра кам çырнине-кĕвĕленине пĕлме кăсăклă пулĕ.
«Ан пурăнăр пĕр кун та юратмасăр…», «Ай-хай юрату — çамрăк чуншăн ырату…», «Мĕншĕн-ши эп сана пит юратрăм?..» пайсенче хĕрӳ туйăмсем хуçаланаççĕ. Çепĕçлĕхпе юнашарах кĕвĕçĕвĕ, савăнăçĕпе çумăн хурланăвĕ çӳрет, йăл кулă куççульпе ылмашăнать. Йăлтах — юратăва пула. «Юрă пыл та мар, çу та мар, çапах та унсăрăн пурăнма çук», — тенĕ ваттисем. Юрăсăр юратма та çук-тăр. Чун туртăмне, вăрттăн шухăшсене пĕлтерме вăл темрен те аванрах пулăшать. Сасăпа калама вăтаннине шăрантарса пама пулать. Тен, савнă тус шахвăртнине сисĕ?..
Шăпчăксем хавассăн юрă пуçласан,
Çĕмĕртсем шап-шурă чечеке ларсан
Ан кĕттерччĕ, тусăм, хăвăртрах килсем,
Сансăр пурнăç çуккă, эс çавна пĕлсем.
(«Ан кĕттерччĕ, тусăм».)
«Пурăннă чух савăнмалла» пай пĕтĕмлетӳ пĕлтерĕшлĕ туйăнать. Кунта «Ĕмĕр сакки сарлака…», «Сас паракан пулмарĕ», «Пулăпăр-ха пĕрле», «Линкка-линкка», «Илемлĕ, илемлĕ» тата ытти юрă кĕнĕ. Пурнăç хăналăх пулнине, çавăнпа кашни саманта хакламаллине аса илтереççĕ вĕсем.