«Вучах» вулав клубĕ ĕçлеме пуçларĕ
Кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулин Ю.А. Гагарин ячĕллĕ тĕп библиотекăра кĕнеке вулама юратакансен «Вучах» вулав клубĕ уçăлчĕ. Унăн пĕрремĕш хăни Чăваш кĕнеке издательствин ача-пăча литературин редакторĕ, писатель Ольга Васильева пулчĕ. Çыравçăпа тĕл пулма, пултарулăхĕпе паллашма Çĕнĕ Шупашкар хулин чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен.сем вулавăша йышлăн пухăнчĕç. Юрий Гагарин ячĕллĕ тĕп библиотека пуçлăхĕ О.П. Протасова «Вучах» вулав клубĕ ĕçлеме пуçланă ячĕпе пухăннисене саламларĕ. Кĕнеке вулама юратакан ĕçтешсен пĕрлешĕвне чăваш тата ытти халăх литературине çынсем патне çитерес, çыравçăсемпе тĕл пулу йĕркелес тĕллевсемпе уçнине пĕлтерчĕ. Вăлах Ольга Васильевăпа паллаштарчĕ.
Тĕл пулăва çак вулавăш ĕçченĕ О. Николаева ертсе пычĕ. Вăл библиотека мĕнле ĕçлесе пынине каларĕ, унтан Ольга Леонидовнăна сăмах пачĕ. Писатель хăйĕн çинчен, ял шкулĕнче, унтан Г.С. Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейĕнче, лицей хыççăн И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренни, вĕреннĕ хушăрах тĕрленчĕксемпе калавсем тата повеçсем мĕнле çырма пуçлани, çак пултарулăхра ăна кам пулăшса, вĕрентсе ăс пани çинчен каласа пачĕ.
– Мана илемлĕ сăмахлăх тĕнчине çул уçса панă çынсем – Герман Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен. Г. Никифоров, Чăваш Республикин халăх писателĕ Г. Краснов тата «Тантăш» хаçатăн тăп редакторĕ Г. Платонова – пулчĕç. Вĕсем манра литература ĕçĕн пултарулăхне вăхăтра асăрханă, кирлĕ те ăслă канаш-сĕнÿ панă, сăмахлăх анине кĕме тĕрĕс утăм тума пулăшнă. Çавăншăн вĕрентекенсене пысăк тав, – палăртрĕ О. Л. Васильева.
Калаçăва Г. Никифоров та хутшăнчĕ. Вăл лицейра ачасене чăваш чĕлхине, тăван литературăпа культурăна вăтăр çул вĕрентнĕ. Чылай çул иртнĕ пулин те лицей ачисемпе халĕ те çыхăну тытать. Геронтий Лукиянович хăй вĕрентнĕ Ольга Васильевăна епле астуса юлнипе паллаштарчĕ:
– Оля 1994 çулта лицея вĕренме кĕчĕ. Вăл лайăх, тăрăшса вĕренекен класа лекрĕ. Пĕррехинче ачасене литература урокĕнче килте сочинени çырма сĕнтĕм. Ольга Васильева ăна пуринчен те лайăхрах çырнăччĕ. Ольăн çыру ĕçне чăваш халăх писательне Г.В. Краснова кăтартрăм. Вăл ун чухне лицейра ачасене «Литература ĕçĕ» тата «Куçару ĕçĕпе практики» предметсене вĕрентетчĕ. Георгий Васильевич Ольăн сочиненине пăхса тухрĕ те çапла каларĕ: «Лайăх çырнă, темăна уçса панă. Тĕшши пур. Ольăпа ĕçлес пулать». Çакăн хыççăн вара эпир çамрăк çыравçăн литература пултарулăхне вăратма тĕллевлĕ ĕçлеме пуçларăмăр. Кĕçех «Тантăшра» Ольăн «Кузяччĕ, халĕ Лайкка», «Куççуль витĕр тухнă телей», «Ăçта-ши вĕсен телейĕ?..», «Чукоткăран килнĕ çыру» калавсем умлăн-хыçлăн пичетленчĕç. Хаçатра Ольăн хайлавĕсем пичетленсен пĕтĕм лицейĕпех савăнаттăмăр вара.
Ĕçлĕ калаçу малалла «Юхать çăлкуç...» кĕнекери повеçсемпе калавсем тавра пычĕ. Чăваш чĕлхи вĕрентекен.сем çак кĕнекери «Юхать çăлкуç...» повеçе ытларах килĕштернĕ иккен. Вĕсем Ольга Леонидовнăна çак повеçри геройсен малашлăхри пурнăçне татах пĕлес килнине палăртрĕç. Автор вĕсен сĕнĕвĕсене ырласа йышăнчĕ, повеçĕн иккĕмĕш пайне çырас шухăша пĕлтерчĕ.
Вулакансен ыйтăвĕсене хуравланă май кĕнеке авторĕ Канаш районĕнчи Мăкăр ялĕ çывăхĕнчи чукун çул кĕперĕ çинчен кăсăк каласа пачĕ. Кĕнеке хуплашки çине шăпах ăна ÿкернĕ. Ольга Васильева хайлавсенчи сюжетсен вăрттăнлăхĕсене, сăнарсем юратупа тĕрĕслев витĕр хăшĕ епле тухнине уçса пачĕ тата учительсене хăйсен пурнăçĕнчи интереслĕ самантсене çырса пыма сĕнчĕ.
«Вучах» вулав клубне килнĕ чăваш чĕлхи вĕрентекенсене О. Васильевăпа йĕркеленĕ тĕл пулу, илемлĕ сăмах тавра чуна уçса калаçни килĕшнĕ. Библиотека ĕçченĕ О. Николаева çитес тĕл пулу нарăс уйăхĕнче Василий Кервен çыравçăпа тата унăн «Аслати чечекĕ» кĕнекери хайлавсем тăрăх калаçу пулассине пĕлтерчĕ. Апла пулсан тепĕр сăмах ăстипе тĕл пуличчен!
Геронтий Никифоров,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ,
Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи