Вниманию маленьких читателей – новая книга Николая Ыдарая
Вниманию маленьких читателей – новая книга Николая Ыдарая
Детство – удивительно яркая, веселая пора. В детстве мы умеем радоваться мелочам, играем и поем, ни о чем не задумываясь, с нетерпением ждем праздники, безоглядно верим в чудеса. Да и день длится бесконечно долго.
Недавно в Чувашском книжном издательстве увидел свет сборник стихотворений «Кăвак куçлă ачалăх» (Голубоглазое детство), адресованный детям младшего школьного возраста. Его автор – известный детский писатель Николай Ыдарай. Редактор издания – Ольга Иванова, художник – Наталия Андреева. Тираж – 1000 экземпляров.
В стихотворениях автора мальчишки и девчонки находят время и для игр («Амăшĕ» /Мама/, «Мечĕк» /Мячик/), и для чтения («Кĕнеке» /Книга/), охотно помогают старшим («Ма çапла?» /Почему так?/, «Анна», «Чĕпсем» /Цыплята/). Они с малых лет активны, трудолюбивы, находчивы.
Конечно же, как и любые дети, лирические герои иногда шалят, капризничают. Егор, к примеру, обижен на маму за то, что она вовремя не разбудила его. Да и Микола хорош: не пошел в школу. В чем причина: мама с папой не разбудили, книгу не читали, задачу не решили. Такие шутливые стихотворения помогают ребенку взглянуть на себя со стороны, оценить свое поведение и сделать правильные выводы. Маленьким читателям непременно понравятся докучные (бесконечные) сказки о зебре и бегемоте, небылица о зайце.
Лирические герои Николая Ыдарая чуткие и внимательные. Они беседуют и с птицами, и с животными. Поэт понимает, чем живут и дышат мальчишки и девчонки. Дети тоже чувствуют это и любят его книги. Благодаря четкому ритму стихи легко читаются и быстро запоминаются. Спешите и вы познакомиться с новинкой Чувашского книжного издательства.
Николай Ыдарайăн «Кăвак куçлă ачалăх» кĕнеки пичетленсе тухрĕ
Ачалăх – ытармалла мар илемлĕ те хаваслă вăхăт. Пĕчĕк чухне кăна эпир вак-тĕвекшĕнех савăнма пĕлетпĕр, ним пирки пăшăрханмасăр вылятпăр та юрлатпăр, кашни уява чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Кунĕ те тем вăрăмăш тăсăлнăн туйăнать.
Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче «Кăвак куçлă ачалăх» ятпа шăпах ачасене халалланă сăвă пуххи кун çути курчĕ. Унăн авторĕ – Николай Ыдарай ача-пăча çыравçи. Кăларăм редакторĕ – Ольга Иванова, ÿнерçи – Наталия Андреева. Тиражĕ – 1000 экземпляр.
Автор сăввисенче арçын ачасемпе хĕрачасем выляма та («Амăшĕ», «Мечĕк»), кĕнеке вулама та («Кĕнеке»), аслисене пулăшма та («Ма çапла?», «Анна», «Чĕпсем») вăхăт тупаççĕ. Вĕсем пĕчĕкренех ĕçчен, вăр-вар, пултаруллă. «Эп хастар пулма шутлатăп» сăвăри лирика геройĕ, сăмахран, пур ĕçе те кăмăлланине пĕлтерет:
Ирхине ирех тăратăп,
Çăвăнатăп, тумланатăп.
Аннене те пулăшатăп:
Урайне шăлса каятăп,
Чечексем те шăваратăп,
Ал тутри тытса çăватăп,
Пукане туспа вылятăп.
Паллах, мĕнпур ача пекех шăпăрлансем хушăран юнтарма та, чăрсăрланма та пултараççĕ. Ак Якур хăйне вăхăтра вăратманшăн, кун йĕрки пăсăлнăшăн амăшне ятлать, хăйĕн айăпне вара асăрхамасть те. Микула та унран ÿксе юлмасть: шкула кайман иккен вăл. Сăлтавĕ мĕнре-ши?
Амăшĕ ир вăратман,
Ашшĕ пырса лăскаман,
Вĕсем тата тем тума
Шкул ачине пулăшман –
Ни кĕнеке вуламан,
Ни задача шутламан.
Кунашкал шÿтлĕ сăвăсене вуласа ачасем сăнарсен тыткаларăшĕнче хăйсене палласа илме, тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тума пултараççĕ. Вĕсене зебрăпа бегемот çинчен хайланă вĕçĕмсĕр тăсăлакан юмахсем те килĕшĕç. «Курнă эп» пулмăш хĕрхенÿ туйăмĕ çуратĕ. Ара, хирте пĕр-пĕччен тыр выракан куяна епле шеллемĕн?
Николай Ыдарайăн сăнарĕсем çивĕч туйăмлă, тимлĕ. Çакă вĕсем вĕçен кайăксемпе, чĕрчунсемпе пупленинче те курăнать. Автор ачасен шухăш-кăмăлне чăннипех ăнланни сисĕнет. «Выртать кавăн кунĕпе Вĕренленĕ ĕне пек» тесе калама пуян чун-чĕреллĕ, сăнарлă шухăшлакан çын çеç пултарать. Арçын ачасемпе хĕрачасем поэт хăйсемпе пĕр чĕлхепе калаçнине туяççĕ, çавăнпа Николай Васильевичăн кĕнекисене хапăлласа йышăнаççĕ. Хитре ÿкерчĕксем те илĕртеççĕ паллах.
Сăвăсем çăмăллăн вуланаççĕ, хăвăрт асра юлаççĕ. «Кăвак куçлă ачалăх» кăларăмпа эсир те паллашма васкăр.