Корзина
(пусто)
(0 руб.)

ВЛАДИСЛАВ НИКОЛАЕВА САЛАМЛАТПĂР!

ВЛАДИСЛАВ НИКОЛАЕВА САЛАМЛАТПĂР!

Паян, çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче, хăйĕн çуралнă кунне Владислав Дмитриевич Николаев çыравçă, журналист, драматург, куçаруçă паллă тăвать. Вăл Чăваш АССРĕнчи Елчĕк районне кĕрекен Шăмалак ялĕнче çуралнă. Тăван ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ.

Тĕрлĕ çулсенче «Хыпар», «Çамрăксен хаçачĕ», «Молодежный курьер», «Хресчен сасси», «Спортивная Чувашия» хаçатсенче ĕçленĕ. Чăваш Республикин Физкультура, спорт тата туризм министерствинче пресс-секретарьте, Раççей Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕн маркетинг пайĕнче, «Тантăш» хаçатăн, «Самант», «Тетте» журналсен тĕп редакторĕнче вăй хунă. 2013‒2017 çулсенче ачасем валли «Асамат&Шевле», «Панулми» журналсем тата «Салам» обществăпа политика хаçачĕ кăларса тăнă. 2018 çултанпа ‒ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн «Республика» хаçачĕн корреспонденчĕ.

Владислав Николаев ‒ Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ, Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн, Чăваш Республикинчи Профессиллĕ писательсен союзĕн членĕ. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче «Ванюк ĕçе хăнăхать» пьесипе спектакль лартнă. Çак театр валлиех У. Шекспирăн «Лир патша» трагикомедине чăвашла куçарнă. «Пиневерĕн çĕнĕ тусĕсем» (2010), «Хула хĕрачи» (2016), «Дипломлă Тиха» (2017), «Манăн атте – çулçă» (2020) кĕнекесен авторĕ.

Эпир Владислав Дмитриевича чун-чĕререн çуралнă кунпа саламлатпăр, çирĕп сывлăх, хавхалану, пултарулăхра пысăк çитĕнÿсем сунатпăр!