Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Владимир Андреевăн «Ура утать – ҫул юлать» кĕнеки пичетленсе тухрĕ

Юлашки вӑхӑтра Чӑваш кӗнеке издательствинче сӑвӑ пуххисем тӑтӑшах пичетленчӗҫ. Нумаях пулмасть тепӗр кӑларӑм кун ҫути курчӗ – «Ура утать – ҫул юлать». Ку – Владимир Андреевӑн пӗрремӗш кӗнеки. Унӑн пултарулӑхне ку таранччен социаллӑ тетелте сӑнаса пыраттӑм. Ҫитӗннисем валли те, ачасем валли те кӑмӑла каймалли хитре сӑвӑсем шӑрҫалать Владимир Юрьевич. Вӗсене вуланӑ май куҫ умне чӗрӗ ӳкерчӗк тухса тӑрать. Сӑвӑҫӑн поэзи чӗлхийӗ ансат, ҫав хушӑрах сӑнарлӑ. Кăларăм редакторĕ – Валерий Алексеев, ÿнерçи – Наталия Андреева. Тиражĕ – 500 экземпляр.
В. Андреев 1963 ҫулта Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ, Ҫӗмӗрле, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗрпӳ район хаҫачӗсенче ӗҫленӗ. 1992 ҫултанпа шкулта ачасене чӑваш чӗлхи тата информатика предмечӗсене вӗрентет, шкул директорӗ. Чӑвашла электрон пособисем, компьютер вӑййисем хатӗрлет, интернетра вӗрентекенсем валли «Шкулта» журнал кӑларса тӑрать. Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ҫутӗҫ ӗҫченӗ. 1985 ҫултанпа сӑвӑсем ҫырать, вӗсем район хаҫачӗсенче тата «Тӑван Атӑл» журналта пичетленнӗ.
«Ура утать – ҫул юлать» кӗнекене авторӑн юлашки ҫулсенче ҫырнӑ хайлавӗсем кӗнӗ. Вӗсене виҫӗ сыпӑка пӗрлештернӗ: «Пурӑнӑҫ», «Тӑван ен», «Юрату». Кӑларӑм ум сӑвӑпа уҫӑлать:
Сӑмахпала сӑмах – пулать ӳкерчӗк,
Чӑн сӑмахра ман туйӑмсен тӗнчи.
Сӑмахпалах ман шухӑшӑм вӗрерӗ,
Сӑмах кӗвви пур сӑвӑсен ӗнчи.
Таса та илемлӗ поэзишӗн тунсӑхланӑ чӗрешӗн Владимир Андреевӑн сӑввисем ҫӑлкуҫ шывӗ пекех. Лирика геройӗ кулленхи пурнӑҫ ҫинчен шухӑша путать, ҫутҫанталӑк хитрелӗхӗпе киленет, тӑван чӗлхе пуласлӑхӗшӗн пӑшӑрханать, юратупа хӗмленет. Ҫавӑнпа та унӑн туйӑмӗсем пире ҫывӑх, ӑнланмалла. Кун-ҫул иртнишӗн пуҫ усса ларакан йышши мар ку харкамҫӑ, мӗншӗн тесен пурнӑҫра нимӗскер те ытахаль маррине пӗлет. Этем ҫут тӗнчене килнӗ тӗк унӑн тӗллевӗ пурах. Вӑл тунӑ ырӑлӑх ҫухалмасть. Ун хыҫҫӑн утакансем пур пулсан – пушшех те.
Пурпӗрех хӗвелӗ йӑлтӑртатрӗ,
Чечексем те ларчӗҫ ҫеҫкене.
Ҫенӗкре телейлӗн тапӑртатрӗ
Мӑн мӑнук хаваслӑн урипе.
(«Пурӑнӑҫ».)
Тепӗр сӑвӑра автор: «Эп – чӑваш чӗлхи. Эсир мана илтетӗр-и?» – тесе ҫырать. Тӑван чӗлхе ятӗнчен калаҫма ӑна ҫав тери хытӑ юратакан, хӑюллӑ ҫын ҫеҫ пултарать-тӗр. Ҫав хушӑрах В. Андреевӑн сӑввисенче: «Хурах, пӗтетпӗр!» – тесе пустуй кӑшкӑрашни ҫук. Лӑпкӑн та татӑклӑн, пач иккӗленмесӗр ҫапла евитлет вӑл:
Чӑваш чӗлхи пурне те кирлӗ,
Мана, сана, вӗт ачана,
Кашни сӑмахӗ унӑн вирлӗ
Тапса тӑрать малашунта.
Урӑхла пулма та пултараймасть. Кам ҫакна шанмасть – эппин, чӑвашах-ши вӑл?
Кӗнекере чуна ҫатӑрласа илекен, хумхантаракан, куҫҫуль кӑларттаракан хайлавсем те пур. «Салтак сӑмахӗ» сӑвӑ – вӗсенчен пӗри.
Ӳтӗме йыт пырши шӑтарайрӗ, анне…
Ҫӳп-ҫӳхе тымарри шӑм-шака ыталать,
Анчах эс ан кулян, ман юратнӑ анне,
Чунӑм ман сан умра хӗвел пек ялтӑрать.

Каҫарсамӑр пире, аннесем, савнисем!
Каҫарсамӑр пире: эпир – салтаксем…
Итлӗр, кайӑк юрлать сирӗн сад пахчинче –
Эп каласшӑн сире: «Юрататӑп!» – тесе.
Кӗнекере юрату лирики те ачашлӑхӗпе, ҫепӗҫлӗхӗпе ҫупӑрлать, чун хӗлӗхӗсене хускатать. Сар хӗрсене савса шӑрҫаланӑ сӑвӑ чӑваш литературинче пайтах. Арӑмсем вара чылай чухне темшӗн айккинче тӑрса юлаҫҫӗ. Тен, ҫавӑнпа юратнӑ мӑшӑра халалланӑ йӗркесем пушшех кӑмӑла кайрӗҫ. «Юрату» сӑвӑра пӗр ватӑ, арӑмне кӗтме-шырама тухнӑскер, ҫамрӑк ҫынпа сӑмах тапратать. Арӑмӗ шӑнса чирлесрен пӑшӑрханать-мӗн мучи. Ҫак юрату кӳнтеленӗ пулса тӑнӑ яш ҫыннӑн куҫҫулӗ юхса анать. Ватти вара? Вӑл малалла уттарать:
Туйине утланчӗ ватӑ
Урине утма.
Аллинче ун ӑшӑ тутӑр
Мӑшӑрне пама.
Ҫавӑн пек чуна ӑшӑтакан сӑвӑсем шӑрҫалать Владимир Андреев поэт. Йышӑнсамӑр унӑн пӗрремӗш кӗнекине!
Ольга АВСТРИЙСКАЯ