«Виçĕ хĕр» кĕнекере – чăваш çыравçисен юмахĕсем
Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче «Виçĕ хĕр. Три дочери» кăларăм пичетленсе тухрĕ. Кĕçĕн çулхи ачасем валли чăвашла тата вырăсла хатĕрленĕ ăна. Тиражĕ – 1000 экземпляр. Кĕнекене чăваш çыравçисен юмахĕсем кĕнĕ.
Çамрăк вулакансем Петĕр Хусанкайăн «Тĕнчере мĕн вăйлăрах?», Григорий Краснов-Кĕçĕннин «Виçĕ хĕр» тата «Виçĕ тăван» сăвăлла юмахĕсемпе паллашма пултарĕç. Вырăсла вĕсене Чăваш Енре пурăнакан паллă вырăс поэчĕ тата прозаикĕ Андрей Растворцев ăста куçарнă. Кĕнекене Ольга Васильева çыравçă пухса йĕркеленĕ, редакторĕ – Ольга Федорова. Екатерина Васильева художникăн ӳкерчĕкĕсем тӳрех куçа илĕртеççĕ, произведенисемпе часрах паллашма хистеççĕ. Кампа кăна тĕл пулмастăн кунта: пуян патша, укçа юратакан ватă усламçă, ăслă-тăнлă Тамаша, çырла сăнлă тăлăх арăм, маттур пакша, çынсене курайман Хураюн, илемлĕ кăвакарчăн… Кашниех чĕрĕ пек.
Хайлавсене авторсем чăваш халăхĕ хушшинче анлă сарăлнă юмахсене тĕпе хурса çырнă, сăнарсене, юмах чĕлхине пуянлатса вулакансем патне çитернĕ. Вĕсем пирвайхи хут XX ĕмĕр варринчех пичетленнĕ. Петĕр Хусанкайăн «Тĕнчере мĕн вăйлăрах?» юмахĕ 1953 çулта кун çути курнă «Юмахсем» кăларăма кĕнĕ. Григорий Краснов-Кĕçĕннин «Виçĕ хĕрĕ» 1961 çулта тухнă, «Виçĕ тăванĕ» – 1963 çулта. «Апла пулин те вĕсем паянхи кун та кивелмен, атте-аннене хисеплеме, пĕр-пĕринпе туслă пулма вĕрентеççĕ, тĕрĕс сăмах хăçан та пулин çиеле тухатех тесе ĕнентереççĕ», – тет кĕнекене пухса хатĕрлекен Ольга Васильева.
Петĕр Хусанкайăн юмахĕнчи патша: «Пуринчен вăйлăраххи мĕн-ши пирĕн çĕр çинче?» – тесе кăсăкланать пĕррехинче. Ун патне халăх йышлă пуçтарăнать. Арманçăшăн çил вăйлă, пушарта инкек курнă çыншăн – вут-кăвар, пулăçăшăн – шыв-шур, тимĕрçĕшĕн – тимĕр, çар пуçлăхĕшĕн – паттăр… Тата темĕн те пĕр асăнаççĕ канашлăва пухăннисем, анчах пĕрин хуравĕ те çырлахтараймасть патшана. Чăнлăха Тамаша ятлă çын пĕлтерет, тулĕк пурпĕр патшана юраймасть. Мĕн пĕлтернĕ-ши пурнăç курнă шурсухал? Вăрттăнлăхĕ кĕнекере упранать.
Григорий Краснов-Кĕçĕннин «Виçĕ хĕрĕнчи» тăлăх арăм виçĕ хĕрне чечек пек пăхса, юратса ӳстерет, ватлăх кунĕнче тĕрев пултăр тет. Шел те, шаннă кайăк йăвара пулмасть. Хĕрарăма чир-чĕр авса антарсан виçĕ тĕпренчĕкĕнчен пĕри те юнашар пулмасть, вĕсене чĕнме ирĕксĕрех пакшана яма тивет. Килĕç-ши хĕрĕсем амăшĕ патне?
«Виçĕ тăван» юмах туслă пурăнакан пĕртăвансем çинчен каласа парать. Асли таçти аякрине те лайăх илтнĕрен Пинхăлха ятлă пулнă, вăтамми çивĕч куçлă пулнипе – Çивĕчкуç, кĕçĕнни вăр-вар пулнипе – Çилура.
Пĕр-пĕрне çак виç тăван
Пĕр сив сăмах каламан.
Ĕçлеме тăрсан – ĕçлеççĕ,
Ĕçкине ларсан – ĕçеççĕ.
Пурăнаççĕ, савăнаççĕ,
Курман ырлăха кураççĕ…
Анчах çынсем туслă пурăннине тӳсме пултарайман усал чунлă Хураюн хайхискерсене тĕп тума шутлать. Ниепле те май килмест. Тăвансем пĕр-пĕрне ăнланни, пĕрлĕхлĕ пулни каварлă тĕллеве пурнăçлама май памасть. Çапах та пĕррехинче инкек сиксе тухать… Юмах мĕнпе вĕçленнине пĕлес килсен «Виçĕ хĕр. Три дочери» кĕнекене тупса вулама васкăр!
Ольга АВСТРИЙСКАЯ