«Варкăш» литература клубĕнче Тани Юнăн «Иртнĕ кунсем-çулсем» кĕнекине сÿтсе яврĕç
Ĕнер, ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Чăваш наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Хальхинче варкăшçăсем Тани Юнăн «Иртнĕ кунсем-çулсем» кĕнекине сӳтсе яврĕç. Кăларăм 2013 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă.
«Пăхатăп та… эпĕ – телейлĕ. Тен, ĕмĕтсем пурте пурнăçланаймарĕç пуль. Кӳренмеллисем те, хурланмаллисем те сахал мар пулчĕç манăн пурнăçра. Çапах та – телейлĕ! Мĕншĕн тесен эпĕ – актриса. Актриса! Шутлăр-ха хăвăрах: ĕлĕк чăваш хĕрарăмĕ ун пеккине ĕмĕтленме мар, пĕлмен те вăл ята. Ак эпĕ театрта кăна мар, кинокартинăсенче те вылянă. Эп вылякан спектакльсене, киносене куракансем тăвăллăн алă çупса ырланине хам та сахал мар илтнĕ. Апла пулсан эпĕ çынсемшĕн питĕ кирлĕ ĕç тунă, вĕсене, çĕнĕ пурнăç тăвакансене, сахал мар ырăпа хавхалантарнă. Çакă мар-и ĕнтĕ пурнăçри чăн-чăн телей?!» – çапларах çырнă Тани Юн чăваш актриси хăйĕн асаилĕвĕсенче. XX ĕмĕрти 20-30-мĕш çулсенче унăн ячĕ çĕршывĕпех кĕр кĕрленĕ. Чăваш наци культурин хастар ĕçченĕпе халăх тивĕçлипех мухтаннă. Вăл ӳкерĕннĕ «Сарпике», «Хура юпа» кинофильмсене çĕршывĕпех, тĕнчипех кăтартнă…
Тани Юн /Татьяна Степановна Максимова-Кошкинская, хĕр чухнехи хушамачĕ – Бурашникова/ сцена тата кино искусствинче ытларах палăрнă пулин те, литературăра та çине тăрсах ĕçленĕ, вырăс çыравçисен хайлавĕсене чăвашла куçарнă, пьесăсем çырнă. Унсăр пуçне унăн «Иртнĕ кунсем-çулсем» кĕнеки те паллă. Чăваш культурипе интересленекенсем ăна юратсах вулаççĕ. Вăл пирвайхи хут 1972 çулта Чăваш АССР кĕнеке издательствинче пичетленнĕ.
Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ Валерий Алексеев ку кăларăмпа паллашнă чухне тăххăрмĕш класра вĕреннĕ-мĕн. Чăваш халăхĕн кино искусстви аталанни, хăйĕн актерĕсем пулни питĕ тĕлĕнтернĕ ăна.
Иккĕмĕш, хушса тӳрлетнĕ, кăларăм 2013 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă. Кунта «Аса илес килменнисем», маларах вулакан умне кăларман, сыпăк та кĕнĕ. Çавăнпа вăл тата пахарах, пуянрах. Унчченрех ку сыпăка 1993 çулта Кирилл Кириллов тĕпчевçĕ «Хыпар» хаçатра пичетлесе кăларнă пулнă. Тулли кăларăма пухса хатĕрлекенĕ тата редакторĕ В.Н. Алексеев палăртнă тăрăх: «Чăваш искусствинче ĕçленĕ паттăрсем /ку ӳстерсе калани мар!/ пирки темĕн чухлĕ калаçсан та Тани Юн çырнă «Иртнĕ кунсем-çулсем» кĕнеке кивелмест. Ăна чунпа-юнпа çырнă, унта пĕр суя сăмах та çук, çавăнпа вăл вулакана тӳрех ярса илет. Ача чухнехи те, ĕçлеме пуçлани те, тĕрмере ларнисем, кайранхи нуша-терт… Кĕнекери сăнÿкерчĕксене Чăваш наци музейĕпе Етĕрнери краеведени музейĕн архивĕсенчен илнĕ».
Сăмах май, вулакансем ыйтнипе-сĕннипе чăваш актрисин асаилĕвĕсем кăçал каллех пичетленсе тухрĕç. Анчах хальхинче – вырăсла. Эппин, ку кĕнекепе чăвашла пĕлмен вулакансем те паллашма пултараççĕ. Куçаруçи – З.В. Романова.
Владимир Долгов журналист асаилÿсемпе кăсăклансах паллашнă. «Чĕлхе сĕткенне туйса илтĕм. Питĕ интереслĕ шăпа Тани Юнăн. Ĕлĕк репресси темине ытлах сÿтсе явман, ун çинчен калаçма та хăранă. Автор вăрттăн темăсене хускатнă. Обществăра, халăх шухăшлавĕнче вĕсем çине халĕ те çиелтен пăхаççĕ, çамрăксем пĕлсех каймаççĕ, аслисем репрессисем çинчен калаçма шикленсе тăраççĕ. Тани Юн пурнăç чăнлăхне кăтартса панă», – терĕ Владимир Николаевич.
Светлана Константинова хастар варкăшçа кĕнекере чăваш хĕрарăмĕн йывăр шăпине, йăла-йĕрке уйрăмлăхĕсене сăнласа пани, Константин Ивановăн «Нарспи» поэмине тимлĕх уйăрни кăмăла кайнă.
Елена Кудрявцева вĕрентекен те кĕнекене пысăк хак пачĕ: «Асаилÿсене вулама чăннипех те интереслĕ. Тĕрлĕ истори пулăмĕ, палăрăмĕ çине çав вăхăтра пурăннă çын куçĕпе пăхма май пурри паха». Ку кăларăм тăрăх буктрейлер та ÿкернĕ вăл.
Тани Юнăн канăçсăр та ырă чĕри 1977 çулхи юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче тапма чарăннă. Çапах та хăй пурăнмасть тесе кам калĕ?! Унăн пархатарлă ĕçĕ вилĕмсĕр. «Иртнĕ кунсем-çулсем» кĕнекери кашни сыпăкра эпир ун сассине илтетпĕр, кивĕ сăнӳкерчĕксенче хăйне курса савăнатпăр, вăл театра, кинона, тăван халăха мĕн тери хытă юратнине туятпăр. Апла, пурăнать-ха Тани Юн! Ун умĕнче пуçа таятпăр, унпа мухтанатпăр.
«Варкăш» литература клубĕн тепĕр тĕлпулăвĕ çу уйăхĕнче иртĕ. Унта Георгий Орловăн «Вутри юрату» кĕнекине сӳтсе явма палăртнă.
Ольга ИВАНОВА.