Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Варкăш» литература клубĕнче «Инкеклĕ телей» кĕнекене сÿтсе яврĕç

«Варкăш» литература клубĕнче «Инкеклĕ телей» кĕнекене сÿтсе яврĕç

Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чӑваш наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Унăн хастар пайташĕсем Чӑваш кӗнеке издательствинче кӑҫал пичетленнӗ «Инкеклӗ телей» коллективлӑ сборника сӳтсе яврĕç. «Алран алла» ярӑмпа тухнӑ кӑларӑма Улькка Эльменӗн, Юрий Терентьевӑн, Лидия Филипповӑн, Людмила Сачковӑн, Владимир Степановӑн, Галина Матвеевӑн, Ольга Любимовӑн калавӗсем тата Юлия Николаевӑн повеҫӗ кӗнӗ.
Мĕн пĕрлештерсе тăрать-ха вĕсене? Кун çинчен пухăннисене кӗнекене пухса хатӗрленӗ Галина Антонова каласа пачӗ:
– Чăвашла вулама юратакан пикесем, аппасемпе йăмăксем, аннесемпе асаннесем валли Чăваш кĕнеке издательстви ятарлă ярăм пуçларĕ. Вăл «Алран алла» ятпа кашни çулах тухса тăрĕ. Çав ярăмри кĕнекесене хĕрарăмсем уйрăмах килĕштерекен юратупа туслăх, çемье, кăмăл-сипет ыйтăвĕсемпе çырнă повеçсемпе калавсем кĕрĕç. Кирек хăш ӳсĕмри вулакансемшĕн те интереслĕ пултăр тесе «Инкеклĕ телей» сборник валли тĕрлĕ çулти авторсен (вĕсем хушшинче пурнăçран уйрăлнисем те пур) произведенийĕсене суйласа илтĕмĕр. Вĕсенчи сăнарсем те — расна çынсем. Анчах çак хайлавсенче пуринче те хĕрарăм шăпи малти вырăнта тăрать. Çĕнĕ кĕнеке Юлия Николаева повеçĕпе пĕр ятлă пулни ăнсăртран мар. Авторĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ, произведенийĕсем пурăнаççĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче фронтран йывăр аманса таврăнакансем нумай пулнă. Упăшкисене, ывăлĕсене чунтан юратакан хĕрарăмсемшĕн вĕсем малтанхинчен те хаклăрах пулнă. Тĕп сăнарсен — Аркадипе Вальăн — малашнехи шăпи телейлĕ пуласса пачах та иккĕленместĕн, мĕншĕн тесен вĕсен çемйине пысăк юрату тытса тăрать... Ытлашши хулăнах мар пулсан та, вулакана шухăшлаттараканни, тавлаштараканни нумай çак кĕнекере.
Килес ҫул «Алран алла» ярӑмпа тепӗр кӗнеке кун ҫути курассине пӗлтерчӗ Галина Алексеевна. Ăна хатӗрлес ӗҫе пуçăннă та-мӗн.
Владимир Степанов ҫыравҫӑ хӗрарӑм прозин уйрӑмлӑхӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ:
– Хӗрарӑм прозин тӗп ыйтӑвӗ – хӗрарӑм телейӗн философийӗ. Ҫак философи категорийӗ материала хӑйне евӗрлӗ кӑтартма ыйтать. Кунта чун ыратӑвӗ, асап, ултав, сутни, суйни пулмалла. Телей ҫулӗ тумхахлӑ та йывӑр килмелле. Тӗрӗссипе, питӗ ырӑ та тӗрӗс ӗҫ-пуҫлӑ, геройсем телейлӗ пурнӑҫпа киленнине кӑтартакан литература кӑсӑклах мар. Мӗншӗн тесен ухмахсем ҫеҫ хӑйсене вӗҫӗмсӗр телейлӗ туяҫҫӗ. Хӗрарӑм прозин тепӗр евӗрлӗхӗ – хайлавра чее те ултавлӑ, чунсӑр та чӗресӗр арҫын пысӑк вырӑн йышӑнни. Астаруллӑ шуйттан вырӑннех вӑл. Унӑн сивлек сӑнарӗ икӗ тӗллеве уҫса парать: пӗрремӗшӗ – кашни хӗрарӑмах пурнӑҫ усал тӑшман тупса парать; иккӗмӗшӗ – хӗрарӑма телей кӳнӗ арҫын ҫак тӗнче усалӗпе танлаштарсан ырӑ пирӗшти пекех. Ҫак прозӑн чи ҫӳллӗ картлашки вара – хӗрарӑм еккисене чӑтма пултаракан, алла вӗрентме тата кирлӗ пек тӗрӗс воспитани пама май пур арҫын тупӑнни.
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Чăваш наци конгресĕн вĕренӳ комитечĕн ертӳçи Геронтий Никифоров кĕнекери чылай хайлавăн чĕлхи сăнарлă, илемлĕх мелĕсемпе пуян пулнине палăртрĕ. «Варкăш» литература клубĕн хастар членĕ Елена Кудрявцева кăткăс ыйтусем хускатакан калавсемпе повеçе вулама, вĕсенче пулса иртекен ĕçсене йышăнма йывăррине пĕлтерчĕ, мĕншĕн тесен вĕсем ытла та чĕрене пырса тивеççĕ, вулакана хурлантараççĕ, макăртаççĕ…
«Варкӑшӑн» ҫитес тӗлпулӑвӗнче Нелли Петровскаян «Тухатмӑш» романне (вăл икĕ кӗнекерен тӑрать) пӑхса тухма палӑртрĕç. Чăваш литературине юратакансене пурне те ларăва хутшăнма йыхравлатпăр!