«Варкăш» литература клубĕнче Георгий Орловӑн «Вутри юрату» кĕнекине сÿтсе яврĕç

Ĕнер, ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Чӑваш наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Хальхинче Георгий Орловӑн «Вутри юрату» кӗнекине сӳтсе яврӑмӑр. Вӑл 2009 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ.
Ку кӑларӑма ахальтен суйламан варкӑшҫӑсем. Май уйӑхӗнчи тӗлпулӑва Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫипе ҫыхӑнтарнӑ. Совет ҫыннисем сӗмсӗр фашиста ҫапса аркатассишӗн, тӑнӑҫлӑха каялла тавӑрассишӗн фронтра та, тылра та хӑйсене шеллемесӗр кӗрешнине Георгий Федорович курӑмлӑн та сулмаклӑн сӑнласа панӑ.
...Яла отпуска килнӗ Димитрий Тихомиров лейтенантпа Людмила Миролюбова учительница мӑшӑрланаҫҫӗ. Ҫамрӑк арҫынна тепӗр виҫӗ кунтанах васкавлӑн чаҫе чӗнсе илеҫҫӗ. Ҫуллахи каникул пуҫлансан Людмила упӑшки патне каять, анчах вӗсем тӗл пулаймаҫҫӗ. Вӑрҫӑ пуҫланать...
Çамрăк хĕрарăм фронта лекет, медсестра пулса тăрать. Темĕнле хĕн-хур, асап-тĕрĕслев витĕр тухма тивет тĕп сăнарсен. Тискерлĕхне те пайтах кураççĕ, пĕр-пĕриншĕн шутсăр тунсăхлаççĕ.
– Георгий Орлов романа мĕнле пуçлани килĕшрĕ. Ваттисен сăмахĕсемпе вырăнлă усă курать вăл. Чăваш юррисене те кĕртсе хăварать. Автор чĕлхи çыпăçуллă. Çутçанталăка илемлĕ сăнласа парать. Çуркуннене ăшă кăмăллă тет, çутçанталăка çутă сăн-питлĕ курать. Вăрçă нуши-тертне кăтартса панипе пĕрлех ял пурнăçне те айккинче хăвармасть. Çакă çырусем урлă та палăрать, – терĕ Раиса Воробьева сăвăç.
– Ҫемьеллӗ пурнӑҫ ырлӑхне ӑнланса илеймесӗрех уйрӑлма тивнӗ ҫамрӑксен. Таса туйӑма таптас текенсем те тупӑнаҫҫӗ романра. Апла пулин те Димитрийпа Людмила вӑрҫӑ вут-ҫулӑмӗнче те юратӑва упраса хӑварма пултараҫҫӗ. Вĕсем миршĕн кăна мар, юратушăн та кĕрешме, çине тăма пĕлеççĕ. Ку вара чи пахи, – палăртрĕ Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакторĕ Ольга Иванова.
Владимир Степанов писатель-журналист хайлаври истори пулăмĕсене тишкерчĕ, кĕнекене «вăрçă çинчен çырнă кĕске конспект» пек хак пачĕ. «Юратăвне вара питех курмарăм», – терĕ Владимир Васильевич.
Елена Кудрявцева вĕрентекене автор çутçанталăка сăнлани килĕшнĕ. Унсăр пуçне тата та кăсăклă самантсем асăрханă вăл:
– Тĕп сăнарсен кун-çулĕ тĕлĕнмелле ăнса пырать. Димитрийпа Людмилăн хушамачĕсем хăйне евĕрлĕ пулни те ахальтен мар пуль. Пĕри – Тихомиров, тепри – Миролюбова. Иккĕшĕнче те «мир» сăмах тĕл пулать. Вĕсем тăнăçлăхшăн кар тăраççĕ, тăшманпа кĕрешеççĕ, таса туйăма упрассишĕн тăрăшаççĕ.
«Варкӑш» ҫуллахи каникула каять. Черетлӗ тӗлпулу авӑн уйӑхӗнче иртӗ. Анчах ку алӑ усса лармаллине пӗлтермест. Пахчара ӗҫленӗ хыҫҫӑн каннӑ хушӑра кӗнеке вулама та вӑхӑт тупсан аван. Акӑ список та хатӗр:
✔ Ара Мишши «Тӑвалла ҫул».
✔ Ангелина Павловская «Саланнӑ кӗлте», «Сапаскар хӗрӗ», «Вӗрене шывӗ те пылак» (3 кӗнеке), «Караслӑ пыл».
✔ Анатолий Емельянов «Хура кӑрӑҫ».
✔ «Йӑкӑнат авланать».
✔ Владислав Николаев «Манӑн атте – ҫулҫӑ».
✔ Анатолий Волков «Атте ҫути», «Малалла-ха пурнӑҫ, малалла».
✔ Айгиз Баймухаметов «Ан пӑрах, анне!».
✔ Николай Максимов «Пӗр хӗрес айӗнче».
✔ Владимир Степанов «Тенкри хӗҫӗ» (2 кӗнеке).