«Варкăш» литература клубĕнче Галина Матвеевăн «Мăшăр çунат» кĕнекине сÿтсе яврĕç
Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн членĕсен черетлĕ тĕлпулăвĕ иртрĕ. Унта Галина Матвеевăн «Мăшăр çунат» кĕнекине сÿтсе яврĕç. Кăларăм 2019 çул пуçламăшĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнăччĕ. Унăн алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2018 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Кĕнекене «Мăшăр çунат» повеçпе «Пурнăç пурне те авать» калав кĕнĕ.
Тĕлпулу яланхи пекех хĕрÿ те интереслĕ иртрĕ. Повеçри тĕп сăнарăн - Нина Селентеровăн - шăпи вулакансене хытах хумхантарни палăрчĕ. Кĕнекере хускатнă çивĕч ыйтусем кашнинех калаçăва хастар хутшăнма хистерĕç. Хайлаври ĕç-пуç XX ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенчен пуçланать. Шăпах ун чухне наци шкулĕсене вырăс чĕлхи çине куçарас юхăм вăй илнĕ. Халиччен тĕрлĕ предмета тăван чĕлхепех вĕреннĕ ачасене урăх кĕнекесем валеçсе пама, хистесех вырăсла калаçтарма пикеннĕ. Чăвашла сăмахлакан халăх хушшинче пурăнас тесе Чĕмпĕр тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Нина Шупашкара килет, пир-авăр комбинатне вырнаçать, каçхи шкула çÿрет. Чăвашла тухакан хаçат-журнал, кĕнекесем - ал айĕнче, чăваш театрĕсем - çывăхрах. Хавхаланса вĕренет, ĕçлет хĕр, малашлăх çинчен ĕмĕтленет. Анчах хăрушă инкек унăн пурнăçне пач урăхла çавăрса ярать...
Галина Алексеевна пĕлтернĕ тăрăх, Нина Селентеровăн сăнарĕ шухăшласа кăларнăскер мар, пурнăçран илнĕскерех.
«Нинăн шăпи урлă чăваш чĕлхипе культурин кун-çулне кăтартма тăрăшни, сăнарсен пурнăçĕ урлă историри паллă пулăмсемпе тапхăрсене сăнлани ĕненмелле пулса тухнă. Героиня хăйĕн хуйхи-тертне пăхмасăр общество пурнăçĕнчен пăрăнмасть. Вăл нихăçан та алă усса лармасть - кулленхи улшăнусене е хапăлласа йышăнать, е хăйĕнчен мĕн килнине пурнăçласа лару-тăрăва улăштарассишĕн çунать», - терĕ кăларăм редакторĕ Ольга Иванова.
«Тантăш» хаçат корреспонденчĕ Валентина Селенина кĕнекене виçĕ сехетрех вуласа тухнă-мĕн. Сăнарсемпе пĕрле пăшăрханнă, савăннă, хурланнă вăл. Хайлавсен илемлĕ, яка чĕлхи те тыткăнланă ăна. Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артистки Полина Чамжаева та хайлавсене пысăк хак пачĕ. Кăларăма алăран ямасăр вуланă вăл. «Вырăнăн-вырăнăн хам пирки çырнă пекех туйăнчĕ. Кĕнеке аннене те питĕ килĕшрĕ», - пĕлтерчĕ Полина Ивановна.
Ăшă сăмахсемпе ырă сĕнÿсем чылай янăрарĕç «Варкăш» тĕпелĕнче. Кашниех хăйĕн шухăшне уççăн та ирĕклĕн палăртрĕ. Тĕлпулу автограф-сессипе вĕçленчĕ.
«Варкăш» литература клубне çÿрекенсем çитес ларура Елен Нарпин «Хĕл лариччен» кĕнекине пăхса тухма палăртрĕç. Вăл та Чăваш кĕнеке издательствинче кăçал кун çути курнă.