«Варкăш» литература клубĕн тĕпелĕнче — «Хурăн çырли уçланки» кĕнеке

Çу вăхăчĕ самант пек вăшт вĕçсе иртрĕ. Хаваслă каникул та, отпуск уйăхĕсем те хыçа юлчĕç. Хăнăхнă йĕркепе вĕренекенсем шкул сукмакне такăрлатма, студентсем университета-колледжа çÿреме пуçларĕç. Чăваш Республикин наци библиотеки çумĕнчи «Варкăш» литература клубĕн членĕсем вара çуллахи тăхтав хыççăн черетлĕ ларăва пуçтарăнчĕç.
Василий Эктелĕн «Хурăн çырли уçланки» кĕнеки нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă. Апла пулин те «Варкăш» тусĕсем унпа паллашма ĕлкĕрнĕ. Борис Чиндыков пухса хатĕрленĕ кăларăма сакăр калавпа /«Рак хуранĕн юрри», «Вырăс хĕрачисемпе туркмен ачи», «Хурăн çырли уçланки», «Чĕнмен хăна» т.ыт.те/ икĕ повесть /«Лили», «Юрату урокĕсем»/ кĕнĕ.
Ларăва Василий Эктелĕн пиччĕшĕ Петр Сидоров хутшăнчĕ, шăллĕн пултарулăхĕ çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартрĕ. Василий Петрович ача чухнех ÿкерме юратнă, сăвăсем шăрçаланă иккен. Çитĕннĕçемĕн те ку туртăм иксĕлмен, литература та, ÿнер тĕнчи те илĕртнĕ ăна. Константин Ивановпа Александр Артемьевăн произведенийĕсене хапăлласа вуланă, вĕсенчен тĕслĕх илме тăрăшнă Эктел çыравçă.
Тĕлпулăва пуçтарăннисем хайлавсене хак панă май сăнарсене, хайлавсен чĕлхине тишкерчĕç. «Василий Эктел — маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ, пирĕн çамрăклăхри уçман çереме уçнă çыравçă. Ун чухне никам та çавăн пек хăюллăн та уççăн çырман. Вăл пĕрремĕш пулнă. «Хурăн çырли уçланки» кĕнеке — арçын психологине, тавра курăмне уçса паракан кăларăм. Чылай ĕç-пуç автобиографиллĕ пек туйăнать. Автор мĕн сăнланине хăй туйса курман пулсан çапла çыраймĕччĕ пуль», — пĕлтерчĕ Владислав Николаев çыравçă тата журналист. Пултаруллă ентешĕн «Тантăш» хаçатра пичетленнĕ калавĕсене чăтăмсăррăн кĕтнине, каçса кайсах вуланине аса илчĕ вăл.
Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ Ольга Федорова калавсемпе повеçсен чĕлхи илемлĕ те сĕтеклĕ пулнине палăртрĕ. «Чылай чухне хайлаври тĕп сăнар — е каччă, е çамрăк арçын. Вĕсен чун-чĕрине, шухăш-кăмăлне ăста уçса парать автор. Геройсене хĕр илемĕпе киленни, хитрелĕх патне туртăнни, туйăмсем хыççăн кайни çывăх. Писатель хăш-пĕр сăнара шеллени палăрать. Вĕсен кун-çулĕнче тем те пулса иртет, анчах пурнăç кунпа кăна чарăнса лармасть, вăл малаллах пырать. Эппин, унта савăнăçĕ те, юратăвĕ те татах пулĕ тесе систерет Эктел», — терĕ Ольга Леонидовна хайлавсене тишкернĕ май.
«Василий Эктелĕн пултарулăхĕнче чăн пурнăçри чĕрĕлĕх мала тухать. Кунта шухăшласа кăларни, суя çук, йăлтах пурнăçри пек. Василий Петрович кама та пулин юрас тесе çырман, чарусене уяса тăман. Çапла пулмалла та пуль чăн-чăн çыравçăн — хăюллă, ирĕклĕ», — терĕ Николай Осипов литературовед тата критик.
Тĕлпулу кăмăллă иртрĕ. «Варкăш» литература клубне çÿрекенсем çитес ларура Галина Матвеевăн «Мăшăр çунат» кăларăмне пăхса тухма палăртрĕç. Вăл Чăваш кĕнеке издательствинче кăçал кун çути курнă.