Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Варкăш» литература клубĕн хăни – Николай Осипов критик

«Варкăш» литература клубĕн хăни – Николай Осипов критик

Нарӑс уйăхĕн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубĕн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Ытти чухне варкăшçăсем илемлӗ литература хайлавӗсене сӳтсе яватчĕç. Ку хутӗнче вара чӑваш литературине тӗпчекен Николай Осипов критикӑн «Хальхи чӑваш литератури» вӗренӳ пособине пӑхса тухрĕç. Автор палӑртнӑ тӑрӑх, кӗнекере хальхи вӑхӑтра пичетленекен ҫыравҫӑсен хайлавӗсене тишкерсе хаклас ӗҫе мала кӑларнӑ. Унта юлашки икӗ ҫул хушшинче ҫырнӑ материалсем кӗнӗ-мӗн. Вӗсенчен чылайӑшӗ хаҫат-журналта кун ҫути курма ӗлкӗрнӗ. Хаклавсене пӗр ҫӗре пухни ку кӑларӑмпа студентсене вӗрентнӗ чухне усӑ курма май парать.
Тӗлпулу чӑннипех те хӗрӳ иртрӗ. Мероприятие Чӑваш телевиденийӗпе радиовӗн ӗҫченӗсем те хутшӑнчӗҫ. Пухӑннисенчен кашниех хӑйӗн шухӑшне палӑртрӗ, автор ӗҫне ырларӗ, сӗнӳсем пачӗ. Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Ольга Скворцова доцент кăларăма туллин тишкерчĕ. Вăл И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче Николай Николаевичпа пĕр вăхăтрах вăй хума пуçланă май унăн тĕпчев каçалăкне никамран лайăхрах пĕлет. Ĕçтешĕ литература анинче тĕрлĕ йĕр хăварнă авторсене пăхса тухнине, темăна шалтан çатăрласа илнине асăнчĕ.
– Н. Осипов тишкерĕвĕн тĕп туртăмĕ – тематика, проблематика, сăнарсен системи тавра. Студентсене вĕрентнĕ чух усă курма кирлĕ самантсене палăртать. Тăтăшах сюжет йĕрĕсене кĕрсе каять. Çапах та хайлавсен илемлĕ сăнарлăх тĕшшине туртса кăларас килет. Тĕслĕхрен, Марина Карягинăн сăмах хăвачĕ мĕнре? Анатолий Хмытăн хĕрарăм сăнарĕсем ытти авторсеннинчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ? Детальсене тимлĕх уйăрнă пулсан статьясем тата хăйне евĕрлĕрех пулатчĕç, – терĕ Ольга Владимировна.
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Геронтий Никифоров та пособипе тăрăшса паллашнă. Анатолий Хмыт, Валери Тургай, Марина Карягина пултарулăхне хак панă ĕçсене уйрăмах тимлĕх уйăрнă вăл, мĕншĕн тесен асăннă çыравçăсене 9-мĕш классем валли хатĕрленĕ тăван литература кĕнекине те кĕртнĕ. Геронтий Лукьянович – çак вĕренÿ кăларăмĕн авторĕсенчен пĕри.
– Паянхи ача-пăча литературине тĕпченине тарăнлатсан аван пулмалла. Поэзире – илем, прозăра сюжет уйрăмлăхĕсене тишкернине курас килет, – терĕ вăл.
Чăваш кĕнеке издательствин ача-пăча литературин редакторĕ Ольга Федорова çамрăк ăру валли çыракансемпе уйрăмах кăсăкланнăран Н. Осиповăн пособийĕнче те çак темăна мĕнле çутатнине асăрхамасăр иртме пултарайман. Литературоведăн пуçарăвне ырларĕ вăл, хальхи вăхăтра çыракан чылай, хаклакан вара сахал пулнине палăртрĕ.
– «Паянхи чăваш ача-пăча тата çамрăксен литературинчи çĕнĕ пулăм» статьяра ятне кура виçĕ-тăватă писателе асăнасса шаннăччĕ. Шел пулин те, унта Юрий Исаев пултарулăхне çеç пăхса тухнă. Анчах пĕтĕм чăваш литератури ун çинче кăна тытăнса тăмасть-çке. Унта çĕнĕ ятсем те пур, вĕсене хак парсан та аванччĕ, – сĕнчĕ Ольга Леонидовна.
Чӑваш литературине тӗпчесси ку кӗнекепех вӗҫленмест-ха. Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ Владимир Степанов:
– Чăн-чăн ĕç пуçланать кăна-ха Николай Николаевичăн! Чăваш литератури пирки Михаил Сироткинăн кĕнеки пек сумлă кăларăм кирлĕ, – терĕ.
Пурте Николай Николаевича кӑткӑс ӗҫе малалла тӑсма ҫирӗп сывлӑх, вӑй-хал, хавхалану сунчĕç.
«Варкӑш» литература клубĕн ҫитес ларӑвӗ пуш уйӑхӗнче иртӗ. Ун чухне Ирина Трифоновӑн «Тӑлӑх» кӗнекине сӳтсе явма палăртнă. Вăл 2021 çул вĕçĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă. Тӑван литературӑпа кӑсӑкланакансене хапӑлласах кӗтетпӗр!
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.