Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Варкăш» литература клубĕн хăни – Елена Мустаева писатель-журналист

«Варкăш» литература клубĕн хăни – Елена Мустаева писатель-журналист

Ĕнер, пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Чăваш наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Хальхинче варкăшçăсем Елена Мустаевăн «Уй варринче çинçе хăва» кĕнекине сӳтсе яврĕç. Кăларăм 2017 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă. Унта вун икĕ калавпа тăватă повесть кĕнĕ. Вĕсенче сăнланнă ĕçсем тĕрлĕ саманара пулса иртеççĕ: ĕлĕкхи пурнăç ӳкерчĕкĕсем хальхипе ылмашаççĕ. Анчах этем чунĕ кирек хăш ĕмĕрте те телейпе юратушăн çунать. Хайлавсенчи тĕп сăнарсем темĕнле инкек-синкекре те çынлăха çухатмаççĕ, ырра шанма пăрахмаççĕ.
Тĕлпулăва Елена Мустаева писатель-журналист хăй те хутшăнчĕ. Çырма ăна пурнăç хавхалантарать иккен, чылай произведени никĕсĕнче – чăн пулнă ĕç-пуç. Елена Николаевна Чĕмпĕр тăрăхĕнчи çыравçăсен хастар ĕç-хĕлĕпе те паллаштарчĕ. Вăл ертсе пыракан «Канаш» хаçат çумĕнче «Шевле» литература пĕрлешĕвĕ йĕркеленнĕ-мĕн. Калем ăстисем уйăхсерен тĕл пулса хăйсен хайлавĕсене сӳтсе яваççĕ, «Атăл юрри» альманах кăларса тăраççĕ. Пĕрре те пуç усса лармаççĕ, вăй çитнĕ таран тăрмашаççĕ, ăсталăх урокĕсем ирттереççĕ, пичетленме, пултарулăх шайне ӳстерме майсем тупаççĕ. Чăннипех те тĕлĕнмелле маттурсем!
– Чи пысăк литература вăл, чи пысăк истори – çын пурнăçĕ. Кашни çын пурнăçĕ урăхла, кашнин хăйĕн шăпи. Пĕрин вăл яп-яка, лăпкă тинĕс пек, теприн çил-тăвăллă. Хам кĕнекене илес пулсан унти хайлавсене вуласан шутсăр йĕрсе вилмелле тесе каламастăп. Эп шӳтлеме юрататăп. Çавăнпа кăларăмра та шӳтлĕ калав чылай, – каласа пачĕ Е. Мустаева.
«Тăван Атăл» журнал редакторĕ Арсений Тарасов кĕнекери хайлавсене хак панă май çыравçă ĕçĕн хăйне евĕрлĕхĕ çинче чарăнса тăчĕ:
– Писателĕн пӳрнерен ĕмсе кăларса çырма вĕренес пулать. Çавăн чухне профессионализм вăйлăрах аталанма пултарать. Пурнăçран куçарса çырни картана лартать те хăй хыççăн сĕтĕрсе, ертсе пырать. Эс хуçа мар, лару-тăру сана çапла çыртарать вара. Ун чухне чылай япалана çухатма пултаратăн е асăрхамастăн. Фантазие аталантарма пурнăçран илмелле темскерне, ыттине кăштах искусственнăйрах тумалла. Ăна аталантарса пысăкрах тема, калăпăшлăрах шухăш патне тухатăн... Чăваш литератури сăнарлă пулмалла тетчĕ Вениамин Погильдяков çыравçă. Халь чылай хайлавра ĕç-пуç мала тухать, глаголсем пуç пулса тăраççĕ. Ку çиелтен сăнлани кăна. Авторăн шалалла кĕмелле. Елена Николаевна шăпах çапла тăвать те – çын кулянăвне-пăшăрханăвне, пурнăç пирки шухăшланине тĕпе хурса ĕçлет.
Василий Кервен поэт, прозаик тата куçаруçă «Тăван Атăл» журнал редакторĕнче вăй хунă чухнех паллашнă Е. Мустаевăн хайлавĕсемпе.
– «Уй варринче çинçе хăва» повесть питĕ хурлăхлă пулин те вулакансем ăна лайăх хак пани савăнтарнăччĕ. Чăнах та, тĕп сăнарăн, Санькан, шăпи чăтма çук синкерлĕ пулни нумайăшне хытă кулянтарнă. «Куççуль тăкмасăр вуласа тухаймарăм», – пĕлтерчĕ шухăшне хăшĕ-пĕри... Тепĕр повеçĕ «Айăппа асап (Ют ялта)» ятлă. Тĕне, тĕшмĕше айккине сирсе хăварсах айăплисене тупма пулать кунта. Петĕр – çăмăлттайлăхĕпе, Ирина хăйĕн телейĕшĕн çеç çуннипе асап кӳреççĕ ыттисене, – терĕ Василий Гаврилович.
Кăларăм редакторĕ Ольга Иванова хайлавсенче тĕпре чăваш хĕрарăмĕн шăпи пулнине палăртрĕ:
– Хĕрарăм кун-çулĕ нихăçан та çăмăл килмен. Чунра-юнра чăтăмлăх упранни, ырра шанни кăна малалла талпăнма пулăшаççĕ, кирек мĕнле йывăрлăха та парăнтарма вăй-хал хушаççĕ. Е. Мустаевăн сăнарĕсем темĕнле инкек-синкекре те çынлăха, кăмăл çирĕплĕхне çухатмаççĕ. Вĕсен пархатарлăхĕпе тӳсĕмлĕхĕ чăннипех тĕлĕнтереççĕ.
Николай Осипов критик, литературовед малтанах Елена Николаевнăн «Тăван Атăл» журналта пичетленнĕ хайлавĕсемпе паллашнă-мĕн. Каярахпа, кĕнеке кун çути курсан, унăн пултарулăхĕне туллирех хак пама пултарнă.
– Уйрăм кĕнекене çыравçăн хăйне евĕрлĕхĕ курăнать. Паянхи кун чăваш литературинче ытларах хĕрарăм çыравçăсем ĕçленине кура вĕсем сентименталлăхпа анлă усă кураççĕ, çавăнпа вулакана илĕртеççĕ. Вĕсем йывăр шăпаллă хĕрарăмсем пирки çыраççĕ. Ку çапла пулмалла та пуль, анчах нихăçан кивелмен ыйтусене хускатсах çакна ĕмĕр манмалла мар шая çитерме тăрăшмалла. Елена Мустаевăн кĕнекинче вулакан хăй патне туртакан енсем пайтах, – терĕ Николай Николаевич.
И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студентки Наталия Бурмистрова «Уй варринче çинçе хăва» кĕнеке тăрăх курс ĕçĕ çырма пикеннĕ-мĕн.
Светлана Константинова хастар варкăшçă хайлавсемпе хаваспах паллашни çинчен хăпартланса каласа пачĕ:
– «Шак-шак-шак!» калава вуласа тухсанах чунра çăмăл пулса кайрĕ. Йывăртараххисене тишкернĕ май кулянатăн паллах. Сăнарсен туйăмĕсем вулакана та витереççĕ. «Эксперимент» калав мана питĕ килĕшрĕ. Çын лайăххинчен лайăхрах тăвассишĕн тăрăшса йăлт пăсса хунине курăмлă сăнласа панă кунта. Кашни хайлавĕ чĕре витĕр тухрĕ...
«Варкăш» литература клубĕн тепĕр тĕлпулăвĕ ака уйăхĕнче иртĕ. Унта Тани Юнăн «Иртнĕ кунсем-çулсем» кĕнекине сӳтсе явма палăртнă.