«Варкăш» литература клубĕн хăни – Анатолий Хмыт çыравçă

Пĕлтĕрхи нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче Анатолий Хмытăн «Тĕлленмен тĕлĕк» кĕнекин презентацийĕ иртнĕччĕ. Кăçал вара шăпах çак кун вулавăш çумĕнчи «Варкăш» литература клубĕн хастарĕсем калав-повесть пуххине сӳтсе явма пуçтарăнчĕç. Ку ахальтен мар – нарăс уйăхĕнчи тĕлпулăва Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисен кунне халалланă. Ларăва Анатолий Хмыт çыравçă хăй те хутшăнчĕ.
«Тĕлленмен тĕлĕк» кăларăм 2020 çул пуçламăшĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче 1000 экземплярлă тиражпа кун çути курнăччĕ. Унта пурнăçра пулса иртнĕ ĕç-пуçа сăнласа панă хайлавсем кĕнĕ. 1979-1989 çулсенче Афганистанра пынă вăрçă çĕршыв пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварчĕ. Анатолий Хмыт çыравçăн пултарулăхне те пысăк витĕм кӳнĕ вăл. Анатолий Дмитриевич çар хĕсметне 1982-1984 çулсенче Афганистанра ирттернĕ. Пĕрре мар хаяр çапăçусене хутшăнма тивнĕ унăн. Писателĕн хайлавĕсенчи сăнарсем – авторпа юнашар моджахедсемпе çапăçнă юлташĕсем.
Анатолий Дмитриевич пухăннисене пултарулăх çул-йĕрĕ еплерех аталанса пыни, кĕнекене епле хатĕрлени çинчен каласа пачĕ тата хайлавсенчи сăнарсен прототипĕсемпе паллаштарчĕ:
– Астăватăп-ха, Афганистанра ту çинче выртатпăр, чуллă вырăн, пулеметран пени илтĕнет, хăрушă. Аялта шăпчăксем юрлаççĕ, сад пахчисем курăнаççĕ. Çавăн чухне хама сăмах патăм: ку шăтăкран чĕрĕ тухсан ятарласа Шупашкара каятăп, вĕренме кĕретĕп, çак вăрçă çинчен çырса кăтартатăп. Юлташсем, пĕлĕшсем чуна пырса тивекен ĕç-пуç çинчен каласа кăтартсан çырмасăр чăтаймастăп. Кашни хайлаврах чăнлăх тĕпре. Чылай чухне сăнарсен ячĕсем те прототипĕсенни пекех. «Айша» повеçри Кирилл-Владимирăн прототипĕ, сăмахран, Шăмăршă районĕнче пурăнакан Володя Кириллов. Салтакра чухне водитель пулнă, автоколоннăра çӳренĕ, çакăнтах Айша ятлă афган хĕрĕпе паллашнă. Чăн пурнăçра вара – Ленинградри (халĕ Санкт-Петербург) пединститутăн вырăс чĕлхипе литературин факультетĕнчен вĕренсе тухнă Зульфия. Хайлавра – медицина енĕпе аслă пĕлӳ илнĕскер, Кирилла вилĕмрен çăлать, пулăшать. Çамрăксен чĕринче чăн пурнăçра та, произведенире те юрату туйăмĕ вăй илет. Айша, юнлă вăрçăран ывăннăскер, совет салтакне качча тухса Афганистанран аякка тарма ĕмĕтленет. Анчах каччă чирлесе ӳкет те, çыхăну татăлать. Повеçре çак лару-тăрăва эпĕ çивĕчлетрĕм. Истори кунпа кăна вĕçленмест. Нумай çул иртсен Кирилл, Чăваш Енре тĕпленнĕскер, çемьеленнĕскер, Айшана телевизорпа курать. Ку та чăнласах пулнă. Айăплă арçын ун умĕнче. «Мунча кĕрсе тасалса пĕтейĕп-ши?» – тет.
Кăларăм редакторĕ Владимир Степанов çыравçăн хайлав пуххине çапларах хак пачĕ:
– «Тĕлленмен тĕлĕк» – Афганистан вăрçине хутшăннă яшсен çамрăклăхĕн çар гимнĕ. Çамрăксем мĕнле ĕмĕтсемпе ӳсни, мĕнле шухăшсемпе салтака кайни яр уççăн курăнса тăраççĕ кунта. Ĕнер кăна шкулта вĕреннĕ-ха вĕсем, акă интернационалист салтак тивĕçне пурнăçлаççĕ, йывăрлăхсене парăнтарма, темле кăткăс лару-тăруран та çăлăнса тухма, туслăха хаклама вĕренеççĕ. Унчченхи салтаксем пек мар ку яшсем. Вĕсен тĕнчекурăмĕ те, пĕлӳ шайĕ те урăхларах, анлăрах.
Светлана Константинова хастар варкăшçă хайлавсемпе кăсăклансах паллашнă, чылайăшĕ чунне пырса тивнĕ. «Шурă кĕпеллĕ хĕртен юлнă йăмăх» повесть уйрăмах хумхантарнă ăна. Тĕп сăнарсем – Зульфияпа Тимри – пĕр-пĕрне чунтан юратаççĕ. Анчах каччă хĕсметрен урасăр таврăнсан «хамăн ĕмĕре уксахпа ирттерессĕм килмест манăн» тесе хĕр савнă тусне пăрахать. Ку лару-тăру С. Константиновăна ниепле те çырлахтараймасть, канăç памасть. Анчах илемлĕ хайлав тĕнчине те, пурнăçа та витĕм кӳме çук çав тепĕр чухне. Пулăмсемпе çырлахмалли, вĕсене йышăнмалли çеç юлать. Анатолий Дмитриевич повеçе тусне – Володя Лебедева – халалланă. Пурнăçра хайлавринчен кăшт урăхларах пулнă-мĕн. «Юлташăм яла пырса кĕнĕ чухне шăпах савнă хĕрĕн туйĕ кĕрленĕ, вăл урăх çынна качча тухма килĕшнĕ...» – вăрттăнлăха уçрĕ çыравçă.
Кĕнекене вăрçăпа çыхăнман хайлавсем те кĕнĕ. Вĕсенче çынлăх, чунлăх ыйтăвĕсем тĕпре. Автор чунне парса çырни куçкĕрет.
«Варкăшăн» тепĕр тĕлпулăвĕ пуш уйăхĕнче иртĕ. Калаçу Елена Мустаевăн «Уй варринче çинçе хăва» кĕнеки тавра йĕркеленĕ.