«Варкăш» хăни — «Кĕтмен юрату» кăларăм
«Варкăш» хăни — «Кĕтмен юрату» кăларăм
Чăваш Республикин Наци библиотеки çумĕнчи «Варкăш» литература клубĕ 2017 çултанпа тухăçлă ĕçлет ĕнтĕ. Çак хушăра кĕнеке тусĕсем чăваш литературинчи чылай илемлĕ хайлавпа паллашма кăна мар, вĕсене тишкерме-хаклама ĕлкĕрчĕç, нумай çыравçăпа тĕл пулчĕç, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусен хуравĕсене тупма пултарчĕç. Уйăхра пĕрре иртекен тĕлпулу çыравçăсене те, тĕпчевçĕсемпе критиксене те, ахаль вулакансене те пĕрлештерет.
Пуш уйăхĕнчи ларура литература клубĕн хастарĕсем çамрăк авторсен повеçĕсемпе калавĕсен «Кĕтмен юрату» пуххине сӳтсе яврĕç. Пуху яланхи пек вулавăшра мар, «Книжные новинки» кĕнеке лавккинче иртрĕ. Кăларăм 2019 çул вĕçĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнăччĕ. Унта Ольга Австрийскаян, Николай Андреевăн, Ольга Васильевăн, Владислав Николаевăн, Нина Царыгинăн, Дмитрий Моисеевăн хайлавĕсем кĕнĕ. Вĕсене, тĕпрен илсен, хăйсем пекех çамрăк сăнарсен кăмăл-туйăмĕ, шухăшлавĕ, хăйсем пурăнакан тапхăра еплерех курни кăсăклантарать. Тĕп темăсенчен пĕри вара — пурнăçа кĕтмен çĕртен вирхĕнсе кĕрекен, çын чĕрине тыткăна илекен юрату.
Кĕнекене пухса хатĕрлекенĕ Ольга Федорова çамрăк авторсен сборникĕ маларах 2004 çулта пичетленнине пĕлтерчĕ. «Шурă туй кĕпи» ятлăскерне Елен Нарпин, Альбина Мышкинăн, Ирина Гордеевăн, Надежда Ильинан, Ольга Васильевăн прозăлла хайлавĕсем кĕнĕ.
— Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ, акă вулакан патне çамрăк авторсен çĕнĕ кăларăмĕ çитрĕ — «Кĕтмен юрату». Çак туйăм çын чĕрине тыткăна илет те пуçне çавăрса ярать, тимлĕхе те çухаттарать. Чĕре суйланă çынна вĕçĕмсĕр курас, унпа юнашар пулас, ăна ырă çеç тăвас килет. Шăп çапларах лару-тăрăва лекет те Нина Царыгинăн калавĕнчи тĕп сăнар. Хальхи вăхăтра яш-кĕрĕм çырмасть, литературăпа интересленсех каймасть тенине час-часах илтме пулать. Эпĕ çак шухăшпа килĕшместĕп. Вĕсем нумай мар пулин те, пур. Кĕнекене кĕнĕ авторсем, ман шутпа, XXI ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш литературин анинче тухăçлă ĕçлекенсенчен пĕрисем пулса тăчĕç. Кашнин стилĕ хăйне евĕр, апла пулин те çак кăларăмри хайлавсен чĕлхи пуян та илемлĕ, сăнарĕсем асра юлаççĕ, çыравçă каланă сăмах чĕрене кĕрсе вырнаçать, шухăша ярать, — палăртрĕ Ольга Леонидовна.
Нина Царыгинăн кĕнекене «Кĕтмен юрату» тата «Телей куççулĕ» калавĕсем кĕнĕ. Çамрăк автор пултарулăх вăрттăнлăхĕсене уçрĕ:
— Эпĕ алăпа мар, тӳрех компьютерпа çыратăп. Капла хут та, вăхăт та перекетленет. Юсама-тӳрлетме те çăмăлтарах. Журналист пулнă май тепĕр чухне хайлав тĕнчине кĕрсе кайма йывăртарах. Мĕншĕн тесессĕн чылай чухне статья пирки шухăшлатăн, калав çырнă чухне вара ниçта та васкамалла мар, çав сывлăшпа сывламалла, сăнарсен ĕçĕ-хĕлĕпе пурăнмалла. Мана тарăн шухăша яракан, интереслĕ сюжетлă кĕнекесем хавхалантараççĕ. Юлашки вăхăтра вуласа тухнисем — Нелли Петровскаян «Тухатмăш» романĕн 1-мĕшпе 2-мĕш кĕнекисем. Çав тери тыткăнлакан произведени. Автор питĕ чĕрĕ çырса кăтартать, вулакан умне пачах расна тĕнче тухса тăрать.
«Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ Ирина Кошкина «Кĕтмен юрату» сборникри хайлавсемпе кăсăклансах паллашнă. Нина Царыгинăн калавĕсене вара кĕнекере кун çути куричченех, пуринчен малтан, вуласа тухнă тесен те йăнăш мар. Çамрăк автор вĕсене çырса пĕтерсенех ĕçтешне кăтартнă, кайран пĕрле сӳтсе явнă. Ирина юлташне усăллă сĕнӳсем панă.
Литература клубĕн ларăвне пухăннисем «Кĕтмен юрату» кĕнеке çамрăксен пурнăçне, вĕсен кăмăл-туйăмне çутатса паракан паха кăларăм пулнине пĕлтерчĕç пĕр шухăшлăн. Çитес тĕлпулура Нелли Петровскаян «Тухатмăш» тата «Ылхан» кĕнекисене пăхса тухма палăртрĕç.