Улькка Эльмен: Сăнар хăй мана ертсе пырать
Улькка Эльмен:
Сăнар хăй мана ертсе пырать
Улькка Эльмен ятне илтмен çын çук-тăр Чăваш Енре. Паллă прозаикăн «Ма инçе-ши çăлтăрăм?», «Кая юлнă ӳкĕнӳ», «Çирĕп чунлисем телейлĕ», «Упраймарăм сана…», «Сарă кĕпе» кĕнекисене чăваш литературине кăмăллакансем тахçантанпах юратса вулаççĕ, библиотекăсенче черет тăрса илеççĕ, вулав конференцийĕсем ирттереççĕ. «Упраймарăм сана…» романри тĕп сăнар Маша вĕсен чĕринех кĕрсе вырнаçнă. 2012 çултанпах, произведенин малтанхи кĕнеки пичетленнĕренпе, героиньăн шăпи вулакансене калаçтарать, пăшăрхантарать. Икĕ çул каялла Чăваш кĕнеке издательствинче асăннă хайлавăн виççĕмĕш кĕнеки кун çути курнăччĕ. Кăçал вара унăн «Анне çăкăрĕ йӳçĕхмест» калавĕ «Инкеклĕ телей» коллективлă сборникра пичетленчĕ. Пирĕн калаçу шăпах çав хайлав тата литературăпа пултарулăх тавра йĕркеленчĕ.
— Ольга Геннадьевна, паянхи çемьери кăткăс лару-тăрăва çутатакан «Анне çăкăрĕ йӳçĕхмест» калав тарăн шухăша путма хистет. Ĕмĕр тăршшĕпе учительте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, упăшкипе ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ Надежда Ивановна хăйне телейлĕ çын тесех шутланă. Палăртнине пурнăçлама яланах вăй-халĕ çителĕклĕ пулнă, ят-сумĕ, хисепĕ пур. Анчах кил-йыш кимми арканма пуçласан шалт аптăраса ӳкет хĕрарăм. Чи çывăх çын ăна ĕмĕр тăршшĕпе улталаса пурăннă-мĕн. Хайлав сюжетне чăн пурнăçранах илнĕн туйăнать. Мĕн хистерĕ ăна çырма?
— Çул çинче ăнсăртран пĕр хĕрарăмпа калаçса кайрăмăр. Мускавран таврăнатчĕ вăл. Хăйĕн çинчен каласа пачĕ. Упăшкипе пĕр-пĕрне юратса-килĕштерсе чылай çул пурăннă вĕсем, ывăл-хĕр çитĕнтернĕ. Ачисем хитре те йăваш. Мăшăрĕ хăйне урăххипе улталанине калаври Надежда Ивановна кĕтмен çĕртен шкулта пĕлет, çулташ хĕрарăм — урăхларах лару-тăрура. «Пуçран чукмарпа çапнă пек туйăнчĕ. Каçарас тенĕччĕ, анчах ĕмĕр тăршшĕпе шанса пурăннă çын сутăнчăк пулнине йышăнаймарăм, тухса кайрăм. Чи тĕлĕнмелли — кун хыççăн ачасем те ашшĕ енне çаврăнса ӳкрĕç», — терĕ вăл. Çак тĕлпулу хыççăн нумай шухăшласа çӳрерĕм. Арçынсем ватлăх енне сулăнсан чипер пурăннă çĕртенех ютта чупма пуçлаççĕ, çамрăкраххисене тупаççĕ, арăмĕсене хисеплеми пулаççĕ. Ун пек тĕслĕх чылай пурнăçра. Çавăнпа çырас терĕм.
— Юлашкинчен те пулин çемье каялла чăмăртанасса шанас килет, анчах Надежда Ивановнăн пурнăçĕ пачах урăх çулпа каять. «Каснă чĕлĕ çыпçăнмасть» тени тӳрре тухать-ши кунта?
— Ку тĕрĕсех. Пурнăçра каялла таврăнакансем, çĕнĕрен пĕрлешекенсем пур паллах, анчах чылай чухне вĕсем хирĕçсе-вăрçăнса пурăнаççĕ. Çывăх çын улталани çапса хуçать, вĕчĕрхентерсе тăрать. Çак туйăма пусарса пурăнма тивет, вăл пурпĕр çиеле тухатех. Тен, тепĕр чухне таврăнма кирлех те мар. Çав хушăрах паллакан пĕр хĕрарăм, упăшкинчен çамрăклах уйрăлнăскер, мăшăрне каçарманшăн, ăна каялла йышăнманшăн паян та ÿкĕнсе пурăнать. Арçын çĕнĕ арăмĕпе чиперех пурăнать, пĕлĕшĕм халĕ те пĕччен. Пурнăçра çакăн пек тумалла текен саккун çук. Кашни тĕслĕх хăйне майлă, кашнин хăйĕн характерĕ. Юратнă çын сутни — улăштарма май çук лару-тăру. Ачасемпе, мăнуксемпе мĕн виличчен савăнса пурăнас тесен, тен, пурнăç çине хамăрăн урăхла пăхма пуçламалла. Тепĕр чухне хурлану, хуйхă урлă каçма та пĕлмелле. Ватлăхра пĕччен йывăр. Арçынсем хăйсене сунарçă тесе шухăшлаççĕ. Те çутçанталăк çапла тунă вĕсене? Пĕр хĕрарăмпа пурăнакан арçын пур-ши? Калаври Надежда Ивановна та хĕрсе кайнă самантра Мускава çул тытать. Йывăр вăхăта тӳссе ирттерме мехел çитереймест вăл. Кайран, кам пĕлĕ, тен, упăшки патне те таврăнас тейĕ. Эпир ыран мĕн пулассине те пĕлместпĕр вĕт.
— Ачисен куçĕнче те ăнлану тупаймасть Надежда Ивановна. Ывăлĕпе хĕрĕ, Сашăпа Лиза, амăшне пулăшма, хĕрхенме тăрăшманни курăнать. Ачасем хытă чĕреллĕ пулни мĕнпе çыхăннă-ши?
— Темшĕн çавăн пек пулать хушăран: ашшĕпе амăшĕ пĕр чĕлхе тупайми пулсан лайăх çемьере çитĕннĕ ачасемех ашшĕ майлă çаврăнаççĕ. Пĕр енчен, эпир, амăшĕсем, яланах çумра, ачасен хăтланкаларăшĕсене йăлт курса тăратпăр, вĕсен пуçĕнчи шухăшĕсене те вулатпăр пуль. Тĕрĕс çулпа уттарас тесе вăрçатпăр та. Ашшĕ ытларах чухне ĕçре, ăна сайрарах кураççĕ. Тепĕр енчен, çитĕннĕ ачасен ашшĕ-амăшне уйрăм пурăнтарас килмест. Пирĕншĕн яваплăха туяççĕ, пире пĕрлех пултарас, лайăх çемьене килсе çӳрес килет вĕсен. Кукашшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ мăнукĕсемшĕн те ырă тĕслĕх пуласса шанаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ уйрăлни — ачасемшĕн те, çитĕннисемшĕн те ĕмĕрлĕх суран.
— Чылай хайлавра эсир хĕрарăм шăпине çутататăр — тĕрлĕ енчен, туллин. Мĕнрен килет-ши хĕрарăм телейĕ?
— Телее хамăрăн шырамалла. Кунта суйлав пĕлтерĕшлĕ: тĕрлĕ лару-тăрăва хамăр мĕнле йышăннинчен те килет телей. Вăл пуянлăхра та, ят-сумра та мар. Телей сывлăхра тенине шанатăп. Ку чăннипех мăн телей. Çирĕп сывлăхлă пулсан такăнсан та малалла утса кайма, темĕнле ĕç те тума пулать.
— Хайлав çырма пуçăнсан хăвăр ума мĕнле тĕллев лартатăр? Произведени урлă вулакана мĕн калас килет?
— Кирек мĕнле хайлав çырма пуçăнсан та яланах пĕр тĕллев манăн — пурнăçра темĕн те пулма пултарать: савăнăçĕ те, хурлăхĕ те; вулакана манăн нимĕнле йывăрлăха та ан парăн тесе калас килет, мĕншĕн тесен хурлăха парăнса нĕшкени тата хурлăха илсе килет. Темшĕн çавăн пек пулса пырать пурнăçра. Çав вăхăтрах хуйха йышăнса ăна çĕнтерме пикенсен пурнăç лайăх енне каясси куçкĕрет. Яланах лайăххи çинчен шухăшламалла. Пире кашнинех çĕр çине телей курма çуратнă. Хуйхă-суйхă пулатех. Çакна асра тытмалла: вĕсем пире парăнтарса пĕтерме мар, вăйлатма килеççĕ. Унчченхи асап çине паян урăх куçпа пăхатпăр. Вăл пурнăçра пире кирлине панă. Паян çав асапах тепĕр хутчен килес пулсан эпир ăна сăмахсăрах çĕнтерĕпĕр.
— Роман çырма мĕнрен пуçлатăр? Ку ĕçре чи йывăрри мĕн? Мĕн вăхăт ĕçлетĕр?
— Вулакансем ман пата шăнкăравласа хăйсен пурнăçĕ çинчен каласа кăтартаççĕ, çыру çыраççĕ. Енчен те вĕсен лару-тăрăвĕ ăша хускатрĕ пулсан эпĕ кун пирки чылай шухăшласа çӳретĕп, çынсемпе калаçатăп, ыйтусем паратăп. Çавăн евĕрлĕрех тĕслĕхсем пурнăçра тата шыратăп. Çынсем ку ыйтăва хапăлласах сӳтсе яваççĕ пулсан ĕçе пуçăнатăп. Чи йывăрри — вăхăт çитменни. Хушăран кунĕпе вунă-çирĕм страница та çыратăп. Кайран пуç канасшăн, çитет тет. Романа пĕр уйăхра та, çулталăкра та çырма пулать тенине илткелетĕп, анчах эпĕ ун пек пултараймастăп. Манăн шухăшласа çӳремелле. Сăнара мĕнле çулпа ярассине пурнăçри лару-тăрупа çыхăнтармалла. Роман çырма вăхăт кирлĕ, пурнăçри тĕслĕхсемпе вăйлатмалла ăна. Сăмахран, «Упраймарăм сана…» романти Машăна упăшки вилнĕ хыççăнах Сергейпа пĕрлештерме пулатчĕ. Кун пек тĕслĕх те сахал мар. Анчах манăн Машăна çăмăлттай хĕрарăм тăвас килмерĕ. Манăн ăна ачисемшĕн, мăнукĕсемшĕн шухăшлакан, тăрăшакан амăшĕ тата асламăшĕ пек кăларса тăратас килчĕ. Пурнăçра çавăн пек пулмалла та.
— «Упраймарăм сана…» роман виçĕ кĕнекерен тăрать. Ăна тăсма кăмăл çук-и?
— Роман вĕçленчĕ. Малаллине вулакан çыртăр. Пуçра — урăх сюжетсем. Паянхи кун халĕ ĕçлекен романсăр пуçне манăн сĕтелĕн сунтăхĕнче вулакансен çырăвĕсемпе тултарнă тепĕр виçĕ тетрадь выртать.
— Аслă классенче вĕренекенсем валли сирĕн «Сарă кĕпе» повеç пичетленнĕччĕ. Çамрăк ăру валли хайласси çитĕннисем валли çырассинчен уйрăлса тăрать-и? Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç валли тата мĕнле произведенисем çырас килет?
— Çамрăксем валли хайласси çитĕннисем валли çырассинчен, паллах, уйрăлса тăрать. Çитĕннĕ çын ăшри туйăмĕсене çиеле кăларма та, пусарма та пултарать, анчах яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç пурнăçри пулăмсене пур чухне те тĕрĕс хаклаймасть. Çамрăксем валли çырассине ювелир ĕçĕпе танлаштаратăп. Йăнăш сăмах персе ярасран питĕ асăрханмалла кунта, вĕсем йăлт чăнлăх, усă курмалли тĕслĕх вырăнне хурса йышăнма пултараççĕ, çав вăхăтрах вĕсем валли çырмаллах. Паян çамрăксен пурнăçне интернет вирхĕнсе кĕчĕ, унта ырри те, усалли те пайтах, вĕсен айванлăхĕпе усă куракан йышланчĕ. Çемьере ыррине çеç курса ӳсекен ачана улталама питĕ çăмăл. Тепĕр чухне ачасем килте ăнлану тупаймаççĕ те ют çынсене ĕненеççĕ-шанаççĕ. Çакă пысăк инкек патне илсе çитерессине туймаççĕ вĕсем. Çавăнпа çамрăксем валли çырнă чухне çакна асра тытатăп: кăткăс лару-тăруран хăтăлма вĕрентекен, çул кăтартса пыракан сăнар кирлĕ. Ашшĕ-амăшĕнчен çывăхрах çын урăх çуккине тата вĕсем усал тăвас тесе мар, тĕрĕс, ырă çулпа уттарасшăн ятланине, йăнăшсенчен сыхласшăн пулнине ăнланма пулăшмалла вĕсене.
— Хайлавăрсенче пурнăçри ĕç-пуçа сăнлатăр. Сăнарсен прототипĕсем произведенипе паллашсан хăйсене палласа илеççĕ-и? Мĕнлерех йышăнаççĕ вĕсем хăйсене хайлава кĕртнине?
— Кирек ăçта, темле расна пурăнсан та хуйхи-суйхи те, савăнăçĕ те пĕр пек пирĕн. Тĕлпулусенче: «Ку хайлава ман пиркиех çырнă эсир. Ман шăпа та çавăн пекех телейсĕр килчĕ», — текен чылай. Хĕрарăм арçынран нуша курса пурăнать. Ун пек тĕслĕх пайтах, мĕншĕн тесен «Машăн пурнăçĕпе» чылай хĕрарăм пурăнать. Ку анлă сарăлнă, çавăнпа вулакансем манăн сăнарта хăйсене паллаççĕ. Маша упăшкине пĕтĕмпех каçарса кун кунланине йышăнайманнисем, ун пек юрату пулаймасть текенсем те пулчĕç. Паллах, упăшкисене пăхăнтаракан вăйлă хĕрарăм та чылай пирĕн хушăра. Вĕсем çинчен те çырмалла. Анчах эпĕ Машăна, вулакан асăрхарĕ пулĕ, çемçе кăмăллă хĕрарăмран вăйлă хĕрарăм патне илсе çитертĕм. Çакăнпа хĕрарăмсене нимĕнле йывăрлăха та ан парăнăр, кирек мĕнле лару-тăрура та хăвăр пирки ан манăр тесе калас килчĕ манăн.
— Çулталăк пуçламăшĕнче Вăрнарта иртнĕ тĕлпулура эсир çĕнĕ роман çырма тытăнни пирки пĕлтернĕччĕ вулакансене, паçăр та асăнтăр ун пирки. Мĕн çинчен пулĕ вăл?
— Çапла, çĕнĕ роман çырма пуçланă, ĕç пырать. Хальлĕхе кун пирки калаçмăпăр. Роман çырнă вăхăтра икĕ калав çырса пĕтертĕм: «Инкеклĕ телей» кĕнекене кĕнĕ «Анне çăкăрĕ йӳçĕхмест» тата «Кушак», ачасем валли хайланăскер.
— Çырма пуçăннă та пăрахнă хайлавсем пур-и? Пур пулсан мĕнле сăлтавсене пула вĕçне çитереймен вĕсене?
— Ун пеккисем çук. Пĕрре пуçласан хайлава вулакан патне çитермеллех манăн. Çырман чухне те ку пăрахнине пĕлтермест, эпĕ произведени пирки шухăшласах çӳретĕп.
— Мĕн пирки нихăçан та çырман пулăттăр?
— Хам пĕлмен, ăнланман лару-тăру пирки çырмăп. Сăмахран, вăрçă, революци, колхозсем туни çинчен ниепле те тĕплĕн, вулакан чĕрине хускатмалла çырса параймăттăм, мĕншĕн тесен вăл вăхăтра пурăнман, ку пулăмсене хам витĕр кăларман эпĕ. Вулакан чĕри патне çитес тесен, манăн шухăшпа, эсĕ çыракан хайлаври ĕç-пуç хăвна çывăх пулмалла, вĕсене уççăн курса тăмалла.
— Калав-повесть ячĕ тӳрех çуралать-и е хайлава вĕçлесен кăна тупăнать?
— Хăш-пĕр чухне хайлав ячĕ тӳрех килет, анчах кайран улшăнать. Пысăк калăпăшлă произведени çырма ларсан малтанах ячĕ пирки шухăшламастăп. Çырнă майăн хам асра тытман лару-тăру сиксе тухать, сюжет йĕрĕ улшăнать. Тепĕр чухне сăнарпа эпĕ хуçаланмастăп, вăл мана ертсе пырать, хăй пурнăçĕпе пурăнма пуçлать.
— Хăвăр сăнарсем хушшинче чи хакли пур-и?
— Хам сăнарсене пурне те юрататăп. Вĕсенчен уйрăлма питĕ йывăр мана. Пĕрле йĕретĕп, савăнатăп.
— Пурнăçра сирĕншĕн чи пĕлтерĕшли мĕн?
— Çемьери татулăх. Хам тăлăх ӳснĕрен манăн çемьесене аркатас килмест, ачасен ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ӳсмелле. Йĕркеллĕ çемьере кăна йĕркеллĕ çын çитĕнме пултарать.
— Хăвăр кун-çулăрти хăш саманта улăштарнă пулăттăр?
— Çынсемпе калаçнă чухне тепĕр кун-çул парас пулсан урăхла пурăнăттăм тенине тăтăшах илтме пулать. Пурнăç çулĕпе утса тухнă хыççăн кăна çын çапла калаять. Анчах пире темиçе çуллăха каялла тавăрас пулсан хамăра мĕнле тытассине пĕлейместпĕр. Пурнăç мĕнле пуласси хамăртан кăна килмест. Çак ăраскала мана çӳлти вăйсем панă пулсан манăн ăна утса тухмах тивнĕ.
— Çамрăк çыравçăсене мĕн сунатăр?
— Хăюллăрах пулма сĕнес килет. Эпир, чăваш çыравçисем, ялтан тухнă. Ялти çамрăксем сăпайлăрах. Хăйсенче çырас пархатарлăх пур пулсан та тантăшĕсем куласран асăрханни, вăтанни ура хурать вĕсене. Çамрăк çыравçăсене çула пӳлме пултаракан пулăмсенчен утса каçма сунатăп. Хăвăр çырнă хайлавсене вĕрентекенсене кăтартма, хаçат-журнал редакцийĕсен алăкне час-часах уçма сĕнетĕп. Унта ĕçлекенсем пурнăçра хăвăра тупма, аталанма пулăшса пырĕç сире. Хăвăр суйласа илнĕ çулран пăрăнма кирлĕ мар, мĕншĕн тесен юратнă ĕç кăна çынна чăн-чăн телей кӳме пултарать. Çакна эпĕ хам çулсене шута илсе çирĕплетсех калама пултаратăп.
Ольга ИВАНОВА калаçнă.
КĔСКЕ ЫЙТУ – КĔСКЕ ХУРАВ
— Мĕн вăл сирĕншĕн — литература?
— Литература маншăн — çур пурнăç. Эпĕ кĕнеке вуланă, çырнă вăхăтра хама пачах урăхла туятăп.
— Юратнă çыравçăсем.
— Эдуард Асадов, Петĕр Хусанкай, Николай Карамзин, Александр Артемьев, Хветĕр Уяр.
— Юратнă кĕнеке.
— «Салампи».
— Пурнăç девизĕ.
— Нихăçан та никам умĕнче те пуçа пĕкмелле мар.