Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Уçă хапха» кĕнеке кун çути курчĕ

«Уçă хапха» кĕнеке кун çути курчĕ

Этем кирек хăш вăхăтра пурăнсан та самана витĕмĕнчен, кулленхи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен тараймасть. Лăпкă кунĕсем сайра, йывăрлăхĕсем вара пĕрин хыççăн тепри тенĕ пекех черетленсе килеççĕ, хушăран курттăмăнах персе анаççĕ. Çак тĕрĕслевсем айĕнче пĕри хуçăлать, тепри авăнсан та парăнмасть, тӳрленсе тăрса малалла талпăнать. Кирек мĕнле пăтăрмах сиксе тухсан та хыçалла çаврăнса пăхсан кун пекки унччен пулнине ăнланатăн. Истори урапи пĕр çулпах кустарать-мĕн. Пĕр ăру йăнăшĕсем теприне ниме те вĕрентмеççĕ-шим вара?
Çапларах шухăшсем патне пырса тухатăн Чăваш кĕнеке издательствинче тинтерех пичетленнĕ кăларăмпа паллашсан. «Уçă хапха» ятлăскерне Валерий Алексеев пухса хатĕрленĕ. Унта пилĕк авторăн калавĕсем кĕнĕ: Мĕтри Юманăн «Пӳлĕх йăмри», Ефрем Еллиевăн «Хапха», Нестĕр Янкасăн «Катя», Виктор Рсайăн «Уçă хапха», Илле Тăхтин «Шерхулла». Ку хайлавсене Чăваш Республикин наци библиотеки «Вуламалли çĕр кĕнеке» сĕнӳ списокне кĕртнĕ. Вĕсенче, тĕпрен илсен, иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчи хаяр хирĕçтăру ӳкерĕннĕ. «Уçă хапха» кĕнекене кĕнĕ çыравçăсем çак тапхăра хăйсем ăнланнă пек е «вăхăт хушнă» пек уçса панă.
Мĕтри Юмана чăваш литературинчи мифопоэтикăллă юхăм никĕслевçи пек пĕлеççĕ. «Пӳлĕх йăмри» калавĕнче те мифологилле курăм, символсемпе метафорăсем мала тухаççĕ. «Пырса кĕрет Çичкил ялне Мăн Хаяр. Этем те мар, кайăк та мар, пирĕшти те мар, шуйттан та мар – çĕрте çĕрмен, вутра çунман хăямат. Ак тытăнать иккен Мăн Хаяр килрен киле çӳреме. Курăнас тесен куçа курăнать, пытанас тесен куçран çухалать, ăша кĕрес тесен чуна иментерет, хăратас тесен тĕлĕкре пусать», – тесе çырать писатель. Мăн Хаяр урлă автор революци сăнарне кăтартса панă-мĕн. Вăл чăваш ялне тĕпрен аркатать, ашшĕпе ывăлне, кӳршĕсене хирĕçтерет, савнисене уйăрса ярать, ăру йывăççине /Пӳлĕх йăмрине, Пихампар хурăнне/ касса ваклаттарать, пĕр-пĕрне вĕлересси патне илсе çитерет… Ырăпа усалăн ĕмĕрхи кĕрешĕвне Мĕтри Юман Пӳлĕхпе Мăн Хаяр хирĕçтăрăвĕ урлă сăнарлать. Константин Иванов хайлавĕсенче вĕсен вăйĕ пĕрешкелтерех тĕк Юманăн произведенийĕнчи усал чылай хăватлăрах.
Ефрем Еллиевăн «Хапха» калавĕнче те самана улшăнăвĕсем сăнланнă. Çыравçă ахаль япаласенех чĕрĕлĕх кĕртет, сăн-сăпат, шухăш-кăмăл пиллет: «Пуçтарать уй хапхи юплĕ-юхлĕ çулсен юхăмне, тăвăнтарать, пĕрлештерет вĕсене вăл хăйĕн умĕнче; унтан ирĕке кăларса пĕрхĕнтерет урамсене, тăкăрлăксене, хапха умĕсене».
Хапха сăнарĕ Виктор Рсайăн «Уçă хапха» хайлавĕнче тата калăпăшлăрах курăнать. Калава автор 1927 çулта çырнă. Ĕç-пуç шăпах çак кăткăс тапхăрта пулса иртет. Самана тискерлĕхĕ, выçлăх, çынсем хушшинчи курайманлăх, кĕвĕçӳ капашсăр ӳссе каяççĕ. Кирле пичче Кĕркури ятлă ывăлне пуянсемпе хирĕçмесĕр пурăнма вĕрентет, лăпланма ыйтать. Вара Никантăр Иванч парăмсене те каçарать имĕш. Революци шухăшĕсене ăша илнĕ каччă пуçа пĕкме, тĕрĕсмарлăхпа çырлахма пултараймасть. «Эх, атте! Хăçан пăрахăн-ши эс мăшкăл айĕнче пурăнма, хăçан-ши?» – тет вăл ашшĕне. Никантăр Иванчăн хĕрĕ Кĕркурие юратать-мĕн. Тен, çавăнпах Клавье класс кĕрешĕвне тухать, ашшĕ тырра ăçта пытарнине йăлт каласа парать. Пуян кил хуçине тытса каяççĕ. Анчах Кĕркури те инкек шыраса тупать. Çемьесем саланаççĕ, пĕр-пĕрне ылханаççĕ, тĕп тăваççĕ… «Хав! хав! тискеррĕн вĕрет уçă хапхаран йытă. Масар çине шăтăк чавма каякансем иртсе кайрĕç… Хапха уçă. Ăна никам та хупмасть… Ăна вун саккăрмĕш çул уçса хăварчĕ», – тет юлашкинчен çыравçă.
Нестĕр Янкасăн «Катя» калавĕнче те пуян çын хĕрĕ чухăн качча килĕштернине сăнласа парать автор. Катьăн ашшĕне тăрă шыв çине кăлармалли сăлтавсем пур, ахальтен мар килтен тухса тарать вăл. Гриша савнине ĕненмелле-ши, çук-ши тесе иккĕленет, çавăнпа ăна тĕрĕслесе пăхма шутлать.
Илле Тăхтин «Шерхулла» калавĕ маттур та шӳтлеме ăста кĕтӳçĕпе паллаштарать. Халăх хисеплет Шерхуллана. Ял-ял пĕлет ăна. Пĕринче хайхискерне туя чĕнеççĕ. Кĕтĕве ачасем çине шанса хăварса уява вĕçтерет Шерхулла. Пуринпе пĕрле ташлать, ĕçет, савăнать. Хайлавра туй-çуй сăвви-юрри чылай. Шерхулла Митюк арăмне куç хывать. Кĕвĕç чунлă упăшка çакна сисмесĕр юлмасть, тавăрас тет. Туйра тĕркĕшӳ-тӳпелешӳ пуçлансан часрах тарса çухалать кĕтӳç. Кайран çапларах пĕтĕмлетӳ тăвать вăл: «Хамăн та ăс çитеймен. Пуянсен туйĕпе çыхланмалла марччĕ. Капла ĕнтĕ хамах намăс пулчĕ; пуянсем йышăнмарĕç мана, чухăнсенчен хам тарнă пек пулса тăчĕ. Юрĕ ĕнтĕ, малашне пĕлĕпĕр».
Кĕнекере сăнланнă ĕçсем иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче пулса иртнĕ пулин те вĕсенче хускатнă ĕмĕрхи ыйтусем халĕ те кивелмен. Çынсем хушшинчи хирĕçтăру çаплипех çивĕч. Çыравçăсен калавĕсем пире пĕр-пĕрне лайăхрах ăнланма, пулăмсене тĕрлĕ енлĕ хаклама хистеççĕ.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.