Корзина
(пусто)
(0 руб.)

ТУРТСА ИЛСЕ ТЕЛЕЙЛĔ ПУЛМА ÇУК

Минăсем лартса тултарнă вырăнпа утакан хĕрарăма хурахсем куç илмесĕр сăнаççĕ. «Акă кĕç-вĕç ун ури айĕнчи çĕр çиçĕмле хăвăртлăхпа çӳлелле çĕкленĕ те — хĕрарăмăн çак тĕнчери асапĕ те вĕçленĕ. Çав кĕске саманта курмасăр юлас килмест вĕсен. Лешĕн асапĕсем вара ниепле те халех вĕçленесшĕн мар. Женькăна ытла та кăра шăпа лекнĕшĕн унăн амăшне кăштах та пулин çăмăллăх парас тесе Çӳлти Турă хăй ун ури айĕнчи гранатăсене çыхăнтаракан çинçе пралуксене сирсе пырать тейĕн çав. Тен, вăл та мар... Тен, Женькăн ангелĕсем ун амăшĕ патне вĕçсе аннă та хĕрарăмăн çуркаланса, юнланса пĕтнĕ ури айне хăйсен çуначĕсене сарса хурса ăна минăсем тăрăх мар, вĕсене перĕнтермесĕр, çиелтен уттараççĕ...»
Ах, мăнтарăн амăшĕ! Хăйĕн пĕртен-пĕр ывăлĕ çак хурахсемпе çапăçса вилнине, кĕлетки таçта çакăнта, сăртлă-туллă вырăнта, выртнине пĕлет вăл. Хĕрарăм хăйĕн тĕпренчĕкне шыраса тупса ун виллине йĕркеллĕн пытарас шутпа аулран аула, пĕр ту хушăкĕнчен теприне çӳрет. Ку новеллăна Раççейри Писательсен союзĕн председателĕ Николай Иванов писатель, Чечняри хĕç-пăшаллă хирĕçӳсен нуши-асапне хăй тӳссе курнăскер, çырнă. Хайлава республикăри хĕрарăмсем валли кăларакан «Алран алла» ярăмри «Виççе пайланнă ĕмĕр» кĕнекене ахальтен кĕртмен. Ют тема мар ку чăваш вулаканĕсемшĕн. Чечняри çухатусем Чăваш Енри нумай-нумай амăшне макăртнă. Новеллăна та куççуль кăлармасăр вулама çук.
Чуна пырса тивекен произведенисем татах пур «Виççе пайланнă ĕмĕр» кĕнекере. Акă Надежда Ильина çырнă «Шăранса та пĕтми...» калавах илер. Сăпкара макăрса выртакан ачине мĕнле чунпа вĕри кăмакана пăрахма пултарнă Арçинтти? Пуçа та шăнăçмасть çак тискерлĕх. Тав Турра, тĕнчене килнĕ хĕрĕн пурăнас кун-çулĕ пулнă, чĕрех юлнă вăл. Халĕ акă чирпе асапланакан ашшĕне — Арçинттие — пĕчĕк ачана пăхнă пек пăхать. Хĕрĕ хăйĕнпе мĕн чухлĕ ăшăрах калаçать, ашшĕн чунĕнчи кăвар çавăн чухлĕ хытăрах пĕçертет. Чăтмалла мар çунтарать тахçанхи айăп.
Çапла вăл — пурнăç. Кашни çын ăна хăй пĕлнĕ пек йĕркелет, тытса пырать. Пĕр-пĕрне кура лайăхрах пулма, малалла ăнтăлма, тулăхрах пурăнма тăрăшатпăр. Алевтина Дмитриева çырнă «Виççе пайланнă ĕмĕр» повеçри Павăл вара юлташĕн мăшăрне туртса илсе телейлĕ пулма шутланă. Анчах Ваçука юратакан Анна ăна хăваласа ярать те, чунри кĕвĕçӳпе усаллăхне чарайман йĕксĕк айăпсăр хĕрарăма тĕрмене хуптарать. Хăй çеç мар, юлташĕ те телейсĕр пулни савăнтарать ăна. Анчах ку «савăнăç» нумая пымасть, Павăл хăй çине алă хурать. Анна вăрăм ĕмĕр пурăнса ирттерет, анчах ун вырăнĕнче пулма никама та Турă ан хуштăр.
Тĕнчере пурне те телей кӳрекен пĕртен-пĕр рецепт çук çав. Çавăнпах кун-çулĕ те, шăпи те кашниннех расна. Çак шухăш кĕнекене кĕнĕ ытти калавсенче те палăрать. Сергей Павлов, Лидия Сарине, Елизавета Осипова, Ольга Тургай, Арсений Тарасов, Дмитрий Моисеев калавĕсем те питĕ интереслĕ. Култараççĕ те вĕсем, кулянтараççĕ те, шухăша та яраççĕ.
«Виççе пайланнă ĕмĕр» — «Алран алла» ярăмри виççĕмĕш кĕнеке. Малтанхисем «Инкеклĕ телей» тата «Йăкăнат авланать» ятлă. Кăçалхи кĕнекене те Галина Антонова пухса хатĕрленĕ. Художникĕ — Татьяна Бурдина. Çĕнĕ кăларăм çак кунсенче кĕнеке лавккисене çитрĕ.