ТĔПЕЛТЕ ÇЕÇ ТЕЛЕЙЛĔ ПУЛАЙМĂН
Тăван литература çÿпçинче самани иртсен те сарăхман призведенисем сахал мар. Халăх юратса вулакан чи лайăх повеçсемпе калавсене, романсене Чăваш кĕнеке издательстви «Эткер» ярăмпа кăларса пырать. Çавăн пек хайлавсенчен пĕри - чăваш халăх писателĕ Василий Алентей çырнă «Курăксене тайса çил вĕрет» роман. 1969 çулта кун çути курнăскер, вăл библиотекăсен çÿлĕкĕсем çинче юлманпа пĕрехчĕ. Алран алла çÿремелли роман çак кунсенче çĕнĕрен пичетленсе тухрĕ.
Политика тытăмĕ улшăннă май колхозсемпе совхозсем саланчĕç. Çĕршыв историйĕнчи чи йывăр тапхăрсенче те халăха çăкăр-тăварпа тивĕçтернĕ, пурнăç тĕрекĕ пулнă коллективлă хуçалăхсем мĕнле тытăнса тăнине хальхи çамрăксем пĕлсех те каймаççĕ. Василий Алентей хăйĕн романĕнче колхозлă ялăн вăрçă хыççăнхи аталанăвне çутатса парать. Пилешкассинчи пурнăç лайăх еннелле улшăнасси пĕтĕмпех унта пурăнакансенчен килет. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр, вăй-халне шеллемесĕр ĕçлекенсем те пур, коллективлă хуçалăх пурлăхне сĕлĕх пек ĕмекенсем те çук мар. Колхозри пĕтĕм ĕç-пуç Вассапа Тихон Ивановичăн çемьери хутшăнăвĕсем урлă уçăлса пырать. Арăмне кĕсьери кĕмĕл вырăнне хуракан бухгалтер Вассана хăйĕн пурнăçне канлĕрех, меллĕрех, ăшăрах тума тивĕçлĕ тарçă вырăнĕнче курать, хăйĕн харпăрлăхĕ тесе шутлать. Çамрăк та хитре хĕрарăм тĕпелти шăпипе кăна çырлахасшăн мар, вăл пурнăçри вырăнне, ĕçри телейне тупасшăн. Пысăк та хитре юратăва тивĕçлĕ Васса. Упăшки вара арăмне хăйĕн ирĕкĕнчен, килĕнчен кăларас мар тесе ăна пĕр шеллемесĕр инкеке кĕртсе ÿкерет, Васса пăхакан ĕнене ятарласа вĕлерет. Епле хăравçă Тихон, епле кĕвĕç те мĕскĕн чунлă. Çумĕнчи çыннине шанмасăр, унăн кăмăлне шута хумасăр вăл хăйĕн телейне хăй тĕп тăвать.
Ял халăхĕн пурнăçне витĕр курса-пĕлсе тăнăран Василий Алентей романĕ ĕнентерÿллĕ, витĕмлĕ пулса тухнă. Лирикăллă ÿкерчĕксемпе, символла детальсемпе, карикатура меслечĕсемпе - тĕрлĕ майпа усă курса уçса парать вăл хăйĕн геройĕсен кăткăс характерĕсене. Автор производство темине литературăри нихăçан та кивелми темăсемпе?юратупа туслăх, кĕвĕçÿпе ăмсану, çынлăхпа чунлăх, ĕмĕтпе шанăç тата ыттисем% цемент пек çирĕплетсе алран ямасăр вуламалли произведени ăсталама пултарнă.
«Курăксене тайса çил вĕрет» роман Наци библиотеки сĕннĕ «Вуламалли 100 кĕнеке» списока кĕнĕ.
Галина МАТВЕЕВА.