Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Тăххăрмĕш классем валли – «Чăваш чĕлхи» çĕнĕ вĕренÿ кĕнеки

Тăххăрмĕш классем валли – «Чăваш чĕлхи» çĕнĕ вĕренÿ кĕнеки

Кирек мĕнле ют чĕлхене те çур çулта вĕренме пулать, тăван чĕлхене вара пурнăç тăршшĕпех вĕренмелле тесе каланă французсене çутта кăлараканĕ Вольтер. Чăваш чĕлхи илемлĕ те çемçе, унăн пуянлăхне, хăйне евĕрлĕхне вĕренекенсем пуçламăш классенчех ăша хываççĕ, çулсерен пĕлĕве тарăнлатса пыраççĕ.
Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче 9-мĕш класра вĕренекенсем валли «Чăваш чĕлхи» çĕнĕ вĕренÿ кĕнеки пичетленчĕ. Ăна тăван чăваш чĕлхине вĕрентекен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенче усă курма сĕннĕ. Кăларăм авторĕсем – Ю.М. Виноградов, А.С. Егорова, Л.Г. Петрова. Кĕнекере пĕтĕмпе тăватă пысăк тема: «Сыпăнуллă хутлă предложени», «Пăхăнуллă хутлă предложени», «Кăткăс тытăмлă хутлă предложенисем» тата «Текст». Вĕренÿ çулĕ тăршшĕпе тăххăрмĕш класра вĕренекенсем хутлă предложенисен тĕсĕсене уйăрма, вĕсенче чарăну паллисене тĕрĕс лартма хăнăхĕç.
«Текст» пайра публицистика жанрĕсене тимлĕх уйăрнă: мĕн вăл заметка, репортаж, очерк, хаклав, интервью/ Пĕлĕве çирĕплетме кашни параграф хыççăн хăнăхтарусем пурнăçламалла. Вĕсем тĕрлĕрен: «Шухăшлатпăр, ăслатпăр, ĕнентеретпĕр», «Мăшăрпа тумалли ĕç», «Ушкăнпа тумалли ĕç», «Интернетпа усă курса тумалли ĕç» тата ытти те. Кашнине ятарлă паллăпа кăтартнă.
Унсăр пуçне пособие хушма материал та пуянлатать. Чĕлхене, пуплеве аталантарма хăвăрт каларăшсем пур, «Пĕлетĕр-и эсир/» тата «Чĕлхе пĕлĕвĕ» ятарлă пайсем чăвашла тĕрĕс çырма-калаçма, вĕрентеççĕ, час-час тăвакан йăнăшсенчен сыхланма асăрхаттараççĕ. Сăмахран: «Ĕçе, хăнăхтарăва тăваççĕ, ĕмĕте, шухăша, хатĕр планпа проекта пурнăçлаççĕ»; «Савăнăçпа хуйха пайламаççĕ – пĕрле савăнаççĕ, хуйхăраççĕ» тата ытти те.
Вĕренÿ кĕнекине пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче усă курма Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе ?ФГОС% килĕшÿллĕн хатĕрленĕ. Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви шкулсенче усă курма сĕнн

Вышло учебное пособие «Чӑваш чӗлхи» для 9 класса

Великий французский просветитель Вольтер отмечал: «Чужой язык можно изучить за полгода, а родной – изучать всю жизнь». Чувашский язык в школах дети изучают с первого класса. На днях в Чувашском книжном издательстве увидело свет новое учебное пособие для изучения родного (чувашского) языка в общеобразовательных учреждениях ‒ «Чӑваш чӗлхи» (Чувашский язык) для 9 класса. Авторы – Ю.М. Виноградов, А.С. Егорова, Л.Г. Петрова.
Пособие состоит из следующих тем: сложносочиненное предложение, сложноподчиненное предложение, усложненное сложное предложение, текст. В каждом из них авторы пособия приводят правила и примеры для правильной расстановки знаков препинания в предложениях. Для закрепления изученной темы в конце параграфов имеются разные виды упражнений: сложное задание; творческая работа; размышляем, рассуждаем, доказываем; работа в паре; работа в группе; работа с использованием Интернета и др. Кроме того, в разделе «Знаете ли вы?» можно узнать полезную информацию о чувашском языке. Также в пособии есть скороговорки для развития речи.
Издание подготовлено в соответствии с Федеральным государственным образовательным стандартом (ФГОС). Учебное пособие рекомендовано к использованию Министерством образования и молодежной политики Чувашской Республики.