Станислав Сатурăн «Кӗр ванчӑкӗ» кĕнеки пичетленсе тухрĕ
Чӑваш поэзине юратакансем Станислав Сатур ятне илтнех-тӗр. Юлашки вӑхӑтра вӑл вулакансене темиҫе сӑвӑ пуххи те парнелерӗ, хайлавӗсем «Тӑван Атӑл» журналта пичетленчӗҫ. Пуш уйӑхӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче харӑсах икӗ кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ. Писательсемпе критиксеи, преподавательсемпе студентсем, поэтӑн ентешӗсем «Станислав Сатур сăввисем. Стихи Станислава Садура» тата «Чӗнӳллӗ ҫул» кĕнекесене пахалама йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Чӑвашла-вырӑсла хатӗрленӗ кӑларӑмӗ вара нумаях пулмасть «Литературăллă Чăваш ен: çулталăкри чи нумай вуланакан кĕнеке» фестиваль-конкурсра «Тĕпчевçĕ хаклавĕ» номинацире çĕнтерчĕ. Сӑпайлӑ, нумай калаҫма юратман сӑвӑҫ кӑкӑр ҫапса, мухтанса ҫӳремест. Хӑй ӗҫне тӗплӗн тӑвать, пушӑ самант тупӑнсанах сӗтел хушшине вырнаҫать. Сӑвӑ йӗркисем тӑрук пуҫа килсе ҫӗр варринче те тӑратса лартаҫҫӗ ӑна. Хайлавӗсем пуҫтарӑнсан вӗсене пӗрле пухса черетлӗ кӗнеке кӑларать Станислав Николаевич. Яланхи пек шӑппӑн, вӗҫкӗнленмесӗр. Тен, ҫавӑнпах хӑшӗ-пӗри ун ҫинчен нимех те илтмен. Халӑх хушшинче презентацире те янӑрарӗ ку шухӑш. Вулакансене ҫывӑхрах паллаштарас килет поэтпа.
Станислав Никоноров (Сатур) 1959 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ушанарта ҫуралнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 14-мӗш профессиллӗ техника училищине пӗтернӗ хыҫҫӑн пӗр хушӑ стройкӑра платник-монтажник пулса ӗҫленӗ, ҫар хӗсметӗнче пулнӑ. Тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хунӑ. Ӗҫленӗ хушӑрах вӑл хӑйӗн пӗлӗвне И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Хусанта зонӑри комсомол шкулӗнче, Мускавра Пӗтӗм Союзри комсомолӑн курсӗнче ӳстернӗ. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Республикин писательсен союзӗ ҫумӗнчи «Сунтал» литература пӗрлешӗвне ҫӳренӗ. Хальхи вӑхӑтра Мускаври М.В. Фрунзе ячӗллӗ ҫар академийӗнче пушар хӗсметӗнче тӑрать.
С. Сатур – Митта Ваҫлейӗн премийӗн лауреачӗ. Унӑн кӗнекисем: «Чӗре хӗлӗхӗсем» (1993), «Кӑмӑл тӗкӗрӗ» (1997), «Сӑмах» (2001), «Сӑмах майӑн» (2002), «Чун вӗҫевӗ» (2005), «Юхӑмра» (2017), «Эпӗ» виҫе» (2019), «Станислав Сатур сӑввисем. Стихотворения Станислава Садура» (2020), «Чӗнӳллӗ ҫул» (2021).
Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче поэтӑн тепӗр сӑвӑ пуххийӗ пичетленсе тухрӗ – «Кӗр ванчӑкӗ». Унӑн редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерҫи – Татьяна Бурдина.
Станислав Сатур хӑйне евӗрлӗ тӗнче курӑмӗпе, илемлӗ чӗлхипе вулакана туххӑмрах тыткӑнлать. Кашни йӗркере мӗн тери сӑнарлӑх, тарӑн шухӑшлӑх пытарӑннӑ! Кӗнекери сӑвӑсем, нумай сийлӗскерсем, тутлӑ тӗшӗллӗ мӑйӑрсем пек, – катмасӑр астивеймӗн, пуҫа ватмасӑр ӑнкараймӑн. Ку хайлавсене вуламассерен мӗн те пулин ҫӗнни асӑрхатӑнах.
Куҫа мӑч та хупмарӑм
каллех ҫӗр каҫипех, –
мачча хӑмисемпе
атте-анне сывларӗ!..
(2021)
Е тата:
Кӗр ванчӑкӗ арканнӑ тӗкӗр евӗр
сас-чӳсӗр выртрӗ анлӑн
чун ҫинче.
Ванчӑкӗсем
(кашни – пӗр уйрӑм кӗвӗ)
курнаҫҫӗ ӑрӑмчӑк –
кун ҫутинче!..
(2021)
Авторӑн нумай енлӗ пултарулӑхӗ тӳрех курӑнать: кӑларӑмра философи, юрату сӑввисем те, гражданла лирика та вырӑн тупнӑ. Чылай сӑвӑра тӑван еншӗн, атте-анне килӗшӗн тунсӑхлани сисӗнет. Поэтӑн чӗрине чӑваш чӗлхин хисепӗ-сумӗ чакни, ҫамрӑк ӑру чӑвашла калаҫманни те ыраттарать.
Ҫук сывлӑх сунни чӑвашла.
Чӑваш шкулӗнче-ҫке, ара!
– Кун пек пулса тухрӗ ӑмма?
Каларӑн ҫеҫ:
– Хӑнӑхрӑмӑр!..
(2020)
Вулакана «Кӗр ванчӑкӗ» кӗнекепе куҫа-куҫӑн хӑварас килет. Сатур сӑввисене шӑплӑхра, пӗчченлӗхре вуламалла. Вара асамлӑ йӗркесем сирӗн чӗрене те сӑрхӑнса кӗрӗҫ.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ