Станислав САТУР: Сăмах юнне кĕресчĕ тесе ăнтăлатăп е сăвăсем мана çывăрма та памаççĕ
Пĕлтĕр çулталăк вĕçĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче Станислав Сатурăн «Эпĕ» виçе» сăвăсен пуххийĕ кун çути курчĕ. Унта авторăн тĕрлĕ вăхăтра çырнă сăввисем кĕнĕ. Поэзипе пултарулăх, çĕнĕ кăларăм çинчен сăвăçран лайăхрах никам та каласа кăтартаймĕ. Эппин, сăмах парар-ха ăна.
— Станислав Николаевич, «Эпĕ» виçе» — мĕнлерех кĕнеке вăл? Мĕншĕн шăпах çавăн ятлă?
— Ку кĕнеке — эпĕ мĕне мала хунисемпе мĕне сивленисен пуххи, пуçăмри шухăшăмсемпе чунăмри туйăмсене сăнласа кăтартни, çакă асап кӳрекен тĕнчере эпĕ — чĕрĕ Турра шыракансенчен пĕри — хамăн сăна ӳкерни. «Хамăн сăн» тени кунта «эпĕ» е «шухăшлакан çын» /санскритла — ману, вăл «эпĕ» /> ми + н/ сăмахпа пĕр кăкран пулса кайни куçкĕрет/ пĕлтерĕшлĕ. Кашни чăн-чăн çыравçă — урăхла, хăйне кăна тивĕçлĕ шухăшлакан çын. Вăл — пĕтĕмĕшле ăс-курăмсене саракан /хăйĕн витĕр яракан мар/ — пĕр вăхăтрах çĕнĕ пурнăç /тĕнче/ йĕркелӳçи те, паттăрĕ те. Чун /Эпĕ/ вăй-халĕн хăватлă тĕсĕсем пулса тăракан ăс-тăн тытăмĕн элеменчĕсем — шухăшсем, туйăмсем, пăлханусем — пурте чикĕллĕ, çавăнпа та этемĕн хăйĕн чикĕллĕ-виçеллĕ тĕнчинче /сывласа-вĕрсе кăларнă шухăш тĕнчене çаврăнать/ пурăнма ирĕк пур, анчах та вăл унта ăна ăспа çавăрса илнĕ вăхăтра анчах пурăнма пултарать. Ку кĕнекен тĕп пĕлтерĕшĕ çакă: Эпĕ /урăхла — «яланхи чăн çын», «эпĕ-сывлăш», Платон ăна «çын-турă» тенĕ/, Эпĕ урлă Эпир материализациленни. Ăна чăваш Сăмахне пĕтерме пулман пекех çĕнтерме май çук. Чăваш Сăмахĕ, чăвашлăх — эпир çĕр çинче упранса юлмалли пĕртен-пĕр мел.
— «Эпĕ» виçе» кĕнеке хăвăр кăмăла тивĕçтерчĕ-и?
— Хăшĕ-пĕри кĕнекере кăлтăк-шăйрăк асăрхасшăн. Нимĕн те тума çук, çын вăл ялан тенĕ пекех çийĕнчен кăна пĕлет. Çавăнпах-тăр çут тĕнчере юрăхлă пĕлӳ сахал, чăна тӳр килекен шухăш та нумай мар. Çавăнпа та çийĕнчен çеç шăйăрттарса ăнланмалла та татăклă пĕтĕмлетӳсем тума хĕн.
— Атнер Хусанкай кĕнекери хăйĕн умсăмахĕнче сирĕн сăввăрсенче ыйту палли сайра тĕл пулать, ытларах кăшкăру палли тет. Мĕнпе çыхăннă-ши ку?
— Сăввăмсем варринче кăшкăру паллисем çукпа пĕрех. Çав вăхăтрах кашни сăвă вĕçнех эпĕ кăшкăру палли тата икĕ пăнчă лартатăп. Хайлавсем мĕншĕн çапла вĕçленнине çивĕч туйăмлă Атнер Петрович хăех çапла ăнлантарнă: «Вĕçленмен çирĕплетӳ пек... «Эп каларăм, халĕ хăвăр шухăшласа пăхăр», — тенĕ пек те йышăнма пулать». Кирек епле çав тери тарăн шухăша та питĕ кĕскен, çапса-хĕссе тĕрĕс калама-çырма пултаракан чыслă-сумлă филолог ăсчахпа пирĕн килĕшмелли çеç юлать. Чух çеç ĕçĕме вăхăт тупса тим хунишĕн ăна манран çĕре çити пуç тайăмĕ.
— «Чăваш вăл — пулнă, пур… нивушлĕ тек пулаймĕ?» тени тĕл пулать пĕр сăвăра. Мĕн пытарăннă ку ыйтура? Чăваш пуласлăхне еплерех куратăр?
— Чăваш пуласлăхĕ, тӳрех калам, тĕтреллĕ, уçăмлă мар. Ĕнтĕ хамăрăн авалхи тĕнчекурăма ăнланма пулăшакан чăн чăвашла пурлăх-япаласем тахçанах «чĕмсĕррĕн» çухалса пĕтрĕç, юлнă юлашкийĕсем те вăхăт иртнĕçем улшăнчĕç, пĕлтерĕшне улăштарчĕç. Çавна пулах чăваш çыннин Тĕнчепе тăван халăхне курасси-туясси те тĕпрен улшăнса урăхланчĕ. Пахалăхсене улăштарни вара, чĕлхене улăштарнă е халăх пĕрлĕхне çухатнă пекех, халăх пĕтĕмлĕхне аркатать: чăвашсем хăй сăн-сăпатне улăштарнипе пĕрлех урăх халăх пулса тăрас хăрушлăх пур.
— Кĕнекере юрату лирики те тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Илемлĕ, сăнарлă çаврăмсем чуна тыткăнлаççĕ. Сирĕн поэзие, пултарулăхăра хĕрарăмсем чылай витĕм кӳнĕ-и?
— Пурнăçра хăрарăм витĕмĕпе сăвă ăрăмламан поэт çук та пулĕ. Ма тесессĕн «хĕрарăма парасси — чыспа совеçе, йĕркелĕхпе пархатарлăха виçмелли хатĕр» /В.А.Сухомлинский/.
— Мĕн вăл сирĕншĕн поэзи?
— Поэзи вăл — сăнарлă шухăшлав /е сывлав-пултару/. Эпĕ унсăр пурăнаймастăп. Поэт ĕçĕ — ытла пурнăç, уйрăмлатнă çĕр лаптăкĕ чиккинчен иртсе кайни. Поэт куçĕ хатĕр шухăшсемпе мар чари уçăлса каять. Унра ăш-чике хускатакан çӳллĕш Астăвăмсăрлăх шывĕпе тĕрĕсленет, çавăн урлă çеç ĕнентерӳллĕ пулса тухать. Поэтăн çынна хăйне хупăрласа тăракан çутçанталăка, çынсене, Пĕлĕтпе çĕре итлеме вĕрентмелле. Унăн чунĕнче çын хуйхине чĕре патне илессине вăратмалла, юрату туйăмне сӳнме памалла мар. Шăпах хăйĕн çавнашкал ĕçне тӳрĕ кăмăлпа туса пынишĕн вăл, художник, çӳлти Турă умĕнче юлашкинчен явап тытать.
— Поэзири пĕрремĕш утăмсене аса илер-ха.
— Шкулта вĕреннĕ чухнех сăвăсем çырма пуçланă эпĕ. Вунă çулта пулнă пуль ун чухне. Пирĕн шкула Лидия Николаевна Иванова çамрăк вĕрентекен килнĕччĕ. Вăл вĕрентӳ ĕçне кӳлĕннĕ-кӳлĕнменех поэзи секцийĕ йĕркелерĕ те, эпир, пултаруллăрах ачасем, унта çӳреме пуçларăмăр. Çавăнтанпа сăвăсемпе аппаланма тытăннă, чăваш тата вырăс поэчĕсен кĕнекисене вуланă, ют çĕршыв поэзийĕпе кăсăкланнă.
— Камăн поэзине чуна çывăх теме пултаратăр?
— Çеçпĕл Мишшин, Петĕр Хусанкайăн, Петĕр Эйзинăн, Геннадий Айхин, Петĕр Яккусенĕн, Иосиф Трерăн, Любовь Мартьяновăн, Марина Карягинăн ĕçĕсем умĕнче çĕлĕке хыватăп.
— Хăш-пĕр поэтран сăвă уйрăмах каçпа лайăх çырăнать тенине илтме пулать. Хăш вăхăтра çыратăр? Мĕн хавхалантарать сире?
— Ăш-чике мĕн хускатса пăлхантарса яма пултарать, çавсем пурте /ырри те, усалли те/ хăйсене майлă хавхалантараççĕ. Эпĕ хамăн таврарине йăлтах асăрхама, куçпа курма тăрăшатăп. Çынсене вĕсен тыткаларăшĕсем урлă тĕпчеме кăмăллатăп. Манăн пурне те курас-пĕлес килет. Пуррине сăнанăçемĕн пуçра тĕрлĕ шухăш йăва çавăрать, вĕсене кунĕпе шухăшласа çӳретĕн. Хут çине куçарма вара вăхăчĕ хăрушла çитсе пымасть. Эпĕ талăкра вун сакăр сехет, канмалли кунсемсĕр пилĕкшер уйăх ĕçлетĕп. Пуçра явăнакан шухăшсене чылай вăхăт çырса хума май килмесен алăкăн-тĕпелĕн çӳреме пуçлатăп, хам валли канăç тупаймастăп. Тепĕр чухне çуралас сăвăсем мана çывăрма та памаççĕ. Ун пек чухне çĕр варринче вăранса каятăп та тăрса ларатăп — пуçа килнĕ йĕркесене тĕттĕмрех хут çине çырса хуратăп. Вĕсене хăй вăхăтĕнче çырмалла, унсăрăн çухалаççĕ, кайран тытаймастăн. Тĕттĕмре çырнипе час-часах сăвă йĕркисем пĕр-пĕрин çине кĕрсе кайни те пулкалать. Тепĕр кунне кун çутипе хайхи йĕркесене юсатăп, майлакалатăп вара. Сăвăсене ирпе çырсан лайăхрах та-ха ĕнтĕ...
— Мĕн хумхантарать сире? Мĕн пирки ытларах çыратăр?
— Мана кирек епле хăй тĕллĕнлĕх те, кирек епле пăхăнманлăх та пирĕншĕн вилесле хăрушши, эпир вĕсенчен иртейменни, вĕсем пире хăйсен ирĕкне тутарни пăшăрхантарать. Шел, эпир хамăра хамăр шеллеме анчах пултаратпăр, хамăра хӳтĕлеме эпир вара вăйсăр. Хăюлăх та çук. Чĕлхе — пире çăлакан. Эпир иккĕленӳсемпе хăшкăлса пĕтнĕ кунсенче, Тăван çĕршыв шăпи пирки йывăр шухăша ӳкнĕ кунсенче пире чĕлхе çăлать. Халĕ те çăлать, енчен те çын вăхăт чĕнĕвне хирĕç Çеçпĕлле тивĕçлĕ паттăрлăхпа хуравласан. Халăх сăн-сăпачĕ /этосĕ/ ăруран ăрăва ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл тата чĕлхе мелĕсем урлă куçнине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Тен, çавăнпах-тăр эпĕ ытларах чĕлхемĕрти сăмахсен юнне кĕме, ăна ăнланса илме ăнтăлатăп.
— Сăмах юнĕ… Мĕнле кăсăклă та хăйне евĕрлĕ сăмах çаврăнăшĕ. Мĕне пĕлтерет-ши вăл?
— Сăмах юнĕ вăл — сăмахра, ун ăш-чиккинче мĕн пурри, сăмах никĕсĕнче мĕнле ăнлавсем выртни. Сăмах вăл тĕрлĕ сасăсем урлă пĕр-пĕр пĕлтерĕше çынна ăнланмалла тăвать-çке-ха. Чĕлхемĕрти сăмахсен пулăвне этимологи словарĕсенче паянхи пек çырса кăтартнисем çырлахтараймаççĕ ман чуна. Вĕсем тулли мар пек, тем сиксе, пытарăнса юлнă пек. Манăн чăваш сăмахĕн чăн пĕлтерĕшне шыраса тупас килет, поэзи мелĕсемпе тарăнрах тĕпчес килет. Лингвистика никĕсĕпе эпĕ хамăн чĕлхе тавракурăмне ӳстерме май шыратăп.
— Сатур хушма ят историйĕпе паллаштарсамăр.
— «Сатур» хушма ятăма эпĕ асанне каланинчен илнĕ. Ăна вăл акă мĕнле лару-тăру вăхăтĕнче асăннă. Эпĕ çуралсассăнах нишлĕ пулнă, килтисем ман пирки пурăнакан ача пулмасть пуль тенĕ. Вилĕм аллинчен вара мана тĕрлĕ йăла-йĕрке аван пĕлекен, ялта Пармень Марйи тесе чĕнекен хĕрарăм «ача чӳкĕ» туса ирттерсе туртса илнĕ. Вăлах мана Сотик ят хума сĕннĕ. Ячĕ ку, «садак» авалхи тĕрĕк сăмахĕпе хурăнташлăскер, «сутăн илнĕ чун» тенине пĕлтернĕ. Анчах ял çыннисем ăна урăхларах, «сӳтĕк» пек, ăнланнă пулнă. Каярах урамри ачасем манран «сӳтĕк, сӳтĕк, сӳтĕрлекен» тесе тăрăхлама тытăннă та, эпĕ киле тăтăшах йĕре-йĕре кĕнĕ пулать. Çавăн чухне асанне килтисене ачана урăх ят хума ыйтса: «Ачи сатур та, ячĕ сӳтĕк-çке-ха», — тесе каланă тет. Çавăнтанпа мана Эдик тесе чĕнме пуçланă, хут çинчи ятăм — Станислав. Акă ăçтан килет Сатур хушма ятăм.
— Вулакансене мĕн суннă пулăттăр?
— Çыннăн хăй мĕн тума пултарнине пĕлме, чунĕ ăçталла туртнине сиссе тăма хăйĕн ăшĕнче çав тери пысăк ĕç туса ирттермелле. Вăл яланах ăнăçлă вĕçленмесен те пултарать. Çын вара хăй мĕншĕн çуралнине пĕлмесĕрех пурăнса ирттерет. Вулаканăмпа çапла пулса ан тухтăр тесе эпĕ ăна пурнăçра хăйне тупма, хăй пĕр-пĕр ĕçе питĕ юратнине /е чунĕ туртнине/ тупма, хăйне пурнăçланма май тупма сунатăп.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ калаçнă.
ХАКЛАВ
Галина Антонова, Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакторĕ:
Станислав Сатур — паянхи ытти сăвăçсенчен уйрăмрах тăракан çыравçă. Вăл сăмах пĕлтерĕшне, вăй-хăватне, ун вырăнне çивĕч туять. Чĕлхи сăнарлă, пуян. Кĕске сăвăсемпех вулакана тарăн шухăша ярать. «Эпĕ» виçе» кĕнекере автор кăмăлне шута илсе кашни сăвва уйрăм страницăна вырнаçтарнă. Сăвă икĕ-виçĕ йĕркерен çеç тăнă чухне те пушăлăх сисĕнмест. Пушă вырăн автор вулакан чĕринче вăратнă шухăшпа, туйăмпа, ÿкерчĕкпе тулса ларать. Сăввисем — пурнăç çинчен. Вуланăçемĕн лирикăллă геройăн чун ыратăвне туйса тăратăн, çуралнă кил, тăван кĕтес, тăван халăх, пурнăçри вырăну пирки анлăрах шухăшлама пуçлатăн. Кунта чуна чĕпĕтсе ыраттаракан сăвăсем нумай. Сатур кĕнеки — тĕлĕрекен чунсене вăратакан кĕнеке.
ПИРĔН СПРАВКА
Станислав Николаевич Никоноров /Сатур/ 1959 çулхи чӳк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Ушанар ялĕнче çуралнă. Ялти шкулта вĕреннĕ. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ.
Станислав Сатур — поэт кăна мар, вăл критик та, публицист та. 2003 çултанпа Раççей писателĕсен союзĕн членĕ. Пĕрремĕш сăвви 1987 çулта «Ялав» журналта кун çути курнă. Хайлавĕсем кайран тĕрлĕ хаçат-журналта, «Ăраскал», «Юратнă кĕнеке», «Шурăмпуç çути», «Радуга над городом», «Атăлпа тинĕс хушшинче», «Скандинавия—Поволжье», «Мужской разговор», «50х50» коллективлă сборниксенче пичетленнĕ. Çыравçăн кĕнекисем: «Чĕре хĕлĕхĕсем» /1993/, «Кăмăл тĕкĕрĕ» /1997/, «Сăмах» /2001/, «Сăмах майăн» /2002/, «Чун вĕçевĕ» /2005/, «Юхăмра» /2017/.