Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Шăмалак ялĕнче çыравçăпа тĕлпулу иртрĕ

Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Елчĕк районĕнчи Шăмалак ялĕн хастар вулаканĕсем хальхи чăваш çыравçипе тата Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕпе Ольга Федоровăпа ?Васильевăпа% ялти библиотекăра тĕл пулчĕç. «Шăмалакри тĕлпулу» ятлă уява шкул ачисем тата кĕнеке вулама юратакансем хутшăнчĕç.
Чăваш çĕрĕ пултаруллă ывăл-хĕрĕпе пуян, çак ял та хăйĕн маттур çыннисемпе мухтанать. Тĕлпулăва Чăваш кĕнеке издательствин художникĕ, Шăмалакра пурăнакан Петр Сергеев, «Хыпар» Издательство çуртĕнче тăрăшакан Федор Чернов, ялти çыравçă Зоя Кулакова илем кÿчĕç. Зоя Даниловна сăвăсем çырать. Нумаях пулмасть унăн «Ырă чун – ĕмĕре» сăвăсен пуххи пичетленсе тухнă. Уява хутшăнакансене вăл «Анне ăшши» сăввине вуласа пачĕ.
– Пирĕн ял çыннисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ, хăнасене те яланах тарават, – çапларах пуçларĕ уява Венера Кузьминична. – Шăмалак çыннисем пурте кĕнекепе туслă, чăвашла вулама юратаççĕ, çавăнпа пирĕн пата Ольга Васильева килсе çитни – пысăк савăнăç, – терĕ вăл.
Шăмалакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул директорĕ Ираида Васильева тата вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Светлана Яковлева çак тĕлпулу ачасемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç, хăнана тав турĕç.
Хăйĕнпе паллаштарнă май Ольга Леонидовна Канаш районĕнчи Мăкăр ялĕнче çуралса ÿснине, тăван ялти шкулта вĕреннĕ хыççăн Шупашкарти Г.С. Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейĕнче пĕлÿ пухнине, халĕ Чăваш кĕнеке издательствинче ача-пăча литературин редакторĕнче тăрăшнине каласа пачĕ.
– Кашни çыншăн чи малтанах вăл çуралса ÿснĕ кĕтес хаклă. Эпĕ Шăмалак ялне Венера Кузьминична чĕннипе иккĕмĕш хут килсе çитрĕм. Ытларах та ытларах паллашнă май унăн илемĕ, ял халăхĕн пултарулăхĕ, тараватлăхĕ кăмăла çĕклеççĕ. Çак ялта çуралса ÿснĕ чылай çынпа хутшăнма тÿр килнишĕн савăнатăп. Вĕсен шутĕнче Петр Сергеев ÿнерçе палăртас килет, ачасем валли чылай кĕнеке илемлетрĕ вăл, Владислав Николаев илемлĕ хайлавсем шăрçалать, Федор Чернов чăваш журналистикине аталантарать. Чăваш кĕнеке издательствинче тухса тăракан кăларăмсемпе эсир юратсах паллашни пире, издательство ĕçченĕсене, савăнтарать. Тăван чĕлхепе вулакан ача ура çинче çирĕп тăрать, вăл мал ĕмĕтлĕ. Кĕнеке шăпăрлансене ĕмĕтленме, пурнăçра ыррине курма, усала, ултава уйăрса илме пулăшать. Çавăнпа паянхи кун кĕнеке пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк, – терĕ вăл.
– Шкултан вĕренсе тухсан эсир çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне çитетĕр, тĕрлĕ çĕрте тĕпленетĕр. Анчах хăвăр çак тăрăхран тухнине нихăçан та манса ан кайăр, çуралнă яла, унта пурăнакансене кăшт та пулин пулăшсан вĕсем чунтан савăнĕччĕç, – терĕ ачасене саламланă май Шăмалак ялĕнче çуралса ÿснĕ Федор Петрович.
Тĕлпулăва ачасем те пушă алăпа килмен, вĕсем илемлĕ концерт хатĕрленĕ. Пухăннисене чăваш ташши-юррипе савăнтарчĕç, 5-мĕш класра вĕренекен Артем Краснов вара Юхма Мишшин чăвашлăх çинчен çырнă сăввине чуна тыткăнламалла каласа пачĕ. Ираида Ивановна шкул директорĕ, Зоя Алексеевнăпа Валентина Мефодьевна авалхи чăваш юррисене юрларĕç.
Шăмалакра пурăнакансем кĕнекепе чăннипех те туслă. Çавăн пек хастарсенчен пĕри – тăхăр вунă çулти Антонина Михайловна Лисова. Вăл юлашки çулсенче юмахсемпе паллашма кăмăллать. Çакна шута илсе Ольга Федорова ун патне килне çитсе «Сказки народов Чувашии. Чăваш Енри халăхсен юмахĕсем» кăларăма парнелер