СЕРЕПИСЕМ НУМАЙ ПУЛНĂ
Этем текен чĕрчунăн хаярлăхĕ, усаллăхĕ, чеелĕхĕ виçесĕр пысăк пулнинчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕн. Вăл хăйĕн каварлă ĕçне халăх йăлисемпе витĕнсе туни — тата хăрушăрах.
Хĕветĕр Уяр çырнă «Таната» кĕнекери Яка Илле ял çыннисемшĕн тăрăшса çĕр вăрлаттарать тетĕр-и? Тăрук пуйса кайнăскер, çине-çине типĕ çул килсен те выçă вилес çук вăл. Яка Илле тĕллевĕ — Ярилепе унăн ывăлне Ухтивана тавăрасси. Мĕншĕн тесен чухăн каччă ун патне тарçа кĕрĕшме те, ватта юлнă, илемсĕр хĕрĕ патне киле кĕме те килĕшмерĕ, ăна — ял пуянне — тиркерĕ. Тавăрмалла! Такам та юратмалла лайăх яш ун хĕрне лекмерĕ тĕк — никамăн та ан пултăр.
Ял халăхĕшĕн тăрăшнă пек хăтланса Ухтивана авлантараççĕ, анчах ăна хĕр мар, çĕр илсе параççĕ. Унăн арăмĕ — çĕр, ют уйран вăрласа килнĕ çичĕ кĕреçе çĕр. Хуçисем сиссен Ухтиванăн ĕмĕрĕ хăвăртах татăласса Яка Илле питĕ аван пĕлет, лешсем сисмесен çĕрпе унăн упăшкин (Ухтиванăн ĕнтĕ) пĕрле пулмалла тесе сăмах кăларма, айăпсăр каччă вилсен (е ăна вĕлерсен) çак вилĕм Шуркасси çыннисемшĕнех аван тесе ĕнентерме те пулать. Хут вĕренмен, тĕшмĕшлĕхри çынсен ăс-пуçне арпаштарма йывăр мар.
Еплерех хăрушă серепене çаклатаççĕ Ухтивана. Пĕр шутласан, вăл кăна-им танатара?.. Халăха пусмăрлама ăна юриех тĕттĕмлĕхре тытни çав серепех мар-и?! Талантлă прозаик çак шухăша роман прологĕнче асра юлмалла уçса панă. Романа вуланăçемĕн сереписем темĕн чухлех пулнине асăрхатăн, Шурча вăрçи ахальтен сиксе тухманнине ăнланатăн. Ун пирки Хветĕр Уяр «Шурча таврашĕнче» историлле романра каласа панă. Вăл «Таната» тата «Таркăн» кĕнекесенчен тăрать. Хальлĕхе вулакана çак пысăк пĕлтерĕшлĕ романăн пĕрремĕш кĕнекипе — «Танатапа» — паллашма сĕнетпĕр. Вăл нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухрĕ. «Таркăна» та вулакан патне вăраха ямасăр çитерме тăрăшăпăр.
Чăваш кĕнеке издательстви Хветĕр Уярăн тăватă томран тăракан «Çырнисен пуххине» кăларма пуçларĕ. Пĕрремĕш томра — «Таната». Умсăмахне филологи наукисен докторĕ, профессор, Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ Юрий Артемьев критик çырнă. Редакторĕ — Галина Антонова.