СĂВĂ КĔНЕКИСЕН ĂМĂРТĂВĔНЧЕ ПАЛĂРНĂ
Галина Матвеевăн Чăваш кĕнеке издательствинче чăвашла тата вырăсла пичетленнĕ «Хутлă-хутлă хут кермен. Волшебный дворец» кăларăмĕ Елена Благинина ячĕллĕ литература премийĕн уйрăм Дипломне тивĕç пулнă. Çак конкурса кĕçĕн тата вăтам çулхи ачасем валли вырăсла çырнă сăвăсен кĕнекисене çеç йышăнаççĕ, çĕнтерӳçе 30 пин тенкĕ преми параççĕ. Кунсăр пуçне жюри лайăх кĕнекесен авторĕсене уйрăммăн хавхалантарма пултарать.
«Вырăсла çырнă сăвăсен кĕнекисене çеç йышăннине пĕлсе тăрсах çак конкурса хутшăнас килчĕ. Укçа выляса илессишĕн мар. Ку — литература премийĕ, унта автор пултарулăхне çиелтен, аннотаци тăрăх çеç, хакламаççĕ, тĕплĕн тишкереççĕ. Ку — пĕр сăлтав. Тепĕр сăлтавĕ — çак премие ача-пăча валли сăвă çыракансене хавхалантарас тата Елена Благинина ятне асра тытас, унăн поэзине пропагандăлас тĕллевпе йĕркеленĕ. Мана çак авторăн поэзийĕ килĕшет, — тет Галина Алексеевна.— Премие Сыктывкар тата Орел хулинче пурăнакан авторсем тивĕçнĕ. Ман пултарулăха жюри Людмила Симонова куçарăвĕ тăрăх тишкернĕ, лайăх хак панă, çавă савăнтарать».
Орел облаçĕнче çуралса ӳснĕ Елена Александровна Благинина (1903—1989) сăввисене вуласа миçе ăру çитĕнмен-ши? Иртнĕ ĕмĕрти хĕрĕхмĕш çулсенчех поэт ачасем валли çыракан паллă писатель пулса тăнă. Вăл — «Осень» (1936), «Садко» (1936), «Вот какая мама!» (1939), «Посидим в тишине» (1940), «Мишка-шалунишка» (1941), «Радуга» (1948), «Огонек» (1949), «Не мешайте мне трудиться» (1959) тата ытти нумай-нумай кĕнеке авторĕ. Унăн произведенийĕсем тăрăх мультфильмсем, радиокăларăмсем хатĕрленĕ, театрсем спектакльсем лартнă, халĕ те лартаççĕ. Е. Благининăна икĕ хутчен те «Хисеп Палли» орденпа наградăланă.
Елена Благининан мăшăрĕ те, Георгий Николаевич Оболдуев, сăвăç пулнă. Унăн пултарулăхне пирĕн Геннадий Айхи лайăх пĕлнĕ, хакланă.
Литература премине Раççей писателĕсен союзĕн Орел облаçĕнчи уйрăмĕн пуçарăвĕпе 2018 çулта йĕркеленĕ. Конкурса пĕтĕмлетсе Елена Александровна çуралса ӳснĕ Яковлево ялĕнче кашни çулах поэзи уявĕ ирттереççĕ.
Пĕлтĕр пичетленсе тухнă сăвă кĕнекисен конкурсне Раççейри çыравçăсем çеç мар, Казахстанри, Германири поэтсем те хутшăннă.
Антонина ЯРЦЕВА
Елена БЛАГИНИНА
ПĂТĂ ТУТЛĂ ТУРĂХПА
— Çи-ха, çи-ха, — Клавăна
Куркапа параççĕ турăх.
— Çук, çиместĕп эп куна!
Ним те çуккă-им-ха урăх?!
Илсе лартрĕç турăха.
Клавăна сĕнеççĕ пăтă.
Тĕртрĕ хучĕ, тарăхать:
— Кунпалах пулаймăн тутă!
Пăтăпа пĕрле ăна
Пĕр курка параççĕ турăх —
Апата явать кăна,
Чăркăшмасть пачах та урăх.