Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Сăрьен ачи» – пултаруллă архитекторпа паллаштаракан кĕнеке

«Сăрьен ачи» – пултаруллă архитекторпа паллаштаракан кĕнеке

Санкт-Петербург хулинчи XVIII ĕмĕрте ăсталанă Çуллахи сад карти хăйĕн илемĕпе паянхи кун та Раççей çыннисене кăна мар, çĕршывăмăр хăнисене те тĕлĕнтерме, савăнтарма пăрахмасть. Унăн авторĕсенчен пĕри – пирĕн ентеш Петр Егорович Егоров /1731–1789/ архитектор.
Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ «Сăрьен ачи» кăларăм мухтавлă чăваш ывăлĕн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллаштарать. Повесть авторĕ – Эльвира Кузнецова. Хайлава вырăсларан чăвашла Юрий Сементер чăваш халăх поэчĕ ăста куçарнă. Редакторĕ – Ольга Иванова. Ӳнерçи – Петр Сергеев. Малтанах Петр Егоров архитекторăн пурнăç çулĕ пирĕншĕн паллă пулман, халĕ вара вăл – çĕршыв историйĕнчи хисеплĕ çынсенчен пĕри. Сумлă ентешĕмĕр ячĕпе унăн еткерлĕхне тĕпчекен ятарлă фонд та ĕçлет.
Кĕнекене аслă классенче вĕренекенсем валли тесе палăртнă пулин те вăл çитĕннисемшĕн те кăсăклă пулĕ. Пирĕнтен чылайăшĕ Петр Егоров çинчен нумай пĕлнипе мухтанаймĕ-тĕр. Сăмахран, ăна ашшĕ-амăшĕ Юман тесе ят хунă. Арçын ача Илем ятлă аппăшне чун-чĕререн юратнă. Хĕр çав тери хӳхĕм тĕрленĕ, Юман вара йывăçран тĕрлĕ кӳлепе касса кăларма ăста пулнă. Пĕчĕкренех илемлĕх енне туртăннă ача, тĕрĕсмарлăха тӳсме пултарайман.
П.Егоровăн ĕçĕ-хĕлĕпе çывăхрах паллашас, вăл мĕнле шухăш-кăмăлпа пурăннине ăнланас тесен хайхи çĕнĕ кĕнекене çеç шĕкĕлчесе тухмалла. Эльвира Кузнецова йăлтах куç умне кăлармалла сăнласа парать. Хăш-пĕр çивĕч самантра чĕрене темĕн çатăрласа илет, куçа куççуль капланать. Тĕслĕхрен: «Сысна пур енĕпе те сысна çав», – тесе шухăшласа илчĕ те аяккалла тарма пикенчĕ çеç Юман – ăна Ăрсупай тарçисем хуптĕрлесе илчĕç, аллисене пăрса лартрĕç. Ăрсупайĕ туя ярса илчĕ те пуçран, çурăмран, ăçтан килнĕ унтан хĕнеме тытăнчĕ. Юман шăлне çыртрĕ, куççуль те, сас-хура та кăлармарĕ. Ача пĕлми пулсан тин чарăнчă тискер Ăрсупай. Вара унăн тарçисем Юмана аллисене çыхса лупас айне кайса пăрахрĕç».
Пĕртте çăмăл пулман Петр Егоровичăн пурнăçĕ. Апла пулин те ентешĕмĕр йывăрлăхсене парăнман, умри тĕллев ăна малалла утма, ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме хавхалантарнă. Çумра ăнланакан мăшăрĕ, ачи-пăчи пулни те пулăшнă-тăр. П. Егоровăн пĕрремĕш проекчĕ – Балти тинĕсĕ хĕрринче вырнаçнă Пярну хулинчи Турă Амăшĕн чиркĕвĕ. Чертежсем тума тытăниччен архитектор хайхи хулана кайса килнĕ, чиркӳ лартмалли вырăнпа тĕплĕн паллашнă. Проектра пĕтĕмпех шута илмелле-çке: юнашар мĕнле çурт-йĕр вырнаçнă, çывăхра вăрман е сад çук-и, çул таврашĕ иртсе каймасть-и… «Собор тени çывăхри тавралăхпа пĕр килĕшӳре тăмалла. Ку – архитектура ĕçĕн пĕрремĕш саккунĕ», – тенĕ повеçре. Петр Егорович ытти ĕçтешĕсем мĕн çырнипе те тĕплĕн паллашнă, чертежсене тишкернĕ. Майĕпен унăн куçĕ умне шап-шурă собор сăнарĕ тухса тăнă: «Тĕп купол тавралла – пĕчĕкрех башньăсем. Умĕнчи фасада Коринф пилястрисемпе илемлетнĕ. Виçĕ яруслă чан башни вара капăр шпильпе вĕçленет. Стенасем çинче декор çукпа пĕрех, пурте виçеллĕ те çыпăçуллă».
Çапла, кашни ĕçе типтерлĕ, яваплăха туйса пурнăçланă П. Егоров. Хăй хăш халăхран, йăх-тĕпрен тухнине те манман. «Эпĕ чăваш йăхĕнчен тухнă», – тесе çырнă. 1788 çулта шăпа ăна Сăр юхан шывĕ тăрăхĕнчи яла илсе çитернĕ, пăлхануллă тĕлпулу пилленĕ. Ун çинчен туллинрех вара повесть пĕлтерĕ.
Çакăн пек пархатарлă та пултаруллă ентешĕмĕрсене асра тытмаллах пирĕн, вĕсем çинчен çитĕнекен ăрăва каласа кăтартмалла. Ырă тĕслĕх сăмахпа вĕрентнинчен витĕмлĕрех те усăллăрах.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.