СĂНАРĔСЕНЕ ПУРНĂÇРАНАХ ИЛНĔ
СĂНАРĔСЕНЕ ПУРНĂÇРАНАХ ИЛНĔ
Вулакан патне Чăваш кĕнеке издательствинче «Эткер» ярăмпа тухнă тата тепĕр лайăх кăларăм çитрĕ. Хĕрĕх çул иртнĕ хыççăн Анатолий Емельяновăн «Хура кăрăçĕ» тепĕр хут пичетленсе тухрĕ. Тухнă-тухман вулакан кăмăлне çавăрса илнĕскер, алран алла çӳренĕскер, вăл библиотекăсенче юлманпа пĕрехчĕ. Халĕ ĕнтĕ аслăрах вулакансем паллă писателĕн манăçми геройĕсемпе тепĕр хут тĕл пулма, çамрăксем пуçласа паллашма пултараççĕ.
Кĕнекене «Çырма Куçми», «Çулталăкра вунвиçĕ уйăх» тата «Хура кăрăç» повеçсем кĕнĕ. Тĕнчере е çĕршывра кирек мĕнле самана тăрсан та чăваш çĕрĕ çырма-çатраран хăтăлса пĕтес çук. Пулăхлă тăпрана упраса хăварса тыр-пул туса илес тесен çĕре çырма-çатра ишесрен сыхламах тивет. Пĕрре пăхсан, васкаса тумалла ĕç мар пек, ырана хăварма та юрать пек туйăнать. Юрать-ха, пурнăçра Çырма Куçми пек канăçсăр çынсем пур. Вĕсем тăрăшнăран çутçанталăк илемĕпе пархатарĕ ăруран ăрăва куçса пырать. Колхозсене тахçанах салатса янă пулсан та писатель хускатнă тема паян та çивĕчлĕхне çухатман.
Авалхи чăвашсен çулталăкра вунвиçĕ уйăх пулнине нумайăшĕ пĕлмест те пулĕ-ха. Типшар вунвиççĕмĕш уйăхра килсен тепĕр çулталăкĕ телейлĕ пулать тесе ĕненнĕ чăвашсем. Тен, çапла каласа чунĕсене лăплантарнă?.. Шанăçпа пурăнас килет-çке-ха. Колхоз председательне Сетнер Осиповича шăрăх çанталăк вăраха кайни кулянтарать. Унпа ачаран пĕрле ӳснĕ, халĕ республикăри пысăк предприятие ертсе пыракан Алексей Петрович пурнăçĕнче вара — урăхла типшар. Çак икĕ геройăн хуйхи-суйхи, характерĕсем «Çулталăкра вунвиçĕ уйăх» повеçре туллин курăнаççĕ. Мĕн тери пĕрле пултарас килет çамрăк чух пĕр-пĕрне юратнă Юльăпа Алексей Петровича. Повесть вĕçне çитетĕн те — пурнăç вĕсене уйăрса ярса тĕрĕсех тунине куратăн.
Писателĕн чĕлхи çав тери сăнарлă. Вуланăçемĕн тӳрех асра юлакан йĕркесене çине-çинех тĕл пулатăн. «Яла Турă тунă, хулана — шуйттан», — теме юратать колхоз председателĕ Сетнер Осипович. Селĕпрех калаçакан Кĕçтук: «Халăх пăçăлмаçть, пуçлăх пăçăлать», — тесе каланинче тĕрĕсси пурах. Хăш çын кам патне туртăннине автор çапла палăртать: «Хӳмелли хӳмеллипе çыпçăнать, çатанли — çатанлипе». Тем тесен те, «Хура кăрăçри» Çеменпе Урине пирки «ик çăпата пĕр мăшăр» е «çӳпçипе хупăлчи» тесе калас килмест. Повесть инкекпе вĕçленни те çак шухăшах çирĕплетет. Пуянлăхра пурăнсан та телейĕ çук Уринен. Уншăн çут тĕнче кĕçех сӳнессине автор вулакана ытарлăн систерет: çăнăх та, газ та, сăмакун та вĕçне çитнĕ унăн килĕнче, сехет те чарăннă, çурт та пушаннă. Çеменпе мар, хăй юратнă, хăйне те юратакан Федьăпа пĕрлешнĕ пулсан Уринен пурнăçĕ пачах урăхла май çаврăнса каймаллаччĕ те çав... Кайран тӳрлетме май çук йăнăшсем сахал тăватпăр-и эпир пурнăçра?..
Кĕнекене вуласа тухсан та унти геройсенчен час уйрăлаймастăн, пурнăçран илнĕ сăнарсем пирки тахçанчченех шухăшласа çӳретĕн. Ахальтен мар ĕнтĕ Анатолий Емельяновăн «Хура кăрăçне» Чăваш Республикин Наци библиотеки «Вуламалли 100 кĕнеке» списока кĕртнĕ.