СĂМАХ ХАКНЕ ВĂЛ ЛАЙĂХ ПĔЛНĔ
СĂМАХ ХАКНЕ ВĂЛ ЛАЙĂХ ПĔЛНĔ
Литература хăйĕн пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăннине палăртса чăваш халăх поэчĕ Геннадий Айхи çапла каланă: «Çыратăп» тени маншăн «эпĕ пур» е «эпĕ пур-ха» тенипе танах».
Кăçал эпир вăл çуралнăранпа 85 çул çитнине паллă тăватпăр. Хăйĕнсĕр. Апла пулин те сăвăç пирĕн хушăрах пек туйăнать. Çĕнĕ кĕнекисем те тухсах тăраççĕ. Акă Чăваш кĕнеке издательствинче паллă ентешĕмĕрĕн «Çырнисен пуххин» 4-мĕш томĕ пичетленсе тухрĕ. Малтанхи виçĕ тома поэт чăвашла тата вырăсла çырнă сăвăсемпе поэмăсем, унăн пултарулăхĕнче самаях пысăк вырăн йышăнакан куçарусем кĕнĕччĕ. Тăваттăмĕш томра статьясем, тĕрлĕ кĕнекесем валли çырнă умсăмахсем, вăл-ку сăлтавпа çыхăннă салам сăмахĕсем (вĕсем пĕр-пĕр çыравçă е ÿнерçĕ çинчен тунă тишкерÿ е хаклав пек вуланаççĕ), Чăваш Енри, Раççейри тата Европăри нумай-нумай журналиста панă интервьюсем, эссесем, асаилÿсем вырнаçнă, К.В. Иванов çинчен ÿкернĕ «Алран кайми» документлă фильм сценарийĕ пур.
Геннадий Айхи хăй пирки: «Эпĕ хама поэзире кăна ирĕклĕ туятăп», ‒ тенĕ, проза чĕлхинчен хăрарах тăнине палăртнă. Ĕмĕрĕ тăршшĕпех поэзире кăна ĕçленĕ сăвăçăн прозăпа çырнă материалсем те чылаях юлнă иккен. Тăваттăмĕш тома кĕнĕ публицистика унăн пурнăçне, хăйне евĕр пултарулăхне уçса панисĕр пуçне Европăпа Раççейри поэзи аталанăвне, унăн тĕрлĕ юхăмĕсене тарăннăн ăнланма пулăшать. Тата кĕнекене вуланăçем унăн тĕлĕнмелле витĕмне туйма пуçлатăн: вăл сана поэзи тĕнчине кăна мар, пĕтĕм искусство анлăшне туртса кĕрсе каять. Ку ахальтен мар. Геннадий Айхи ÿнер ăсталăхне, музыкăна питĕ юратнă, художниксемпе тата композиторсемпе туслă пулнă. Пурнăçĕнчи чи йывăр самантсенче те ăна ытларах вĕсем пулăшнă. Тĕнче поэзине кĕнĕ сăвăç тĕнче искусствине те лайăх пĕлнĕ. Çакă вулакана тÿрех куурăнать.
Кĕнекепе паллашнă май нумай художник е композитор çинчен хушма информаци шырама пуçлатăн. Пĕр тĕслĕх кăна илсе парам. Пĕррехинче Нобель премийĕн лауреачĕ Борис Пастернак (Айхипе иккĕшĕ час-часах тĕл пулса калаçнă) чăваш поэтĕнчен çапла ыйтать: «Андрей Вознесенский сăввисене вуланă-и эсĕ?» Ентешĕмĕр ăна çапла хуравлать: «Пĕрне кăна вуланă ‒ «Эпĕ ‒ Гойя» ятлине. Вăл сăвва эп тÿрех хам валли палăртса хăвартăм». Айхие килĕшнĕ сăвва манăн та вуласа курас килчĕ. Тупса вуларăм. Халĕ ĕнтĕ манăн Испани художникĕ Франсиско Гойя çинчен ытларах пĕлес килет. Ун çинчен вуласа пĕлнĕ хыççăн ÿкерчĕкĕсене те шыраса тупрăм. Çакăн хыççăн Вознесенкин хайхи сăвви ман ăшра пăталанă пекех çырăнса юлчĕ. Ăна Александр Градский мĕнле юрланине те итлесе пăхрăм.
Çакăн пек тĕслĕхсем ‒ вуланăçемĕн тĕнче искусствинчи паллă ÿнерçĕ е композитор произведенийĕ патне туртса кĕрсе каякан, вĕсем çинчен ытларах пĕлме хистекен статьясемпе интервьюсем кĕнекере темĕн чухлех. Айхи хăй пирки «Эпĕ – малевичеанец» тет пулсан, çав художникпа вулакан та интересленсе каять. Ницше, Кафка, Хлебников, Пастернак, Маяковский, Европăри тĕнчипех паллă поэтсем, ÿнерçĕсем... – кампа кăна тĕл пулмастăн пулĕ çак кĕнекере. Никамах та пĕлменнисем те пур, анчах вĕсем те пултаруллă çынсем пулнă. Хăшĕсен ячĕсем те Айхи тăрăшнипе кăна упранса юлнă. Сăмахран, Василий Мазурин 1926 çулта пĕтĕмпе те пĕр кĕнеке çеç кăларнă, ăна та пулин ‒ 1 пин тиражпа кăна тата хăй шучĕпе. Айхи тимленипе унăн хăш-пĕр сăввисем упранса юлнă. Епле лайăх сăвăсем çырнă çав халĕ никамах та пĕлмен Мазурин. Айхи хăй пурăннă чух авангардистсен антологине тума пуçланă, шел, вĕçне çитерсе пичетлесе кăларайман. Хайхи В.Мазурин, Е.Гуро, Божидар, В.Гнедов, П.Филонов, М.Ларионов тата ытти пултаруллă çынсем çав кĕнекере пулмаллаччĕ.
Геннадий Айхи хăйне вырăсла çыракан чăваш поэчĕ тесе шутланă. Анчах тăван чĕлхерен те уйрăлман вăл, Раççей, Европа поэчĕсен сăввисене чăвашла куçарнă. Куçару ĕçĕпе ĕмĕрĕ тăршшĕпех ĕçленĕ. Тĕрĕссипе каласан, вăлах чăваш поэзине Европăна илсе тухма анлă çул хывнă. Ансат пулман çав çула уçасси. Нуши-асапĕ, чăрмавĕ тăваттăмĕш томра йăлтах курăнать.
Паянхи çыравçăсем валли пĕлмелли, вĕренмелли, шута илмелли мĕн чухлĕ тата çак кĕнекере. Хăш-пĕр статьяпа интервьюна вулатăн та хăвна Литература институтĕнче лекцире ларнă пекех туятăн. Пĕррехинче Борис Пастернак Геннадий Николаевичпа поэзи пирки калаçнă май çапла каласа хурать. «Сирĕн япăххи çук(...), анчах лайăххин те хăйĕн чикки-виçи пур, лайăх пулса тухнине пĕлнĕ май эсир мĕн çырнине упраса хăварма тăрăшатăр; чи-чи лайăххишĕн аваннинех пăрахăçлас патне çитсен кăна чăн-чăн ăсталăх килет. Эсир çавăн патне çитетĕр-ха акă». «Çак сăмахсем хăйсемех маншăн поэзин тем пыскăш шкулĕ пулса тăчĕç», ‒ тесе аса илет каярахпа Геннадий Айхи.
Поэтшăн самана сакки яках пулман. Социализмла реализмпа килĕшсе тăман сăввисемшĕн тата Борис Пастернакпа çывăх пулнăшăн ăна Литература институтĕнчен кăларса янă. Ăна çеç мар, унпа туслă çыхăну тытакансене те хĕсме хăтланнă. Кĕнеке вĕçĕнче çав ĕçпе çыхăннă документсем те пур.
Çырнисен пуххин тăваттăмĕш томне А.П. Хусанкай пухса хатĕрленĕ, кĕнекен умсăмахне те вăлах çырнă.
Паян Геннадий Айхи пирĕнпе çук. Хăй çук та ‒ сăввисем пурăнаççĕ, поэзире чĕрĕ сăмах шырама хавхалантараççĕ.