Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Саламлатпăр!

Паян, нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Галина Матвеева (Антонова) çыравçă, журналист, илемлĕ литература редакторĕ çуралнă кунне паллă тăвать. Галина Алексеевна Вăрнар районĕнчи Аçăмçырми ялĕнче çуралнă. Вăтам шкул хыççăн Урал университетĕнчи журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Тĕрлĕ çулсенче «Коммунизм ялавĕ» («Хыпар»), «Хресчен сасси», «Советская Чувашия» хаçатсенче ĕçленĕ. Халĕ Чăваш кĕнеке издательствинче вăй хурать.
Галина Алексеевнăн хайлавĕсем республикăри хаçат-журналта, коллективлă сборниксенче пичетленнĕ. Вăл — ачасемпе çамрăксем валли çырнă «Хамăркка», «Чăваш», «Его звали Чуваш», «Курак тăманĕ», «Мăшăр çунат» кĕнекесен авторĕ. Ачасемпе çамрăксем валли çырнă кĕнеке ал çырăвĕсен республикăри конкурсĕнче виçĕ хутчен çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Л. Кадкинăн, Д. Суслинăн, Ж. Яновскаян, Астрид Линдгренăн тата ытти авторсен произведенийĕсене чăвашла куçарса вулакан патне çитернĕ.
Галина Алексеевна, эпир сире çуралнă кун ячĕпе ăшшăн саламлатпăр! Çирĕп сывлăх, телей, тулăх пурнăç, ăнăçу сунатпăр! Хавхалану çăлкуç пек тапса тăтăр.