Корзина
(пусто)
(0 руб.)

ПРО ТЕХ, КТО ЗА КАДРОМ

ПРО ТЕХ, КТО ЗА КАДРОМ

Раскрывая многогранную жизнь республики, ежедневно участвуя в создании ее летописи, сами они всегда остаются за кадром. Это — фотокорреспонденты, люди особой профессии, бесконечно влюбленные в свое дело. Большинство читателей газет и журналов знает их только по фамилиям. Что это за люди, чем живут, почему выбрали именно эту профессию? На эти вопросы частично ответит альбом-справочник «Фотокорреспонденты Чувашии. Биографии. Чăваш Ен фотокорреспонденчĕсем. Вĕсен пурнăç çулĕ», выпущенный Чувашским книжным издательством. Составителями сборника являются С.В. Журавлев, А.В. Борзов и А.П. Хузангай. Тексты на чувашский язык переведены Л.Н. Петровой. Тираж издания – 1000 экземпляров.
В книгу вошел двадцать один фотокорреспондент. Среди них навсегда вписавшие свои имена в историю республики Александр, Георгий и Николай Костины, Юрий Ананьев, Георгий Зиньков, Виталий Исаев, Борис Иванов, Семен Игнатьев, Вячеслав Романов... Этих мастеров уже нет с нами. Их дело продолжают другие.
В альбоме-справочнике в лаконичных текстах на русском и чувашском языках представлены самые яркие моменты из жизни и творчества фотокорреспондентов. Авторы-составители приводят ранее неизвестные факты из биографий фотокорреспондентов, эпизоды, повлиявшие на их дальнейшее творчество. Краткие биографии сопровождаются изобразительным рядом.
В книге использованы материалы из личных архивов фотокорреспондентов, из фондов Чувашского государственного института гуманитарных наук, Музея фотокорреспондентов Чувашии.
Галина АНТОНОВА.

ИСТОРИЕ КУЛЛЕН ÇЫРАКАНСЕМ

Хаçат-журнал вулакансенчен нумайăшĕ вĕсене хушамат тăрăх кăна пĕлет. Республика кун-çулне куллен çутатса тăракансем, унăн паллă çыннисене е кулленхи ĕçпе ырă ят илекенсене сăнарлакансем хăйсем яланах кадр хыçĕнче тăрса юлаççĕ. Вĕсем — интереслĕ те пархатарлă професси çыннисем — фотокорреспондентсем. Камсем вĕсем, мĕн тĕллевпе пурăнаççĕ, мĕншĕн çак профессие суйласа илнĕ?.. Халиччен вĕсем çинчен ятарлă кĕнеке тухманччĕ. Халĕ — пур!
Чăваш кĕнеке издательствинче çак кунсенче «Фотокорреспонденты Чувашии. Биографииĕ Чăваш Ен фотокорреспонденчĕсем. Вĕсен пурнăç çулĕ» ятлă альбом-справочник пичетленсе тухрĕ. Ăна С.В. Журавлев, А.В. Борзов тата А.П. Хусанкай пухса-çырса хатĕрленĕ. Чăвашла куçараканĕ – Л.Н. Петрова. Тиражĕ – 1000 экземпляр.
Кĕнекене çирĕм пĕр фотокорреспондент кĕнĕ. Вĕсен шутĕнче республика историне яланлăх çырăнса юлнă ятсем те пур: сăмахран, Александр, Георгий, Николай Костинсем, Юрий Ананьев, Георгий Зиньков, Виталий Исаев, Борис Иванов, Семен Игнатьев, Вячеслав Романов... Вĕсем паян пирĕн хушăра çук ĕнтĕ, çак ăстаçăсен ырă ĕçне малалла туса пыракансем вара — пур! Вулăр, паллашăр.
Кĕнекери вăрăмах мар текстсем фотокорреспондентсен пурнăçне кĕскен уçса кăтартаççĕ, интереслĕрех самантсем çинчен каласа параççĕ. Кам мĕнле алла илнĕ çак илĕртӳллĕ, пĕр пуçласан пăрахма май çук ĕçе — вулатăн та хăвăн та фотоаппарат туянас килсе каять. Анчах ку ĕç аякран пăхсан çеç çăмăл пек курăнать. Çăмăллăн çăкăр çитерекен професси мар ку.
Альбом-справочникра фотокорреспондентсен биографийĕсемпе пĕрлех вĕсем тĕрлĕ çулсенче тунă сăнӳкерчĕксене те вырнаçтарнă. Иртнĕ ĕмĕр юхăмне, ĕнерхи кун хĕвĕшĕвне, Чăваш Енĕн паллă çыннисене тепĕр хут куç умне кăларма çав тери интереслĕ.
Альбома пухса хатĕрлекенсем фотокорреспондентсен килти архивĕсенче, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн фончĕсенче, Чăваш Ен фотокорреспонденчĕсен музейĕнче (вăл Пичет çуртĕнче вырнаçнă) упранакан сăнӳкерчĕксемпе усă курнă.
Галина МАТВЕЕВА.