Приглашаем книголюбов на встречу литературного клуба «Варкăш»

30 января 2020 года в Национальной библиотеке Чувашской Республики состоится очередная встреча членов литературного клуба «Варкӑш» (Веяние). В этот раз участники обсудят книгу Василия Кервеня «Аслати чечекĕ» (Фиалка – цветок грозы), изданную в 2018 году в Чувашском книжном издательстве.
В сборник вошли повести «Йăмăкĕ», «Çухату», «Çăла пăрахнă çивĕч çĕçĕ»; рассказы и зарисовки. Автор поднимает проблемы семьи, нравственности, чести, патриотического воспитания. Василий Гаврилович сквозь призму опыта прошлого осмысливает события настоящего. В его произведениях наглядно предстает, как менялась жизнь деревни и города, через какие испытания пришлось пройти современникам писателя. Герои взрослеют, учатся на своих и чужих ошибках, приобретают житейскую мудрость и ни при каких обстоятельствах не теряют оптимизма, во всем находя глубокий смысл.
Заседание клуба начнется в 18:00. Приглашаем всех желающих!
Кĕнеке тусĕсене «Варкăш» литература клубĕн тĕлпулăвне йыхравлатпăр
2020 çулхи кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн черетлĕ тĕлпулăвĕ иртĕ. Хальхинче вулакансем Василий Кервенĕн «Аслати чечекĕ» кĕнекине сÿтсе явĕç. Вăл 2018 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ.
Кăларăма «Йăмăкĕ», «Çухату», «Çăла пăрахнă çивĕч çĕçĕ» повеçсем тата калавсемпе тĕрленчĕксем кĕнĕ. Вĕсенче автор тĕрлĕ ыйту хускатать. Çемье, кăмăл-сипет, чыс, патриотла воспитани парасси тĕп вырăн йышăнаççĕ тесен те йăнăш мар. Василий Гаврилович иртнĕ вăхăта таврăнса, ăна тишкерсе паянхи пулăмсене хак парать. Унăн хайлавĕсенче пурнăç улшăнăвĕ — аталанăвĕ е юхăнăвĕ — яр уççăн тухса тăрать. Сăнарсем çитĕнеççĕ, хăйсен тата пĕлĕш-тантăшĕн йăнăшĕсене курса пурăнма вĕренеççĕ, тĕрекленеççĕ, нимле лару-тăрура та ырра шанма пăрахмаççĕ, пур япалара та пысăк пĕлтерĕш кураççĕ.
Клуб ларăвĕ 18:00 пуçланать. Пурне те хутшăнма йыхравлатпăр!