Поздравляем!
Сегодня, 31 января, отмечает день рождения известный чувашский прозаик Ангелина Павловская. Ангелина Ивановна родилась в д. Малое Яниково Урмарского района Чувашской Республики. Выпускница Цивильского библиотечного техникума, Чувашского государственного педагогического института (ныне университет) им. И.Я. Яковлева. Работала в библиотеке, учителем русского языка и литературы в средних школах.
Многим читателям хорошо известны ее произведения «Ыраш шăркана иккĕ лармасть» (Рожь дважды не цветет), «Саланнă кĕлте» (Развязанный сноп), «Сапаскар хĕрĕ» (Девушка из Сапаскар), роман «Вĕрене шывĕ те пылак» (Сладок сок кленовый), опубликованные в Чувашском книжном издательстве. Ее книги становились победителями республиканского конкурса «Литературная Чувашия: самая читаемая книга»: «Сапаскар хĕрĕ» – самой читаемой книгой 2012 г., «Вĕрене шывĕ те пылак» – самой читаемой книгой 2014‒2015 гг. А в 2019 году в Чувашском книжном издательстве вышел в свет роман «Караслă пыл» (Сотовый мед). В романе повествуется о событиях, происшедших в чувашской деревне в конце XX в. В центре внимания – сложная судьба лесника Анисы, ее родственников и друзей.
Ангелина Ивановна, мы вас сердечно поздравляем с днем рождения! Желаем вам крепкого здоровья, вдохновения и новых идей! Спасибо за ваше жизнелюбие и неиссякаемую энергию!
Саламлатпăр!
Паян, кăрлачăн 31-мĕшĕнче, Ангелина Павловская паллă чăваш прозаикĕ çуралнă кунне паллă тăвать. Ангелина Ивановна Вӑрмар районӗнчи Пӗчӗк Енккассинче ҫуралнӑ. Аслӑ Чакри ҫичӗ класлӑ шкултан, Ҫӗрпӳри библиотекарьсем хатӗрлекен техникумран, Шупашкарти И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтӗнчен (халĕ университет) вӗренсе тухнă. Чылай ҫул шкул ачисене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ, библиотекарьте тăрăшнă.
Вулакансем унăн «Ыраш шăркана иккĕ лармасть», «Раштав саламĕ» тата ытти хайлавĕсене юратса вулаççӗ. Чăваш кĕнеке издательствинче Ангелина Ивановнăн «Саланнӑ кӗлте», «Сапаскар хӗрӗ», «Вĕрене шывĕ те пылак» романĕсем кун çути курнă. «Литературăллă Чăваш Ен: чи вуланакан кĕнеке» республика конкурсĕнче унăн кăларăмĕсем пĕрре мар çĕнтерÿçĕ пулса тăнă: «Сапаскар хӗрӗ» 2012 çулта «Чи вуланакан кĕнеке» ята тивĕçнĕ, 2014‒2015 çулсемшĕн вара – «Вĕрене шывĕ те пылак» чи вуланаканнисен шутне кĕнĕ. 2019 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче А.Павловскаян «Караслă пыл» романĕ пичетленсе тухрĕ. Романăн тĕп геройĕ Анисса лесник шучĕпе, итлеме, сăнама пĕлсен вăрман çынна тем те каласа парать. Ырри те, усалли те ‒ тем те пулса иртет унта. Шетешке вăрманĕ çинчен вуланă май уйрăм çынсен шăпи çеç мар, халăхăн тертлĕ кун-çулĕ курăнса каять.
Ангелина Ивановна, эпир сире çуралнă кун ячĕпе чĕререн саламлатпăр! Çирĕп сывлăх, хавхалану, пултарулăхра çĕнĕ ÿсĕмсем сунатпăр!